Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу кунĕсемпе туллин усă курса

18 августа 2004 г.

 

Малашлăха пăхакан ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе зооветспециалисчĕсем тата фермăсен ĕçченĕсем çу кунĕсемпе перекетлĕ те тухăçлă усă курса, выльăх-чĕрлĕхрен паха та йÿнĕ продукци ытларах хатĕрлеме тăрăшаççĕ.  Çакна нумаях пулмасть кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсемпе  иртнĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансен районти семинар-канашлăвĕнче "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕслĕхĕ çинче те çирĕплетсе пачĕç.

Елизавета Григорьевапа Эльвира Алексеевна çура илекенсем, самăртакан ушкăнра вăй хуракан Анатолий Пискарев хуçалăхăн сысна ферминче, Антонина Леонтьева нумай çулсем хушши сĕт-çу ферминче, Елизавета Ильинична Паргеева хуçалăхăн тĕп зоотехникĕнче хуçалăх экономики малаллах аталантăр тесе тăрăшаççĕ.

Геннадий Федоровпа Алексей Борисов кĕтÿçĕсен те çу кунĕсенче канăç çук. Хăйсене шанса панă, ĕне пулмалли 130 пуç пушмак пăрăва вĕсем яра кунах симĕс курăк çинче çÿретеççĕ, сывă та ăратлă ĕнесем хатĕрлесси хăйсенчен сахал мар килнине лайăх ăнланаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика