Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авалхи Калайкассинче- ял уявĕ.

25 августа 2004 г.

 

    Шăп тепĕр икĕ уйăхран Муркаш районĕнчи Калайкассинче «Шурăмпуç» («Заря») коммуна йĕркеленнĕренпе 85 çул çитет. Унăн ертÿçинче 10 çул ытла вăтам хресчен  С.П.Любимов вăй хунă.

    1926 çулта пирĕн республикăна пуçласа тăватă «Фордзон» трактор илсе килнĕ. Вĕсенчен пĕрне Степан Прокопьевич тăрăшнипе Калайкассинчи коммунăна ăсатнă. Вĕр-çĕнĕ техникăпа ĕçлеме механизаторсен курсне пĕтернĕ ялти пирвайхи комсомолецсене Михай Таймасовпа Макар Соловьева шаннă.1927 çул тĕлне коммунăра 40 ытла çын ĕçленĕ. Вĕсем тĕш тырă тата пахча çимĕç çитĕнтернисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх те усрама пуçланă. Ĕнесенчен сĕт нумай суса илнĕрен пуль ĕнтĕ 75 çул каялла ял хĕрринче пысăках мар çу завочĕ [хута янă.

    Çапла, авалхи ял хăйне евĕрлĕ юбилейсене кĕтсе илме хатĕрленет. Çавна май шăмат кун кунта ял уявĕ иртрĕ. Ăна уçнă май, уявăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, Раççейри хăмлаçăсен ассоциацийĕн президенчĕ Г.С.Горланов (вăл çак ялта çуралса ÿснĕ) Калайкасси историйĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Калас пулать, Геннадий Семеновичсăр пуçне авалхи ял уявне ирттерес тĕлĕшпе вырăнти вăтам шкул директорĕ Л.И.Мочалов, П.В.Матвеев усламçă, Чăваш наци конгресĕн тата республикăри тавра пĕлÿçĕсен канашĕн хастарĕ Е.Е.Ерагин пысăк ĕç тунă. Евгений Евстафьевич шкулти пĕр пысăк пÿлĕмре ял историйĕн музейне йĕркелеме мехел çитернĕ.

    Ял уявĕнче Чăваш патшалăх академи капелли тата вырăнти артистсем пысăк концерт кăтартрĕç.Каçхине спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç.

   

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика