Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Иккĕмĕш çăкăр" пуссинче ĕç вĕрет

15 сентября 2004 г.

Çанталăк условийĕсене кура ял хуçалăхĕнчи кĕрхи уй-хир ĕçĕсем пĕр вăхăта капланчĕç. Паян уй-хирте тырă-пулă пухассипе юлашки гектарсем çинче ĕçсем пыраççĕ пулсан та, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ĕçрен пушаннă вăйсене çĕр улми пуссисене мобилизацилеççĕ.  Ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн К. Яриков ертсе пыракан пĕрремĕш уй-хир бригадин çĕр улми хирĕнче пулса кунти хĕрÿ ĕçпе паллашсан ял çынни те ыранхи кунпа пурăнни курăнчĕ. Бригада ĕçченĕсем "иккĕмĕш çăкăрăн" "петербургский" сортне кăлараççĕ. Г. Алжиров механизатор 30 гектарлă лаптăк çинче çĕр улмие пĕчченех копалкăпа кăларать. Пуçтарнă çĕрте вара бригада ĕçченĕсем те, шкул ачисем те, ытти предприяти-организацисемпе хуласенчен килнисем те самай. Михĕсене тултарнă çĕр улмине грузчиксен ушкăнĕсем çийĕнчех турттарса тăраççĕ.

"Свобода" хуçалăх кăçал 220 гектар çинче çĕр улми ÿстернĕ. Эпĕ пулнă хирте ăна ăнсах пулман тесе калаймăн. Хальлĕхе çĕр улми тухăçĕ 180 центнера яхăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика