Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕпе паллашрĕ

21 августа 2004 г.

 

Августăн 18-мĕшĕнче пирĕн района Атăл тăрăхĕнчи Федераллă округăн Чăваш Республикипе ĕçлекен федераллă тĕп инспектор А.Д. Муратов ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ. Унпа пĕрле çавăн пекех федераллă службăсен республикăри уйрăмĕсен хăш-пĕр ертÿçисем те килчĕç. Александр Дмитриевич пирĕн района килнин тĕп тĕллевĕ - федераллă службăсен районти ертÿçисемпе тĕл пуласси, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата районти социаллă пурнăçпа, экономика аталанăвĕпе паллашасси.

А.Д. Муратова Шетмĕпуç ял администрацийĕпе Элĕк районĕн чиккинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Э.К. Венедиктов  т. ыт. те кĕтсе илчĕç.

Атăл тăрăхĕнчи федераллă округăн Чăваш Республикипе ĕçлекен федераллă тĕп инспекторĕ А.Д. Муратов ку тивĕçсене тăваттăмĕш çул пурнăçлать, урăхла каласан республикăри лару-тăру уншăн ют мар. Çакă вăл Йÿçкассинчи "Ударник" сăнавпа производство хуçалăхĕнче пулнă чух та лайăх палăрчĕ. А.Д. Муратов çĕр улми сорчĕсемпе, кунти социаллă аталанупа кăсăкланчĕ. "Ударник" хуçалăхăн татса памалли ыйтăвĕсем те хумхантарчĕç ăна. Вăл кунти специалистсемпе тĕл пулнă чух çавна палăртрĕ. Çынсем мĕнле сортне пăхмасăрах çĕр улмие Муркаш тата Патăрьел районĕсенче кăна туянасшăн. Районта вара ку тĕлĕшпе  "Ударник" хуçалăх специализациаленнĕ. Республикăра тата ытти регионсенче те çакăн пек авторитет пулни - пĕтĕмпех хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшăвĕ. Вăл хуçалăхра ĕçлекенсене тав турĕ.

Ун хыççăн пурте "Йÿçкассинчи ваттисен инвалидсен интернат çурчĕ" республикăри патшалăх учрежденине çитсе курчĕç. Ăна кăçалхи июнĕн 5-мĕшĕнче уçнă, В.Н. Шивирева ертсе пырать.  50 çын вырнаçмалăх интернат çурта  уçнă чух 9 çын пулнă пулсан, халĕ 19 çынна çитнĕ. Республикăри тĕрлĕ район çыннисем пурнăçаççĕ кунта: Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш т.ыт. чылай районсенчен.

Кашнинех тĕрлĕ сăлтавсем илсе килсе çитернĕ çак интерната. Пĕрисен килте никам та çук, вĕсем тăр пĕччен, теприсем пушара пула нимĕнсĕр тăрса юлнă. Виççĕмĕшĕсен ачисем çавă тери аякра пурăнаççĕ.

А. Д. Муратов интернат çуртри пурнăмалли условисемпе паллашнă май нумай ыйтусемпе кăсăкланчĕ: кÿрентермеççĕ-и, мĕнле пăхаççĕ, пушă вăхăта мĕнле иртереççĕ.

Кунта актăвăй залра 2 телевизор пур. Апла пулин те пурнăмалли условисене лайăхлатса пыма кирлине, пĕр вырăнита тăма юраманнине палăртрĕ федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Александр Дмитриевич. Мĕншĕн тесен ватăсемшĕн çак çурт - тăван кил, çавăнпа та кашни пÿлĕмре телевизор, радио пултăр тесе тăрăшмалла. Интернат  çуртĕнче курса çÿренĕ май вăл кирлĕ сĕнÿсем татах нумай пачĕ.

Муркашра малтанах А.Д. Муратов РФ Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи федераллă округĕни Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче пулса унăн ĕçĕпе паллашрĕ. Ку пÿлĕм ĕçне Н.Б. Илугина йĕркелесе пырать. Вăл йышăну ĕçĕ пирки каласа пачĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта  кунта тĕрлĕ ыйтусемпе 106 çын килнĕ. Вĕсене ытларах пурлăха еткерлĕхе парасси, çĕр т.ыт. нумай ыйтусемпе кăсăкланаççĕ. Александр Дмитриевич çынсен ыйтăвĕсемпе интересленнĕ май вĕсем хăйсем кирлĕ сĕнÿсем панине те пĕлесшĕн пулчĕ. Тĕпрен илсен, хăна йышăну пÿлĕмĕн ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ, вăл ырă ĕç тунине палăртрĕ.

Юлашкинчен вăл федераллă службăсен республикăри тата районти ертÿçисемпе тĕл пулчĕ, канашлу ирттерчĕ. Ăна кĕске сăмах каласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ, пĕрле пухăннă чух нумай ыйтусене татса пама май пуррине палăртрĕ.

Канашлура А.Д. Муратов федераллă хăш-пĕр службăсен  районти уйрăмĕсен отчетне итлерĕ, çăмăллăхсене укçапа улăштарни çинче те чарăнчĕ. Федераллă службăсен районти уйрăмĕсем район территорийĕнче вырнаçнă, çавăнпа та вĕсен çак территоришĕн  ĕçлемелле, унăн нуши-ыйтăвĕсене татса пама пулăшмалла, район администрацийĕ умĕнче тăракан задачăсене пурнăçлассишĕн тăрăшмалла. Çакна яланах асра тытса ĕçлемелле.

Çăмăллăхсене укçапа улăштарнă чухне те кашни регион условийĕсене шута илмелле.  Кашни çын шухăшне те шута илмесĕр тăма май çук.  Вĕсене хăйсене суйласа илме ирĕк параççĕ: кам çăмăллăхсемпе усă курасшăн е укçан компенсаци илсешĕн.

Вăл преступленисем тăвасси ÿсни  çинче те чарăнчĕ. Вĕсене уçса палăртасси лайăхланса пырать пулин те, преступленисен хисепĕ ÿсни канăçсăрлантарать. Профилактика  ĕçĕ çине тимлĕх сахал уйăрни, преступлени тăвасран асăрхаттарасси кирек хăçан та малти вырăнта пулмалла. Çакна тума ансатрах кăна мар, йÿнĕрех те. Çавăнпа та право йĕркине  сыхлакан органсен профилактика   ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, ку енĕпе общественноç çине таянмалла.

Ун хыççăн районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Э.К. Венедиктов хăйсен 7 уйăхри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, конкретлă мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинче чарăнчĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа  таналаштарсан кăçал преступленисене уçса палăртасси лайăхланнă, общесвăлла вырăнсенче преступлени тăвасси чакнă (27,8 процент). Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те çук мар-ха. Халĕ вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе  мерăсем йышăнаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕ вăрланисене уçса палăртас енĕпе нумай ĕçлет. Район прокуратурине тĕрлĕ саккуна пăсса алкоголь продукцине сутакансене тупса палăртассипе тата ăна чарса лартассипе те тимлеççĕ.

Чылай преступленисене çынсем эрех ĕçнĕ хыççăн тăваççĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе те профилактика ĕçне вăйлатмалла, общественноç, ирĕклĕ халăх дружинисем çине таянса ĕçлемелле. Ирĕклĕ халăх дружинисем пур çĕрте те хăйсен обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан пунктсем е штабсем пулмалла. Вĕсен ĕçне лайăхлатас  тĕлĕшпе  ытларах общественноçăн активлăх кăтартмалла, вăл чăннипех халăх дружини пултăр. Профилактика ĕçне лайăхлатса,тивĕçлине йĕркелесен ĕçлеме те çăмăлтарах пулĕ. Милицин участокри инспекторĕсен  те хăйсен вырăнĕнче пулмалла.

Вăл районта ĕç укçи тÿлессипе лару-тăру епле шайра пулнине, парăмсене чакарасси пирки епле ĕçленипе кăсăкланчĕ, район прокурорĕ С.А. Фирсов пĕлтернине итлерĕ. Парăм ытларах ял хуçалăх предприятийĕсен, вĕсен ертÿçисен тĕлĕшпе  3 уголовнăй ĕç пуçарнă. Хальхи вăхăтра ĕç укçин паăрмĕ чакса пырать.

Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ, хальхи вăхăтра çивĕч тăракан задачăсем çинче чарăнчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика