Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял администрацийĕсем ăмăртрĕç

07 августа 2004 г.

 

Нумаях пулмасть Калайкассинче район администрацийĕсем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Калас пулать, çак ырă йăла пирĕн районта çирĕпленчĕ ĕнтĕ. Асăннă ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ, уяв ялавне çĕклеме вара иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕ пулнă Шурча ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Г. Данилов тивĕç пулчĕ.

Кăçал ăмăртăва пурĕ 8 çемье команди хутшăнчĕ. Малтанхи икĕ вырăна вара çак икĕ çемье пайларĕ: Леденцовсем (Ильинка ял администрацийĕ) тата Васильевсем (Хорнуй ял администрацийĕ). Уйкас Янасал ял администрацийĕнчи  Рылинсем вара 3 вырăн йышăнчĕç. Ăмăртăва хутшăннисенчен чи çамрăккине миçе çул тетĕр: 4 çул (Чуманкасси ял администрацийĕ).

Ăмăртун иккĕмĕш тапхăрĕнче вара хутăш эстафета пулчĕ. Вăл 4 тапхăрпа иртрĕ. 2шер хĕрарăмпа 2шер арçын хутшăнчĕ.

Тăваттăмĕш тапхăрта арçынсем çеç 600 метра велосипедпа чупрĕç. Çĕнтерÿçĕ вара Ярапайкасси ял администрацийĕ пулчĕ. Ильинкăсем иккĕмĕшсем, Мăн Сĕнтĕрсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Юрий Александрович çĕнтерÿçĕсене парнесем парса саламларĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика