Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харăсах - икĕ ăмăрту

11 сентября 2004 г.

1. В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн.

Çак вăхăтра çăмăл атлетикăпа хамăрăн ентешĕн Олимп чемпионкин В. Егорован парнисене çĕнсе илессĕшĕн уçă ăмăрту ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çулсеренех хамăр районти шкул ачисемпе ĕçт çыннисемсĕр пуçне республикăри ытти районсенчен те спорта юратакансем массăллăн хутшăнаççĕ унта. Кăçал çак ăмăрту сентябрĕн 18-мĕшĕнче Муркашри стадионра 11 сехетре пуçланать. Ачасемпе çамрăксене, ĕççыннисене физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăн явăçтарма пулăшать вăл. Тĕллевĕ те шăпах çакăнта асăннăн ăмăртун.

Чи малтанах пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул командисене пырса тивекен хыпар. Ăмăртăва хăть мĕн чухлĕн те хутшăнма пултараççĕ. 1988-1989 çулта çуралнă хĕр ачасем 2 километра, арçын ачасем 3 километра чупаççĕ. 1990-1991тата 1992-1993 çулхисенчен вара хĕр ачасем 1 километра, арçын ачасем 2 километра чупĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăсем (командăсен вырăнне участниксем пуçтарнă) чи нумай очко пухнине шута илсе, виçĕ чи лайăх результатпа шутлаççĕ) В. Егорова ячĕпе хисепленекен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн кубокне тивĕçеççĕ. Финиша чи малтан çитнĕ спортсменсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслаççĕ.

Ял хуçалăх предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче вара 3шер арçынпа тата 2шер хĕрарăм пулмалла. Арçынсен дистанцийĕ 2 километрпа, хĕрарăмсен 1 километрпа танлашать. Çĕнтерÿçĕ-командăсем командăсен вырăнне (участниксем пуçтарнă чи пĕчĕк суммине шута илсе, виçĕ чи лайăх результатпа шутлаççĕ) район администрацийĕн халăх сывлăхне сыхлассипе тата физкультурăпа спорт пайĕн куçса çÿрекен кубокне тивĕçеççĕ. Çĕнтерÿçĕ-спортсменсене хаклă парнесем кĕтеççĕ.

Шкул командисен те, физкультура коллективĕсен командисен те заявкăсене ăмăрту кунĕнче судьясен коллегине тăратмалла.

2. Республикăра мала тухассишĕн.

Çак кунах чупассине анлăн сарас тĕллевпе тата пултаруллă спортсменсене тупса палăртас тесе, ЧР Физкультурăпа спорт министерстви кĕрхи кросра чупса республикăра мала тухассишĕн ăмăрту ирттерет. Вăл çÿлерех асăннă В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн ирттеркен ăмăртупа харăс (Муркашри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионĕнче хаваслă лару-тăрура 10 сехет çурăра уçăлать) 11 сехетре пуçланать.  Ăмăртăва хутшăнакансен В. Егорова ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕнче пуçтарăнмалла, кунтах регистрациленмелле.

Кроса районсемпе хуласен командисем хутшăнаççĕ, командăра кирек мĕн чухлĕ те пулма пултараççĕ. Хула командисене чи лайăх 15 результатпа, яллă районсен командисене чи лайăх 12 результатпа (кросри кăтартусене хакламалли таблицăпа килĕшÿллĕн) хаклаççĕ.

Дистанци пирки çакна каламалла. Çитĕннисем, арçынсемпе çамрăксем (1982-1984 çулхисем) 5 километра чупĕç, юниорсем (1985-1986 çуралнисем) - 3 километра. Çамрăксем ( аслă çулхисем - 1987-1988 çулхисем) те, çитĕннисемпе хĕрарăмсен, çамрăксен (1982-1984 çулхисен) дистанцийĕ те 3 километрпах танлашĕ. Юниоркăсемпе (1985-1986 çулсенче çуралнисем) хĕрсен (аслă ÿсĕмрисен - 1987-1988 çулхисен) - 2 километрпа.

Хуласемпе районсен çĕнтерÿçĕ-командăсем ЧР Физкультурăпа сспорт министерствин дипломĕсене тивĕçеççĕ. Уйрăм дистанцисенче 1 вырăн йышăннă спортсменсем 1 степень дипломсемпе хаклă парнесене, 2 тата 3 вырăнсемшĕн ЧР Физкультурăпа спорт министерствин  дипломĕсене тивĕçеççĕ.

Ăмрăтăва хутшăнакансен малтанхи заявкăсене 62-71-86 телефонпа, çак адреспа памалла: Шупашкар хули, Шевченко урамĕ, РСДЮШОР.

Çак телефонпа ыйтса пĕлмелле: 62-60-32 (Чр Физкультурăпа спорт министерстви).

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика