Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кама валли çыратпăр?

15 сентября 2004 г.

Кĕрхи çĕртме сухине кăçал агротехника хушнисене çирĕп пăхăнса, çум курăкне - тыр-пул тăшманне - тĕппипех пĕтерес тĕллевпе предплужниклă плугсемпе кăна, вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласчĕ тесе кăçалхи çурла (август) уйăхĕнче районти "Çĕнтерÿ ялавĕ"  хаçатăн икĕ номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Хаçатра çырнисем пурнăçланса пырасса шаннăччĕ.

Шел пулин те, паянхи уйсене пăхсан, çĕр çинче ĕçлесе пурăнакан хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем хаçатра çырнисене шута хуманни курăнать. Районти нумай хуçалăхсен уйĕсенче пулса курма тăрăшрăм, хаçатра çырнисем мĕнле пурнăçланса пынипе интереслентĕм. Тÿрех каламалла, вырмана тухни нумай вăхăт иртрĕ пулин те,  сухаланă хура уйсем хуçалăхсенче питĕ сахал курăнса  выртаççĕ.  Кĕрхи çĕртме сухине пурнăçланă уйсене пăхатăн та çĕр-аннемĕре хисеплеменни тата кĕрхи çĕртме сухине хакламани тÿрех курăнать паян.

Сухалакан тракторсем  патĕнче те пултăм. Пăхатăп та, çĕртме сухине питĕ ăшăх та йăранлă сухалаççĕ. Плугсем çинче пурин те предплужниксем çук. Пуррисем те плугсем çинче ячĕшĕн кăна çакăнса çÿреççĕ. Плугсен лемехĕсем сухалама юрăхсăр, вĕсем мăка. Çавна пулах ĕнтĕ тракторсем хăвăртлăха çухатса,суха кассипе малалла йывăррăн куçса пыраççĕ, тăпра лайăх ванмасть.Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене тракторсем виçерен нумай тăкаклаççĕ.

Çĕртме сухи тăвакан механизаторсемпе калаçса пăхрăм.

- Мĕншĕн кун пек япăх сухалатăр? - ыйтатăп вĕсенчен.

- Эсир пирĕнпе мар, пирĕн пуçлăхсемпе калаçăр кун пирки, - хурав пачĕç вĕсем мана.

Акă, мĕн каласа пачĕ мана пĕрле ĕçленĕ ватă агроном: "Кĕрхи çĕртме сухине мĕнле майпа тата хăш вăхăтра пурнăçламалли пирки "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатра питĕ тĕрĕс çутатса панă. Хаçата вуланă хыççăн эпĕ ятарласа хамăр хуçалăхри суха тăвакан тракторсем патне кайса пăхрăм. Пăхатăп та, пĕр плуг çинче те предплужниксем çук. Сухана агротехника кăтартăвĕсене сĕмсĕррĕн пăсса сухалаççĕ. Эпĕ агрономра ĕмĕрĕпе ĕçленĕ.  Ирхи çĕртме сухине те, кĕрхи çĕртме сухине те яланах предплужниклă плугсемпе кăна, агротехника кăтартăвĕсене çирĕп пăхăнса сухалатпăрччĕ. Çавăнпа та пирĕн уйсенче çум курăкĕсем паянхи пек алхасман. Мĕншĕн-ха çавăн пек ĕçлемелле мар паянхи агрономсен", - тарăхса вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне ватă агроном.

Уй-хирсем тăрăх çÿресе, тырă выракан комбайнерсемпе  калаçма та вăхăт тупрăм. Вĕсем каласа панинчен акă мĕн паллă пулчĕ.  Çум курăкĕсем чуна илеççĕ-мĕн, тырра вырма  питĕ чăрмантараççĕ. Симĕс çум курăкĕсем тĕшĕленĕ тырăран уйрăлмаççĕ. Çавна пула тĕшĕленĕ тырă çĕр çине нумай выртса юлать.

Кĕрхи çĕртме сухине вăхăтра пурнăçлама кăçал майсем пур.  Вырса çапнă улăма чылай хуçалăхра хыççăнах пуçтарса купаланă.  Анчах та вăл уйсенче суха тăвакан тракторсем курăнсах каймаççĕ. Тÿрремĕн каласан, районти хуçалăхсенче çĕртме сухи тăвасси паянхи куна питĕ начар пырать. Кăна эпĕ сводкăна пăхса мар, хам куçпа курнине çыратăп.

Кăçал çум курăкĕсем вăйлă алхаснипе чылай хуçалăхра  тыр-пул тухăçĕ вăйлă пулмарĕ. Паллах, çакă ĕнтĕ ертÿçĕсемпе специалистсене шухăшлаттармалла пек. Ман шутпа, кĕрхи суха ĕçĕсене хальтерех хăвăртлатмалла. Вăхăт сисĕнмест, хăвăрт иртет. Кĕçех, акă, кĕрхи çумăрлă кунсем те çитсе тăрĕç, çĕр те шăнса ларĕ. Хуçалăхсенче вара сухаламан çĕрсем питĕ нумай,  иртнĕ çулхи лару-тăру патне çитес марччĕ. Мĕншĕн тесен вăхăтра тата агротехника кăтартăвĕсене çирĕп пăхăнса ирттернĕ кĕрхи çĕртме сухи çитес çулхи тыр-пулăн никĕснне йĕркелекенсенчен пĕри пулса  тăрать те.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика