Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăлăршăн тавах

07 августа 2004 г.

 

Куçкин ялĕ ватăлсах пырать. Кунта яшсем валли ĕçсем çук пирки вĕсем хулана ĕçе вырнаçаççĕ. Анчах кашни канмалли кун вĕсем яла таврăнса ашшĕ-амăшĕсен, çав хушăрах пире те, ватăсен, май пулсан, хуçалăхри ĕçпе пулăшаççĕ, кашни çул ирттерекен ял уявĕнче те хастар хутшăнаççĕ, укçа-тенкĕ те уйăраççĕ.

Паллах, япăххи те пур-ха. Вăл, вăрри, ĕçкĕçи, куштанĕ, яланах куç умĕнче. Ыррине вара кун чух та асăрхамастпăр.

Куçкинта та нумай ырă çынсем. Акă, илер ял хĕрринче пурăнакан Геннадий Васильевичпа Зинаида Ивановна Лапшинан çемйине. Вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çемье пуçлăхĕ Геннадий Васильевич нумай çул "Хлебороб" хуçалăхра тракторист пулса ĕçленĕ, çулсерен Хисеп грамотисем илнĕ. "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тракторисчĕ" хисеплĕ ят парса унăн ĕçне хакланă.,

Ялти çынсене мĕн-мĕн турттарса паман пулĕ тата. Хăй нихăçан та пăхса тăман: тиенĕ, пушатнă, укçа илмен, эрех-сăрапа нихăçан та иртĕхмен. Халĕ, тивĕçлĕ канура, ватă пулсан та пускилте, ялта ĕç пулсан чĕнессе пăхса тăмасть, пулăшу сĕнет. Мăшăрĕ Зина та, упăшки пекех колхозра вăй хунă, ыр кăмăллă ĕçчен, типтерлĕ. Паллах, хăйсен ачисене те ыр кăмăллă пулма вĕрентнĕ, ĕçпе пиçĕхтернĕ.

Аслă ывăлĕ Андрей Ильинкăри вăтам шкул пĕтерсен строительсен техникумĕнче вĕреннĕ, хĕсметре пулнă, халĕ университетра строительство факультетĕнче заочно майпа юлашки курссенче вĕренет, ĕçлет. Ялти яшсене ĕç тупса парать. Хăйне валли ялта илемлĕ çурт лартрĕ. Яла саваканскер, спорта юратаканскер, спорт вăййисем, тĕрлĕрен ăмăртусем ирттерме спонсор пулса пилĕкшер пин тенкĕ таран укçа парать.

Иккĕмĕш ывăлĕпе Василийпа хĕрĕ Ольга та аслинчен кая юлмаççĕ. Ялан ватăсене пулăшаççĕ, ялĕн пур культурăллă мероприятисенче активлă хутшăнаççĕ, сăпайлă, ĕçчен.

Татах илер Кошкинсен  ыр кăмăллă, ĕçчен çемйине. Çулсерен спонсорла ял уявне Евгения, Галина Кошкинасем, Галина Самойлова укçа-тенкĕ парса, сăра, апат-çимĕç илсе тухса ял халăхне, артистсене хăналаççĕ.

Пуçаруллă та ĕçчен, сăпайлă Виринея Вершкова тата мĕне тăрать. Куçкин ял уявне çулсерен хамăр тăрăхри депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Валерий Иванович Кожанов хуларан артистсем илсе килсе ватăсене савăнтарать. Тавах сире, ялти ырă та сăпайлă çынсем, хуларан час-час килсе пире, ватăсене, савакан каччăсемпе хĕрсем.

Сăмахăма вĕçленĕ май Геннадий Всильевич Лапшина  çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул сунатăп. Малашне те ыр кăмăлăр пĕрре те ан иксĕлтĕрччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика