Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă ентешĕмĕр пирĕн чĕресенче

08 сентября 2004 г.

Пурăннă пулсан А.Г. Николаев иртнĕ вырсарни кун 75 çул тултармаллаччĕ. Питех те шел, пирĕнтен икĕ уйăх каярах уйрăлса кайрĕ.

Çак çухатăва кашни чăваш çынни пысăк хуйхă вырăнне хурса йышăнчĕ. Юратнă Андриянăмăр пирĕн хушăра çук.

Апла пулин те унăн ячĕ пирĕн чĕресенче. Тÿпери çутă çăлтăр евĕр Андриян Григорьевич паттăрлăхĕ, юратăвĕ пире вăй парать.

Чăваш ятне вăл пĕтĕм тĕнче шайне çĕклерĕ. Çавăнпа эпир унпа мăнаçланатпăр, мухтанатпăр. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче, Чăваш Кăйкăрĕ çуралнăранпа 75 çул тултарнă ятпа, Шупашкарти Чăваш академи драма театрĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Унта СССР космонавт-летчикĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Павел Попович, РФ космонавт-летчикĕ, Раççей Геройĕ Николай Бударин, РФ тата Казахстан Республикин космонавт-летчикĕ Талгат Мусабаев хутшăнчĕç.

ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров тата ытти тухса калакансем те  Андриан Григорьевич  пирĕнтен уйрăлса кайни пысăк хуйхă пулнине палăртрĕç. Чăннипех, пĕтĕм чăваш халăхĕ хурланать.

Пирĕн, паян пурăнакансен, Андриян Григорьевич ятне асра тытмалла çеç мар, вăл тунă ĕçсемпе хавхаланса унчченхинчен тăрăшарах вăй хумалла. Чăваш çыннине ĕç кăна пархатар кÿрет.

Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех пирĕн поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çапла çырнă:

"Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăваш,

Хулпуççипе кăвак пĕлĕте перĕнсе,

Кун-çул уйне тухса, хĕвел тумтир тумланĕ".  

Поэт калани чăнлăха çаврăнчĕ.

Космонавт çуралнă кун Муркаш район делегацийĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пынипе, А.Г. Николаев вил тăпри çинче пулса пуç тайрĕ, чĕрĕ чечексем хучĕ.

Районти ача-пăча библиотекине тата Калайкасси шкулне мухтавлă ентешĕмĕр ятне пама палăртнă. Çак шухăшпа пурте килĕшессĕн туйăнать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика