Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унтан каялла ямаççĕ

11 сентября 2004 г.

Пин-пин чечек куллиллĕ çу кунĕсем хыçа юлчĕç. Халĕ куçа кĕрхи ÿкерчĕксем савăнтараççĕ.Çил хумĕнчи сап-сар çулçăсен вальсĕ кăна мĕне тăрать.  Кайăк-хур сассиллĕ сывлăш чĕтренĕвĕнче куçа курăнман асамлăх пытаннă. Кĕрхи ĕпхÿ пĕрĕхĕвĕнче тата мĕн тери канăçлăх, тасалăх. Çак илеме курма пултарни, çĕр çинче пурăнни кăна мĕн тери  телей вăл.  Анчах телей çумрах иккенне  пур чухне те  мĕншĕн вăхăтра сисместпĕр-ши, хаклама пĕлместпĕр-ши; Таптатпăр ăна, унтан та хăрушăраххи - тататпăр ăна.

Кăçал кăна  çак чи  пысăк телее - пурнăçа хăйсен ирĕкĕпех татакансем çине-çинех тĕл пулчĕç. Кăçал кăна-и; Суицид тĕлĕшпе пирĕн район республикăра чи малти вырăнсенче тăрать. Ватлăха сулăннисем, вăйпиттисем, çамрăксем... ачасем... тăваççĕ çак хăрушă утăма.

Мĕншĕн;.. Мĕн хистет вĕсене çак йăнăша тума; Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм эпĕ чи малтанах районти тĕп больницăри психотерапевтран Л.М. Ивановаран.

- Суицид вăл - пурнăç пĕлтерĕшĕсене  çухатни. Аслисем тепĕр чухне çапла шутлаççĕ: ачасем нимĕн те ăнланмаççĕ, туймаççĕ, теççĕ. Çук, ку  тĕрĕс мар. Вĕсем çитĕннисенчен ытларах çивĕч туйăмлă. Вĕсен хÿтĕлев барьерĕ те çук: аслисем пек хăйсене хÿтĕлеме пĕлмеççĕ. Вĕсен чун-чĕри пирĕнннинчен ытларах аманать. Чун кÿтсе килнĕ чух аслисем  урăх ĕç тупса лăпланма пĕлеççĕ, вăл е ку проблемăна татса пама пĕлеççĕ пулсан, ачасем - çук. Вĕсене хÿтлĕх кирлĕ.

Тĕпрен илсен, суицида психологи тĕлĕшĕнчен çитĕнсе çитмен çынсем тăваççĕ. Урăхла каласан, ачалăхра ачалăх  савăнăç-туйăмне курманнисем çитĕнсен те хăйсене ача пекех хÿтлĕхсĕр туяççĕ.  Кун йышшисем пĕчĕк йывăрлăх пулсанах çухалса кайма пултараççĕ.

Акă, кăçалхи пĕр тĕслĕх. Аоçын - хăйĕн çине хăй алă хума пуçланă - вăхăтра асăрханă. Унпа калаçнă хыççăн çакă паллă пулчĕ:вăл эрех ĕçме пуçланă. Урăлсан сехри хăпса кайнă: çĕрулмине колорадо хурчĕсем  çисе янă, утти çулмасăр кашласа ларать. Тăн пуçне эрехпе минретнĕ арçын çак вăхăтра  туман ĕçсем умĕнче çухалса кайнă: "Луччă вилетĕп", - тесе хăйĕн çине алă хума пуçланă.

- Пĕтĕм инкек эрехрен пуçланать. Суицид патне тĕкекен тĕп сăлтавсенчен пĕри шăпах вăлах пулнăн туйăнать.

- Пирĕн районта тĕл пулнă суицид тĕслĕхĕсенчен чылайăшне  ÿсĕрле тунă. Алкоголь çак хăрушă утăма пулăшать. Мĕншĕн тесен çын эрех ĕçсен исленсех каять, алкоголь вара çăмăллăнах ÿсĕре çак хăрушă утăм патне  тĕксе ярать.  Йывăрлăхсене çĕнтерме  кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ вĕт: алкоголь вара шăпах çак кăмăл çирĕплĕхне пĕтерет, путарса хурать.

Юлашки вăхăтра тата çынсем пĕр-пĕринпе чун-чĕрери ăшă туйăмпа  пурăннă пек туйăнмасть. Пĕри тепри лайăх пурăннине юратмасть. Хăйсем çине ыттисем хытă тăнине туйнипе çынсем хăйсен шухăшĕсемпе хăйсем пĕчченех юлаççĕ, никампа та чунĕсене уçмаççĕ. Хăй никама та кирлĕ маррине туйма пуçланă, хăйне кам та пулин пулăшас шанчăка çухатнă çыннăн пуçĕнче вара хăрушă шухăшсем явăнма пуçлаççĕ.

- Кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пулать вĕт-ха. Майне шырамалла çеç.

- Тĕрĕс. Чарăнмалла. Вăхăтра чарăнма пĕлмелле. Çакна пĕлсе тăмалла, шанмалла: яланах япăх лару-тăру пулмасть вĕт. Чуна йывăр пулнă вăхăт иртет. Ун хыççăн лайăххи пулатех. Пурнăçра çапла вĕт-ха. Пирĕн хамăра хамăрăн вăл е ку йывăрлăха  çĕнтерме пултарнине кăтартса  памалла. Çав тĕл пулнă йывăрлăха пирĕн хамăра тĕрĕслеме панă тĕслĕх тесе шутламалла. Йывăрлăха парăнма, ун айне пулма йывăр мар. Çак йывăрлăха çĕнтерме пултармалла.

Шутласа пăхăр-ха хăвăрах: самолет вĕçмерĕ-тĕк - вăл самолет мар. Çын та çавăн пекех. Унăн хăй çын иккенне кăтартма пĕлмелле. Вăл хăй çĕр çинче мĕншĕн пурнăннине пĕлет ппулсан, кирек епле йывăрлăха те çĕнтерме пултарать. Енчен те умра пушăлăх пулсан вара - алкоголизм валли те, суицид валли те çул уçă.

Пурнăç тупсăмне тупма вара чун, туйăм, хутшăнусен пуянлăхĕ, пултарулăх кирлĕ, çыннăн мĕн те пулин çĕннине тума пĕлмелле.

Пурнăç вăл - çут çанталăк парни. Пурăннă чух хаклама пĕлмелле пурнăçа. Пурнăçран хамăр ирĕкпе уйрăлни вăл - çыншăн пысăк çитĕнĕвех мар. Йывăрлăх сиксе тухсан, хамăра исленсе кайма памалла мар. Алла черкке тытни те - пулăшу мар. Чун илемне, айтăр-ха, шеллер мар пĕр-пĕриншĕн: кама та пулин япăх пулнине курсан пулăшма тăрăшар.

- Çын хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлни çав тери пысăк çылăх, теççĕ ваттисем. Çапах та суицид тăвакансем хушшинче ватлăха сулăннисем те тĕл пулаççĕ.

- Никама та, нимĕне те ĕненмен çынсем хăйсен пурнăçне татаççĕ. Турра ĕненекенсем çак утăма  тумаççĕ. Вĕсен чăтăмлăх пысăк: кирек епле инкеке те, хуйха-суйха та чăтса ирттереççĕ. Хамăра хисеплеме, юратма, аслисене сума сума ачаранах çемьере хăнăхтармалла. Тутарсем шăпах çакăн пек тăваççĕ те: вĕсем хушшинче хăйсен пурнăçне татакансем çукпа пĕрех. Чăвашсем пирки çакна калама çук. Чăвашра ачисем ашшĕ-амăшне хĕнени те тĕл пулать. Çакă ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăлĕ-хĕрĕсене пĕчĕк чухнех иртĕхтерсе ÿстернипе çыхăннă.  Ашшĕ-амăшĕ ачисен умĕнче хăйсен авторитетне пĕтермелли утăмсем тунипе те.

Çыннăн ачаранах пурнăç çине тĕрлĕ куçпа пăхма вĕренсе ÿсмелле. Паян çакă сирĕншĕн тем пысăкăш хуйхă туйăннă пулсан, кайран ун çине тепĕр майлă пăхатăн. Урăхларах та пурнăма пулать вĕт-ха: пурнăç тĕллевне тĕрлĕ пулăмра шырамалла. Пуçа усал шухăша кĕртмелле мар. Унсăрăн çав усал шухăша хăвăр пурнăçа кĕртмесен те, вăл ачăрсене куçма пултарать. Пĕрмай ырри çинччен шутлăр: вара эсир ĕмĕтленнпи çитетех.

Çак шухăш çинче калаçăва вĕçлĕпĕр. Пăхăр-ха урамалла: кĕр илемĕ пире хăй ытамне кăчăк туртать, пирĕн кăмăла хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе сиплет. Чăннипех те, пурăнас та пурăнас килет. Çак çĕкленÿллĕ туйăм ир тăрсан та, каç выртсан та пирĕн чĕрере хĕм сапса тăтăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика