Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсенчен вĕренмелле, вĕсем пек ĕçлемелле.

18 августа 2004 г.

 

     Иртнĕ эрне кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А.Гапликов Муркашри чăх-чĕп фабрикинче пулчĕ, кунта «Чăваш Республикинче (2003-2005 çулсенче) чăх-чĕп ĕрчетессине аталантарасси» темăпа ирттернĕ семинар-канашлăва хутшăнчĕ.

     Малтанах премьер фабрика ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ,унăн производство хăвачĕсене çитсе курчĕ. Хуçалăх мĕнле шайра пуласси чи малтан унăн хуçинчен килет. Фабрика ертÿçи Николай Григорьевич Ванеркин тирпейлĕхе, тасалăха юратать. Çакă предприяти территорине пырса кĕрсенех сисĕнет. Çулсем хĕррипе, производство цехĕсен çывăхĕнче йĕри-тавра ем-ешĕл, пин-пин тĕрлĕ чечек йăранĕсем, пан улмисене аран-аран йăтса ларакан улмуççисем. Ниçта нимĕнле çÿп-çап та, вырăнсăр япала та кураймăн.

    -Пирĕн территорире ĕç тумтирĕпе çÿрекен те çук,-каласа парать Николай Григорьевич.- Килтен килнĕ тумтире ĕç вырăнĕнче улăштараççĕ, столовăйне е урăх çĕре тухнă чухне каллех ĕç тумтирне хывса хăвараççĕ. Çак улшăну пĕтĕмпех юлашки вăхăтра пулса иртрĕ. Çынсем пĕрре çак йĕркене хăнăхрĕç те, ĕçе уява килнĕ чухнехи пек таса çи-пуçпа çÿреме тытăнчĕç. Кашнин кăмăл-туйăмĕ çĕкленÿллĕ.

    Производство цехĕсене çитсе куратпăр.Тÿрех калас пулать, вĕсене предприяти çĕнетсе-лайăхлатса пырать. Акă слесарьсем хальхи вăхăтра 40 пин пуç чăх вырнаçмалăх цехра çĕнĕ оборудовани вырнаçтараççĕ. Пятигорск хулинчен илсе килнĕ ăна. Виçĕ сийлĕ пулать, пур ĕçе те- чăхсене апат-шыв валеçсе парассине, уçă сывлăшпа тивĕçтерессине, çăмарта пухассине, тислĕк кăларассине автоматизацилеççĕ. Пĕтĕм тăкак –ултă миллион тенкĕ. Кĕске хушăрах вăл тупăшпа саплашăнать. Çапла вара фабрика аякран килсе пулăшасса кĕтсе лармасть, пĕтĕм ĕçе хăй вăйĕпе пурнăçлать.

    Тепĕр çĕнĕлĕх те килĕшрĕ премьера- предприятире энерги-ăшă перекетлемелли программăна пурнăçа кĕртсе пыраççĕ, производство цехĕсене генераторсемпе, кашнине хăйне уйрăм, ăшăтаççĕ, автотранспорта газ двигателĕ çине куçарнă. Çапла майпа газ, дизель топливи, бензин нумай перекетлеççĕ.

    Премьер предприятире чăхсем валли апат хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе те интересленчĕ. Кунта кашни çулах курăкран витамин çăнăхĕ чылай авăртаççĕ, ăна рациона хушаççĕ. Пĕр енчен –апат перекетленет, тепĕр енчен- продукци пахалăхĕ ÿсет.

    Премьер çавăн пекех предприятин çăмарта порошокĕ хатĕрлекен, продукцие маркăлакан тата ытти цех ĕç-хĕлĕпе те паллашрĕ, вĕсенче тăрăшакансен ĕç-пурнăç условийĕсемпе, ĕç укçи шайĕпе интересленчĕ. «Уйăхсерен виçĕ пин ытла илетпĕр»,- кăмăллăн пĕлтерчĕç фабрика ĕçченĕсем.

    Пĕрлехи ларура ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.И.Васильев республикăри чăх-чĕп фабрикисен кăçалхи çичĕ уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.Паян çак отрасль 11 фабрикăна тата 4 инкубатор станцине пĕрлештерсе тăрать. Кăçал вĕсем, унчченхипе танлаштарсан, чылай ăнăçлăрах ĕçлеççĕ: кăрлач-утă уйăхĕсенче чăхсенчен çăмарта илессине 40,2 процент ÿстернĕ- пурĕ 161,7 миллион штук çăмарта илнĕ. Муркашри тата Канашри чăх-чĕп фабрикисем пуринчен те лайăхрах ĕçленĕ-22398 тата 15398 пин çăмарта илнĕ. Ку вăл республикăри чăх-чĕп отраслĕ пĕтĕмпе туса илнĕ продукцин  21,7 тата 14,9 проценчĕ чухлĕ пулать.

    Курăнать ĕнтĕ, Муркашсем ыттисене пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, «Вĕсенчен вĕренмелле, вĕсем пек ĕçлемелле»,-палăртрĕ премьер. Вăл рынокра Чăваш Енре туса илнĕ кайăк-кĕшĕк продукцине анлă вырăн пама кирли çинчен каларĕ. Вара патшалăх отрасле тата ытларах та пулăшма тăрăшĕ. Шел, хальлĕхе пасарсенче ют регионсенчен илсе килнĕ продукцие те нумай сутаççĕ.Ку вăл хамăрăн фабрикăсем конкуренцире вăйсăртарах пулнине çирĕплетет. Мĕншĕн тесен республикăри чăх-чĕп фабрикисенчен хăшĕсем аран сывлаççĕ е вуçех хупăнса ларасси патне çитсе тăнă.

    Ку вăл производство калăпăшне ÿстерес ĕçре предприяти пуçлăхĕ кам пулнинчен, вăл чăн-чăн хуçа аллине лекнинчен нумай килет. Муркашри чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Н.Г.Ванеркин ав коллективри ĕç юхăмне питĕ аван йĕркелесе пырать, пĕтĕм ĕçе, сăмахран, столовăй валли меню хатĕрлесси таранах, хăй хутшăнма тăрăшать. «Шупашкарти чăх-чĕп фабрики» ООО çавăн пекех çирĕп хуçа аллине лекнĕ. Унччен хупăнма патне çитнĕскер, кăçал çăмарта туса илессине 41,9 процент ÿстернĕ.

    Анчах Лапсарти ăратлă чăх фабрики пирки çавна калаймăн. Кунта унччен çĕр-çĕр пин чăх тытнă, кăçал вара юлашки чăх çĕçĕ айне лекнĕ, çак кунсенче 230 çын ĕçсĕр тăрса юлнă. Предприятие тулаш управлени тытăмне панă. Малашне мĕнлерех пулĕ унăн шăпи? Ыйту пин-пин, хуравĕ çук-ха. Çавăн пекех Туканашри, Çĕмĕрлери тата ытти хăш-пĕр фабрикăри лару-тăру хытах шухăшлаттарать.

    Кăçалхи çичĕ уйăхра республикăри чăх-чĕп организацийĕсем 5206,3 тонна чăх какайĕ туса илнĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтри шайран 23процент нумайрах. Продукцин ытларах пайĕ «Чăваш бройлерĕн» тÿпи шутланать-71,2 процент. Çав хушăрах «Шупашкар бройлерĕ» АУО икĕ урапах уксахлать.Кăçал кунта планпа 4000 тонна вырăнне 1754 тонна çеç чăх какайĕ туса илме палăртаççĕ.» Ун пек предприятие патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшни нимĕнле усă та памасть»,- терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев. Вăл чăх-чĕп отрасльне лайăхлатмалли майсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра фабрикăсемшĕн уйрăмах хĕрÿ тапхăр: кайăк-кĕшĕке тулăх тăрантарма тыр-пул продукчĕсем çителĕклĕ хатĕрлесе хума тăрăшмалла. Комбикорм хатĕрлессипе «Чăваштырăпродукт» предприяти кăçал фабрикăсене самаях пулăшу пама шантарать.

    Программăпа килĕшÿллĕн республикăри чăх-чĕп организацийĕсен 2010 çулчченхи тапхăрта производство калăпăшне чылай ÿстермелле- çулталăкра çăмарта 380 миллион штук, чăх какайĕ 25 пин тонна туса илмелле. Палăртнине пурнăçлас тесен мĕн пур фабрикăн пĕтĕм вăя парса тăрăшмалла- çапла тĕп шухăш пулчĕ семинар-канашлăва хутшăнакансен.

 

               

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика