18 августа 2004 г.
Муркаш ял администрацийĕ Физкультурниксен кунне халалласа предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче спартакиада ирттерет. Унăн тĕллевĕ - ĕç çыннисене физкультурăпа спорт мероприятийĕсене анлăрах явăçтарасси, ялти физкультурниксен ăсталăхне ÿстересси.
Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче 11 çын пулмалла: 7 арçын, 3 хĕрарăм тата 1 судья-представитель. Спартакиадăна хутшăнакансем çăмăл атлетикăпа, мини-футболпа, армспортпа, кире пуканĕ çĕклессипе, канат туртассипе ăмăртĕç. Кашни участник 3 тĕрлĕ ăмăртăва тата 100 метра чупассипе эстафетăна хутшăнма пултарать.
Заявкăсене Муркаш ял администрацине августăн 25-мĕшĕччен тăратмалла. Спартакиада августăн 26-мĕшĕнче Муркашри стадионта 10 сехетре пуçланать.
Муркаш ял администрацийĕ спартакиада ирттерме 500 тенкĕлĕх спонсорла пулăшу кĕтет. Пулăшма кăмăл пуррисене укçа-тенкĕне çак адреспа куçарма ыйтаççĕ.
Получатель: Финансовый отдел Министерства финансов Чувашской Республики в Моргаушском районе (Администрация Моргаушского района
ЛŸс 060001200619
РŸс 40603810800001000063 ВКБ "Объединенный банк Республики" (ООО) г. Чебоксары
ИНН 2112001366
КПП 211201001
БИК 049706749
КŸсч. 30101810600000000749
Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-18-32, 2-18-35.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"