Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çул çÿрев.

21 августа 2004 г.

 

    Нумаях пулмасть Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ А.Муратов Муркаш районĕнче пулчĕ.Ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕ- Федераци службисен районти ертÿçисемпе тĕл пуласси, вĕсен ĕç-хĕлĕпе, вырăнти социаллă пурнăçпа,экономика аталанăвĕпе паллашасси. Тĕп инспектор Муркаш район администраци пуçлăхĕпе Ю.Ивановпа пĕрле  «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕнче пулчĕ. Кунти специалистсене ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ:

    -Çĕр улми сортне пăхмасăрах туянакансем чи малтан Муркаш тата Патăръел уйĕсенче ÿстернине ыйтаççĕ. Хамăр республикăра çеç мар, ытти регионта та çак ÿкерчĕке курма пулать. «Иккĕмĕш çăкăр» кăçал та пысăк тухăçлă пуласса шанатпăр, ăна вăхăтра пухса кĕртме çанталăкĕ пулăштăр çеç.

    Çĕртме уйăхĕнче Йÿçкассинче аслă ăру çыннисемпе инвалидсем валли 50 вырăнлă интернат уçăлнăччĕ. Халĕ унта республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ 19 çын пурăнать. Хаклă хăна çак учрежденири ветерансемпе те курнăçса калаçрĕ.

    Муркашри общество йышăну пÿлĕмне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 106 çын тĕрлĕ ыйтупа килнĕ.Пурлăха еткерлĕхе парасси, çăмăллăхсене укçапа улăштарни,çĕр илесси кăсăклантарать вĕсене.Александр Дмитриевич районти ертÿçĕсемпе тĕл пулнă май хуçалăхсем патшалăх умĕнчи парăмсене епле чакарассипе, преступленисене мĕнле уçса палăртнипе интересленчĕ.

    -  Преступлени тăвасран асăрхаттарасси кирек хăçан та малти вырăнта пулмалла. Çакна тума ансатрах кăна мар,йÿнĕрех те. Çавăнпа право йĕркине сыхлакан органсен профилактика ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, ку енĕпе общество çине тайăнмалла,- терĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май тĕп инспектор.  

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика