Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуршăла кайса курнă

08 сентября 2004 г.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче пирĕн ентеш, СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал майорĕ А.Г. Николаев çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак куна пур çĕрте те анлăн паллă турĕç. Эрне кун Муркашра митинг пулчĕ, çăмăл атлетсен чупăвĕ те иртрĕ.

Муркашри вăтам шкулта 8 «б» класра вĕренекенсем сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шуршăла, космонавт çуралнă яла, экскурсие кайса килнĕ. Вĕсем унта музейра пулнă, А.Г. Николаев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Çавăн пекех Андриян Григорьевичăн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хунă, пĕр минут шăп тăнă. Кунти территорипе, А.Г. Николаевпа çыхăннă вырăнсемпе унăн тăванĕ, Çĕнĕ Шупашкарти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи И.Г. Васильева паллаштарнă, унăн пурнăçĕ çинчен каласа панă.

Муркашри вăтам шкулта паллă ентешĕмĕре халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче кунта районти ача-пăча библиотекипе пĕрле литмонтаж ирттереççĕ. Унта А.Г. Николаевпа тĕл пулнă çынсем В.Е. Андреева, Ю.Н. Жуков, Е.В. Павлова хутшăнаççĕ, вĕсем А.Г. Николаев пирки каласа параççĕ. Çавăн пекех шкулта «А.Г. Николаев çинчен манăн пĕтĕмпех пĕлес килет» ятпа викторина, ÿкерчĕксен конкурсĕ пулать. 9-мĕш классем унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки хронологи мелĕпе стена хаçачĕ кăлараççĕ, библиотекăра кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ т. ыт. те. Вĕсен тĕллевĕ – кашни ачана космонавт паттăрлăхĕпе хавхалантарса чунĕпе ун пек пулма тăрăштăр тесе вĕрентесси.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика