Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрохăрушсăрлăх тата ĕç сыхлавĕ

15 сентября 2004 г.

Ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки нумай калаçатпăр пулин те, çак ыйту кун йĕркинчен самантлăха та тухмасть. Çакăнта ĕç сыхлавĕ нумай енлĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ.

Августăн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн  ĕç сыхлавĕшĕн яваплă координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта 1) районти суту-илÿ предприятийĕсенчи тата муниципаллă культура, вĕрентÿ системисенчи элетрохăрушсăрлăх  лару-тăрăвĕ, 2) "Муркашри тĕп район больници" тата "Муркашри 2-мĕш номерлĕ райбольница" муниципаллă сывату учрежденийĕсенчи ĕç сыхлавĕпе  ĕç условийĕсене лайăхлатасси çинчен ыйтусене пăхса тухрăмăр.

Пĕрремĕш ыйтупа. Муркаш райповĕнчи 82 объектра 405 çын ĕçлет. Электороуствновкăсене эксплуатацилессишĕн явапли - А. Кириллов тĕп инженер. Мăн Сĕнтĕр райповĕн - Ю. Крылов энергетик. Пĕрремĕшсем электромонтаж, юсав ĕçĕсем, электоропроводасен сопротивленипе виçессине т. ыт. те тума "ВАЮВ" чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа килĕшÿ тунă пулсан, иккĕмĕшĕсем - чикĕллĕ яваплăхлă "Энергосервис" обществăпа.

Районти культура учрежденийĕсенчи  электороснабжени системисене пăхса тăма райадминистрацин культура пайĕ "ВАЮВ" обществăпа килĕшÿ тунă. Вĕсем Атапай библиотекинчи электохуçалăха юсассипе 8213 тенкĕлĕх, районти тĕп библиотекăра 17179 тенкĕлĕх ĕç тунă.  2000 çултанпа вĕсем Юнкăри, Турайри, Вăрманкассинчи культура çурчĕсемпе библиотекăсенче, Орининти культура çуртĕнче, Сосновкăри тата Атапайри культурăпа вĕрентÿ центрĕсенче, районти историпе краеведени музейĕнче электорхуçалăха паянхи кун ыйтăвне кĕртнĕ.

Çав вăхăтрах кая хăвармасăр юсав ĕçĕсене Шетмĕпуçĕнчи, Шупуçĕнчи, Хорнуйри, Мăн Шашкарти культура çурчĕсем ыйтаççĕ. Кунта укçа-тенкĕ ытăвĕ çивĕч тăнăран ĕçсем пуçăнаймаççĕ-ха.

Культура пайĕн системинче электрохăрушсăрлăха тивĕçтерессине тата тĕрĕслесе тăрассине 2004 çулхи май уйăхĕнчен Т. Ванюшкина çине хунă. Пире çакă паллă: клубсемпе библиотекăсенче тăтăшах электрооборудованипе  усă куракан ĕçченсем электрохăрушсăрлăх правилисене вĕренмен.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ хăйĕн учрежденийĕсенчи электрохуçалăх çине пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çу кунĕсенче кăна Ильинкăри, Тойкильтĕри, Тивĕшри, Калайкассинчи, Мăн Хураçкари, Панклири, Атапайри шкулсенчи, Муркаш лицейĕнчи электропроводасене 703 пин тенкĕлĕх улăштарнă.

Электроустановкăсене вырнаçтармалли йĕркепе килĕшÿллĕн Шурчари, Сыпайри, Кашмашри, Атапайри шкулсенче, "Радугăпа" "Буратино" ача сачĕсенче, Матьăкри пуçламăш шкул-садра трансформаторсем 3436 тенкĕлĕх улăштарнă.

Пур шкулсенче те электорхуçалăхшăн яваплă çынсене тытаççĕ, кашнинчех электроустановкăсене пăхса тăрассин должноç инструкцйĕсем пур, шкулсенче асăрхаттарусемпе сĕнÿсем валли журналсем йĕкеленĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа. "Муркашри 2-мĕш номерлĕ райбольница" муниципаллă сывату учрежденийĕнче иртнĕ  çулла ĕç сыхлавĕн спциалисчĕ хăй ирĕкĕпе ĕçрен кайнă хыççăн ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техникин специалисчĕн тивĕçĕсене приказпа никам çине те хуман. Предприятире ĕç сыхлавĕ тата ĕç условийĕснене лайăхлатмалли малашлăх плана туса хатĕрлемен. Смах май, больницăн тĕп врачне Л. Самушкова çакăн пирки координаци канашĕн 2000 çулхи май уйăхĕнчи ларăвĕнчех сĕнÿ панăччĕ.

Больницăра ĕç сыхлавĕн пĕрлехи комиссине тунă, уполномоченнăйсене суйланă пулин те, çав комисси тата уполномоченнăйсем ĕçлени курăнмасть. 

 

Уйрăмах япăх ĕç условийĕсем апат-çимĕç блокĕнче. Кунта косметикăлла юсав ĕçĕсем вĕçленмен. Микроклимат параметрĕсене виçнипе килĕшÿллĕн кунти сывлăш температури 33,5 градус ăшăччĕ, ирĕк паракан шайран 6,5 градус пысăкрах, сывлăшри нÿрĕк 10 процент ытларах, сывлăш  куçăмĕн хăвăртлăхĕ çеккунтра 0,15-0,1 (нормăпа 0,2-0,4). Асăннă çтименлĕхсем санитари правилисене хирĕçлеççĕ.

Кĕпе-йĕм çумалли пайра та ĕç условийĕсем санитари правилисене тивĕçтермеççĕ. Тĕслĕхрен, ĕçлекенсем валли санитарипе йăла пÿлĕмĕсем çук. Вентиляци çителĕксĕрри нÿрĕклĕхе ÿстерет (8 процент пысăкрах). Поликлиникăри кабинетсенче çутă нормăран 2-3 хут пĕчĕкрех.

"Муркашри тĕп район больницинче" 307 çын ĕçлет пулсан та, ĕç сыхлавĕпе тата хăрушсăрлăх техникипе ĕçлекен уйрăм специалист çук. Ку тивĕçе тĕп врачăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ çине хунă. 2004 çул валли ĕç сыхлавĕпе ĕç условийĕсене лайăхлатмалли мероприятисен планнне туса хатĕрленĕ, кашниншĕнех ответлă çынсене çирĕплетнĕ, пурнăçламалли вăхăтне, укçа-тенкĕ виçине палăртнă.

Больницăра стационар, поликлиника, апат-çимĕç блокĕ, кĕпе-йĕм çумалли уйрăм тата дезкамера пур. Кашнинчех - гардеробсем, врачсен, медсестрасен, санитаркăсен кану пÿлĕмĕсем. Анчах ниçта та душевойсем çук, поликлиникăри гардероб ĕçлеменнипе персонал ĕç кабинечĕсенче хывăнса тумланать.

Апат-çимĕç блокĕнче вентиляци çитмест, çавна пула пÿлĕмри сывлăш температури нормăпа пăхнинчен 4,7 градус ăшăрах (31,7 градус). Кухньăри маччапа стенасем те нÿрĕк пысăкран хуралнă.

Координаци канашĕ кашни ыйтупах тĕплĕ сĕнÿсем пачĕ.

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика