Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулне хатĕрленес ыйтусемпе

14 августа 2004 г.

 

Хальхи вăхăтра шкулсенче пĕр канăç та çук. Пур çĕрте те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе юлашки ĕçсене пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Татса памалли ыйтусем те тупăнсах тăраççĕ. Шăпах çавсем пирки пухăнса калаçрĕç те иртнĕ юн кун шкул директорĕсем хăйсен канашлăвĕнче. Тĕрлĕ оборудованипе, компьютерсемпе тивĕçтересси те паян кайри вырăнта.

Паянхи пурнăç вĕрентÿ учрежденийĕсем умне пысăк та яваплă задачăсем лартать: профиллĕ вĕрентÿ, ют çĕршыв чĕлхисене ир вĕрентме тытăнасси, тĕрлĕ ВУЗсемпе çыхăнса ĕçлесси т. ыт. те.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне сывă пурнăç йĕркине халаллама йышăннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче пур шкулсенче те "Эпир сывă пурнăç йĕркине суйлатпăр" темăпа уроксем иртмелле.

Канашлура тĕрĕслекен органсен ертÿçисем те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова та шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес тĕлĕшпе  ырă тĕслĕх кăтартнине палăртнă, ачасен çемьери пурнăçĕ çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине каланă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика