Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шатракассинчи тĕп шкул - 100 çулта

15 сентября 2004 г.

Пирĕн тăрăхра пĕрремĕш шкулсем 19 ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче уçăлма пуçланă. Хутла пĕлекен çынсем сахал пулнă. 800 çын пуçне пĕр çын кăна хутла пĕлнĕ. 1885 çулта Çеçмер ялĕнче чиркÿпе прихут шкулĕ уçăлнă, 1892 çулта Кĕрекаç ялĕнче.

1902 çулта Шатракасси салинче чиркÿ уçăлать, каярахпа, 1904 çулта сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шатракассинчи чиркÿ çумĕнче пĕр класлă пуçламăш земски училище уçаççĕ.

Йошкар-Ола архивĕнче "Отчет о состоянии земских начальных училищ Козьмодемьянского уезда за 1903-1904 учебный год" документра çапла çырса хунă: "С первого сентября имеются быть открытыми 4 земских училищ: Больше-Карачкинское, Токаревское, Шатракасинское и Кашмашское женское".

Шкулĕ уйрăм çуртра вырнаçнă. Çурчĕ йывăçран, никĕсĕ кирпĕчрен пулнă, тăррине тимĕрпе витнĕ. Вăл çурт ку таранчченех упранса юлнă.

Турă законĕсене вĕрентекенĕ Семен Алексеевич Запольский пулнă, çав чиркÿре те  вăлах ĕçленĕ. Пĕрремĕш учитель пулса Яким Никифорович Никифоров тимленĕ.

Училищĕре истори, Турă саккунне, вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ.

1904-1905 çулсенче Я.Н. Никифоров хăйĕн вĕрентÿ ăсталăхне Хусанти учительсен семинарин курсĕнче туптанă. Вăл Çĕрпÿ уесĕнчи Типикасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Класс пÿлĕмĕ пĕрре кăна пулнă. Ачасене юрлама та Я. Никифоров вĕрентнĕ. 50 ача пулнă, вĕсем пурте юрлама вĕреннĕ, чиркÿ хорĕнче те вĕсемех юрланă.

Юрă урокĕсене ирттерме 15 кĕнеке пулнă.

1905 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 47 арçын ача, 15 хĕрача (пурĕ 62 ача) вĕреннĕ.  1906 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 40 арçын ача, 10 хĕрача (пурĕ 50) шутланнă.

Турă саккунĕсене вĕрентекен - 60 тенкĕ, учитель - 300 тенкĕ, юрлама вĕрентекен 30 тенкĕ шалу илнĕ.

Вĕрентÿ библиотекинче 20 тĕрлĕ учебник 561 том пулнă.

1906 çулта 12 вĕренекене шкул садĕнче лайăх ĕçленĕшĕн Атăл леш енне çулçÿреве илсе кайнă, вăл 2 тенкĕ тăнă.

Шкулта тĕрлĕ çулхи ачасем вĕреннĕ: 9 çулхи- 1 ача, 10 çулхи - 5 ача, 11 çулхи - 4 ача, 12 çулхи - 10 ача, 13 çулхи - 15 ача, 14 çулхи - 6 ача, 15 çулхи - 9 ача.

Вĕренÿ çулĕ сентябрĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă та майăн 9-мĕшĕнче вĕçленнĕ.  вĕренÿ вăхăчĕ 150 кунран иртмен. Вырăн çитменнипе 16 ачана вĕренме илеймен. 1909 çулта пĕрремĕш учитель Степан Петрович Ягунов чăваш, Козьмодемьянск уесĕнчи Кĕçĕн Хураçка вулăсĕнчи Юваково ялĕнчен пулнă.  Вăл Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн курсне пĕтернĕ.

Иккĕмĕш учителĕ Яков Захарович Захаров - Шупашкар уесĕнчи Иккасси ялĕнчен пулнă, вăл Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕнче вĕреннĕ, анчах та вĕренсе пĕтереймен. Ун чухне класс пÿлĕмĕсем иккĕ пулнă.

1909 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса иккĕмĕш учитель пулса Мария Клавдиевна Ягунова ĕçленĕ. Вăл учитель арăмĕ, вырăс пулнă, Козьмодемьянск уесĕнчи Каквакал ялĕнче çуралнă. М.К. Ягунова Хусанти Шумкован хĕрарăмсен гимназине пĕтернĕ. Учитель пулса 1898 çултанпа ĕçленĕ.

1909 çулта декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 46 тĕрлĕ вĕренÿ кĕнекисем пулнă: турă саккунĕн кĕнекисем, грамматикăсем, задачниксем, арифметика т. ыт. те. Училищĕне пăхса тăраканĕ - Евгений Иосифович Домашевич.

Вĕренÿ çулĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă та майăн 20-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Вырăн çитмен пирки 5 ачана вĕренме илмен.

Каярахпа училищĕне пăхса тăраканĕ (попечитель) Ильинкăри вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ Бронислав Ильич Гузовской пулнă.

1911 çулта декабрĕн 30-мĕшĕнче училищĕре елка ирттернĕ. 1914 çулта 42 арçын ача, 14 хĕр ача вĕреннĕ.

Çеçмер ялĕнчи Семен Андреевич Олбутов çырса пынинчен çакă паллă пулчĕ: Шатракассинчи чиркĕве 1930 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче хупнă, майăн 11-мĕшĕнче уçнă. 1931 çулхи майăн 1-мĕшĕнче чиркĕве демонстраци ирттерсех хупнă.  1936 çулта ăна уçса шкул туса хунă, çав çулах 5 класс уçăлнă. 1937 çулта - 6 класс, 1937-38 çулсенче 7-класс уçăлнă тулли мар вăтам шкул ятлă пулнă. 1961 çулта 8 класс, 1991 çулта 9 класс уçăлнă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пулса тăнă.

Шатракассинчи тĕп шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче паллă çынсем те сахал мар. Вĕсенчен хăш-пĕрисемпе сире паллаштарас килет.

Иван Викторович Обручников, 1942 çулта Охтикасси ялĕнче çуралнă, МГУ пĕтернĕ, хими наукисен кандидачĕ, Зеленский ячĕллĕ органикăлла хими институчĕн лабораторине ертсе пынă, Бауман ячĕллĕ МВТУра вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, Мускавра пурăнать.

Георгий Семенович Грачев - математика наукисен докторĕ, Афанасий Семенович Бабакан - профессор, Валерий Герасимович Лебедев - доцент, Владислав Валентинович Ялушкин шкул директорĕ т. ыт. те паян эпир тивĕçлипех мăнаçланатпăр.

Паян кун та Шатракассинчи тĕп шкул хăйĕн ырă йăлисене тытса пырать, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парассишĕн тимлĕн тăрăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика