Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елен аппа

28 августа 2004 г.

 

Сăмахăм Йÿçкассинче пурăнакан Елена Николаевна Зотикова çинчен. Пĕр ялта пурăнатпăр та, унăн кăмăл-туйăмне те, хуйхи-суйхине те лайăх пĕлсе тăратăп. Çитмĕл çултан иртнĕ пулин те, Елен аппа вăр-вар-ха, тирпейлĕхе юратать, таса кĕпе-тумтирпе çÿрет.

Хăйĕн пулас мăшăрне Николай Зотикова чунтан килĕштерсе, Елен аппа ăна 1964 çулта качча тухнă. Тĕп килтен уйрăлса тухаççĕ, хăйсем кил-çурт çавăраççĕ. Мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнса, пĕр ывăлпа ултă хĕр çуратса ÿстереççĕ. Шел те, ывăлĕпе пĕр хĕрĕ пĕчĕклех пурнăçран уйрăлаççĕ. Тепĕр пилĕк хĕрĕ вара пилĕк чечек пек çитĕнеççĕ. Аслă хĕрĕ Светлана Йÿçкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет, тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕренпех Йÿçкасси больницинче вăй хурать. Шел пулин те, Елен аппан мăшăрĕ Николай аслă хĕрĕн туй шилĕкĕнче кăна савăнса  юлма ĕлкĕрет, сарăмсăр вилет.

Елен аппан тепĕр икĕ хĕрĕ Валяпа Люба Шупашкарти коопераци техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе  тухаççĕ, халĕ Тури Панклири куллен кирлĕ таварсен  магазинĕнче тавар туянакансен, ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Надя хĕрĕ вара çĕвĕç ĕçне кăмăлларĕ. Тивĕçлĕ пĕлÿ туяннă хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарти "Рассвет" çĕвĕ фабрикинче ăсталăх пухрĕ, кайран закройщицăна  вĕренсе тухрĕ, халĕ республика тĕп хулинчи пĕр фирмăра швея-закройщицăра тăрăшса клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн вăй хурать. Кĕçĕн хĕрĕ Рита "Моргаушкорм" предприятире бухгалтерта ĕçлет.

Мăшăрĕ вилнĕренпе вун сакăр çул иртрĕ пулин те, Елен аппа пурнăç ырлăх-савăнăçне çухатас туртăмлă мар, çакна вăл чи малтанах хăйĕн хĕрĕсен çемйисенче, вунă мăнукĕнче курать, вĕсемшĕн чунтан савăнать. Пĕрле пурăнакан Люба хĕрĕпе кĕрÿшĕ те, икĕ мăнукĕ те ăна савăнăç кăна кÿме тăрăшаççĕ. Елен аппан çакăн чухне хĕпĕртев куççулĕ кăна тухать.



Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика