Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекрен сыхланма пĕлмелле

18 августа 2004 г.

 

Сывлăх тени паян никамшăн та ытлашши мар. Мĕншĕн тесен, хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ регионсенче чуна çÿçентерекен пулăмсем тăтăшах пулаççĕ, çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.

Инкек куçа курăнса килмест. Çавăнпа та пирĕнтен кашниннех çакна асра тытса сыхланулăха вăйлатмалла. Районта та ку тĕлĕшпе  юлашки вăхăтра сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ.

Иртнĕ тунти кун, августăн 16-мĕшĕнче, район админитсрацийĕнче районти терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулнă. Ăна район админстрацийĕн пуçлăхĕ, çак комисси председателĕ Ю.А. Иванов ертсе пынă. Унта икĕ ыйту пăхса тухнă.

Терроризма хирĕç кĕрешме пурин те федераллă законодатеьствăна çирĕп пăхăнса пымалла, çакă паянхи кун кашнин пурнăçĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Комисси ларăвĕнчи пĕрремĕш ыйту шăпах çакăн пирки пулнă та ĕнтĕ.  Ку ыйтупа районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Э.К. Венедиктов пĕлтернĕ. Вăл терроризма хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе районта 2004 çулта мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллаштарнă. Район территорийĕнче тимлĕн сыхласа тăракан объектсем те пур. Халăх уйрăмах йышлă çÿрекен предприяти -учреждени алăкĕсем çине листовка- асăрхаттарусем çыпăçтарса тухнă.

Район админитсрацийĕн пуçлăхĕ, çак комиссин ертÿçи Ю.А. Иванов та ку тĕлĕшпе кирлĕ сĕнÿсем чылай панă. Нумай хваттерлĕ, темиçе хутлă çуртсенче пурăнакансен хальхи вăхăтра хăйсен те тимлĕхе çухатмалла мар. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ наци çыннисем хваттерсем тăрăх çÿресе промышленноç таварĕсем сутма хăтланаççĕ. Вĕсемпе те çыхланма кирлĕ мар. Чартаксене, путвалсене питĕрмелле. Çăра уççисем çуртсен комендачĕсен аллинче пулмалла.

Ларура çавăн пекех экономика объекчĕсене пĕр тикĕс ĕçлесе тăма, халăха тĕрлĕ инкексенчен сыхлама иккĕмĕш çур çул валли мероприятисен планне çирĕплетсе хăварнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика