Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производствăра инкексем ан пулччăр

18 августа 2004 г.

 

Районта хальхи вăхăтра  тĕрлĕ формăллă предприятисемпе  организацисем пур.  Кирек епле отрасльте те пур çĕрте те ĕç сыхлавĕ малти вырăнта пулмалла. 

Ĕçлекенсен ĕç сыхлавĕ енĕпе  саккунлă  прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме предприятисенче коллектив пухăвĕнче ятарлă уполномоченнăйсем суйласа хăвараççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕпе, ĕç сыхлавĕ çинчен йышăннă ытти законодательствăпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ, хăйсен ĕçĕнче производство участокĕсен ертÿçисемпе, профсоюз комитечĕн председателĕпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Уполномоченнăйсен тĕп задачисем шутне предприятире (производство участокĕнче ĕç сыхлавĕн нормисемпе тата правилисемпе килĕшÿллĕн йĕркеллĕ тата хăрушсăрлăхлă ĕç условийĕсене туса хума пулăшасси, ĕç сыхлавĕ мĕнле шайра пулнине  тĕрĕслесе тăрасси, ĕç паракан ку тĕлĕшпе коллективлă  договор условийĕсене мĕнле пурнăçланипе  кăсăкланасси, ĕçлекенсене ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе консультаци парасси, вĕсене ĕç сыхлавĕ енĕпе  хăйсен прависене хÿтĕлеме пулăшасси т. ыт. те кĕреççĕ.

Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, августăн 13-мĕшĕнче Муркашра предприятисемпе организацисен хăрушсăрлăх техникин инженерĕсен - ĕç сыхлавĕн специалисчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан,  ĕç сыхлавĕ енĕпе яваплă пулса тăракансен тата профком председателĕсен пĕрлехи семинарĕ пулса иртрĕ.

Унта кăçал мĕнле сăлтавсене пула тĕрлĕ инкексем пулнине тĕплĕн тишкерчĕç, производство задачисене пурнăçланă чух ĕçлекенсен сывлăхĕпе пурнăçне упрама малашне мĕнле ĕçлемелли пирки конкретлă задачăсем палăртрĕç.

Çулталăк пуçланнăранпа районта пĕтĕмпе 9 инкек пулнă. Çав шутра "Юнга" Агрофирмăра - 2 çын, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра - 1, "Колос" ЗАОра - 1 çын инкек тÿснĕ т. ыт. те. Тĕрлĕ техникăпа, механизмсемпе тĕрĕс мар, хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнмасăр усă курни производствăра инкек тÿсесси патне илсе пыраççĕ. Руль умне эрех ĕçсе ларни, ĕç дисциплинине пăхăнманни, ĕç сыхлавĕ тивĕçлĕ шайра  пулманни те инкек патне илсе çитереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лашасемпе ĕçленĕ чух тĕрлĕ инкексем пулаççĕ ("Герой", "Восток" т. ыт. хуçалăхсенче).

Производствăра пулса иртнĕ инкексен кашни тĕслĕхне ятарлă комиссисем тĕплĕн тишкернĕ. Тĕрлĕ инкексемшĕн предприятисен, призводство участокĕсен ертÿçисемпе специалистсем, ĕç хăрушсăрлăхĕне йĕркелессипе ĕçлекенсем  яваплă пулса тăраççĕ. Инкек тĕслĕхĕсене тишкернĕ хыççăн комиссисем кашни тĕслĕхĕпе ĕç сыхлавĕ енĕпе тивĕçлĕ сĕнÿсем парса хăварнă.

Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра, "Колос" ЗАОра та ĕçлекенсем инкек тÿснĕ. Комиссисем унти тĕслĕхсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн çакна палăртнă: инкек тÿснĕ фактсем производство задачисене пурнăçлассипе çыхăнман. Анчах та, кунта çакна  палăртмалла, енчен те предприятисен, участоксен ертÿçисем, ĕçе йĕркелекенсем ĕç режимне пăхăнассине тивĕçтернĕ, вĕсене хăйсен ĕç вырăнĕнче хăрушсăрлăх правилисен требованийĕсене пурнăçлама хăнăхтарнă пулсан, çак инкексем пулмастчĕç те.

Муркаш-Турай автоçул çинче пулса иртнĕ инкекре 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 4 çын аманнă. Çавăнпа та кашни предприятирех çакна асра тытса ĕç дисциплинине куллен çирĕплетмелле, ĕçлекен кашни çын хăрушсăрлăх техникин правилисемпе нормисене пăхăнтăр тесе тăрăшмалла. Ĕç условийĕсем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тăрас ĕçе профсоюз организацийĕсен те тивĕçлĕ тÿпе хывмалла.

Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн  ĕç тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп  специалисчĕ инкексен сăлтавĕсем çинче тĕплĕ чарăнчĕ.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче руль умĕнче ларакансене ирхине медицина тĕрĕслевĕ тумасăр çула кăларса ямаççĕ пулсан, нумай çĕрте çакă çирĕп йăлана кĕмен-ха. Анчах, темле пулсан та,  пур хуçалăхсенче, предприятисенче çакна пурнăçа кĕртмелле. Водительсене рейса каяс умĕн те, рейсран килсен те медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Çакна валли предприятисен ертÿçисемпе ятарлă килĕшÿ тумалла. Ун чухне инкексем те, çухатусем те палăрмаллах сахалланаççĕ.

Нумай çĕрте ĕç сыхлавĕн служби йĕркеллĕ ĕçлеменнине те палăртмалла: ку енĕпе ĕçлемелли мероприятисен планĕсем, тĕрĕслев планĕсем çук, производство участокĕсенче ĕç вырăнĕсенче ĕç сыхлавĕ мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тăмаççĕ.

Ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем ĕç условийĕсем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тупнă çитменлĕхсене пĕтерме кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕр предписани те çырман, хăсен прависемпе туллин усă курмаççĕ.

Хăш-пĕр предприятисенче ятарлă программăпа ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе вĕрентÿ ирттерменни ("Нива" хуçалăхра тата ытти предприятисенче), инкек тÿссен врач киличчен малтанхи пулăшу пама вĕрентменни те куçкĕретех. Ку тĕлĕшпе ĕç свыхлавĕн инженерĕсемпе уйрăмсен ертÿçисем тата тĕп специалистсем яваплă пулса тăраççĕ. Анчах та вĕсен хăйсен те ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене, хăйсен ку тĕлĕшпе мĕнле тивĕçсене пурнăçлассине лайăх пĕлмелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кăçалхи июлĕн 30-мĕшĕнче 525№ йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн, районти предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче ĕç сыхлавĕн законодательствин требованийĕсене,  профилактикăлла мерăсене пурнăçлас, ĕç хăрушсăрлăхĕн  правилисене пурнăçланине тĕрĕслесе тăрас, ĕç условийĕсемпе  ĕç сыхлавне лайăхлатас тĕллевпе августăн 16-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 15-мĕшĕччен уйăхлăх ирттереççĕ. Çак уйăхлăха ирттерме пур çĕрте те комиссисем йĕркелеççĕ, унта ĕç сыхлавĕшĕн яваплисене, ĕç сыхлавĕн комиссийĕн членĕсене, ĕç сыхлавĕн уполномоченнăйсене тата профсоюз органĕсен представителĕсене кĕртеççĕ.

Çак уйăхлăх вăхăтĕнче чылай ĕçсем туса ирттермелле: ĕç сыхлавĕн требованийĕсене мĕнле пурнăçланине, ку енĕпе ĕçе мĕнле йĕркеленине, вĕрентÿ, инструктажсем ирттернине, ятарлă тумтирсемпе епле тивĕçтернине, ĕç вырăнĕсене аттестациленине, йăла пÿлĕмĕсем мĕнле шайра пулнине, коллективлă договорти ĕç сыхлавĕ енĕпе йышăннă условисене мĕнле пурнăçланине т. ыт. те тĕрĕслемелле. Ĕç коллективĕсенче пухусем, канашлусем ирттерсе ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явмалла.  Урăхла каласан, уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ - çынсене ĕç хăрушсăрлăхĕн условийĕсене вĕрентесси.  Комиссин ĕç сыхлавĕ енĕпе тупнă çитменлĕхсене пĕтерме  яваплисене тата сроксее палăртмалла. 

Çакна та каласа хăвармалла.  "Ударник", Е. Андреев яч. хис.  тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче профсоюз организацийĕсем ĕç сыхлавĕн уполномоченнăйĕсемпе тачă çыхăнса, йĕркеллĕ ĕçлесе пыраççĕ.  Уполномоченнăйсем пулма халăх хисеплекен, хăйсен тивĕçгне лайăх пĕлекен, çирĕп кăмăллă çынсене суйласа хăварнă. Вĕсем ĕç условийĕсене лайăхлатма  ертÿçĕсенчен, ĕç сыхлавĕн нормисене пăхăнма ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтаççĕ. Пур çĕрте те çапла кирлĕ. Ун чухне производствăра инкек тÿсесси палăрмаллах чакĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика