Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш ял администрацийĕн - çĕнĕ пуçлăх

11 августа 2004 г.

 

Иртнĕ эрне кунран пуçласа Муркаш ял администрацийĕнче çĕнĕ пуçлăх ĕçлеме тытăнчĕ. Малтан ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă И.В. Павлова урăх ĕçе куçнă май, унăн вырăнне Муркаш ял адмнистрацийĕн пуçлăхĕ пулма Н.И. Никитина çирĕплетнĕ.

Николай Иванович Никитин 1953 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Çĕмĕрткасси ялĕнче çуралнă, мăшăрĕпе икĕ ачач ÿстернĕ. Вăл 1980 çулта чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Шупашкарта Чапаев яч.хис. заводра фрезеровщикра, "Ударник" хуçалăхра механикра, Муркашри юсавпа техника предприятийĕнче автобаза начальникĕнче, Шупашкарти нефтебазăра операторта ĕçленĕ. 1995 çултан пуçласа паянхи кунччен предприниматель пулса вăй хунă. Вăл 3-мĕш Шаптак Муркаш округĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, вырăнти самоуправлени тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен яланхи комисси членĕ.

Н.И. Никитин Шаптак Муркаш ялĕнче пурăнать. Халĕ предприниматель ĕçĕпе аппаланмасть, ку тивĕçсене унăн ывăлĕ пурнăçласа пырать.

Муркаш ял администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне эпир  çак яваплă ĕçе кÿленнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çак территоринче пурăнакансемшĕн ыррине нумай тума ăна ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика