Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каялла чакнипе çырлахмалла мар

07 августа 2004 г.

 

Августăн 4-мĕшĕнче районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тĕп агрономĕсем пĕрле пухăнса паянхи çивĕч ыйтусем пирки канашларĕç. Канашлу çăмăллăн иртмерĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕмĕшле лару-тăру районта пĕрре те кăмăла çырлахтараканскер мар.

Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе тата йĕркелесе пычĕ. Пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче вăл агрономсене критиклесе сахал мар каларĕ.

- Кирек хăш ертÿçĕн  те, специалистăн та хăй ĕçлекен вырăнта яваплăха çирĕп туймалла. Паянхи кунпа кăна мар, малашлăх пирки тĕплĕ шутласа ĕçлемелле, - палăртрĕ вăл. - Сирĕнтен чылайăшĕ вара çакна ăша хывмасть. Çавăнпах ĕнтĕ тăпра пулăхне лайăхлатасси, çĕр ĕç культурине пăхăнса тимлесси япăхса пырать. Кĕрхи культурăсемпе ĕçлеме манса кайрăмăр. Пĕтĕм районĕпе та 312 гектар кăна кĕрхи культурăсем пурри пирĕншĕн намăсах. Республикăра малтисен шутĕнче пулман Пăрачкав районĕнчи хăш-пĕр хуçалăхсем те кĕр тыррисене кашни гектартан 35-37 центнер таран çапса илеççĕ. Выльăх апачĕсене пахалăхлă тата ытлă-çитлĕ хатĕрлессинче те агрономсен яваплăхĕ паян пысăк пулмалла.

Канашлура чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.И. Васильев та пирĕн район ÿсен-тăран культурисем çитĕнтерес енĕпе юлашки вăхăтра малтисен шутĕнчен тухса пынине палăртса каларĕ, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, районти хуçалăхсем кĕр тыррисем акмашкăн пĕтĕмпе те 31 процент çĕр хатĕрлени - республикăри чи япăх кăтартусенчен пĕри. Выльăх апачĕ хатĕрлессин хăвăртлăхĕсене те ÿстермелле.

Асăннă тĕслĕхсене хăйĕн пĕлтерĕвĕнче район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп агрономĕ Александр Ильич Павлов та çирĕплетрĕ. Хальлĕхе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче туса илме палăртнă уттăн çуррине те хатĕрлеймен, сенаж-силос хывса хăварнă çĕрте те пахалăх ыйтăвĕсем уксахлаççĕ.

Районта вырма ĕçĕсем пуçланнă. Ильич яч. хис., "Восток", "Ударник", "Свобода", "Сундырский" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче вырма ĕçĕсене япăх мар тытăннă, хăвăртлăха ÿстерсех пыраççĕ. Çав вăхăтрах чылай хуçалăхра çĕнĕ тырра йышăнса вăрлăхлăх тата ытти тĕллевпе хатĕрлеме йĕтемсем хатĕр мар. Кĕрхи культурăсем акма уйăрнă пусу уйĕсем çум айне пулнă, хăш-пĕр хуçалăхсенче кĕрхи культурăсем акмашкăн кондициллĕ вăрлăх пачах çук.

Патшалăхăн районти вăрлăх инспекцийĕн ертÿçи Полина Порфирьевна Замятина пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлешÿллĕ хуçвалăхсенче паха сортлă вăрлăхсемпе ĕçлесси те тивĕçлĕ шайра мар. Кăçал, сăмахран, уй-хирсене çурхи туллăн 7 сортне, урпан 7 сортне, сĕлĕпе пăрçан 6 сортне акса хăварнă. Вăрлăхсен 13 проценчĕ элита шайне тивĕçтернĕ, 64 проценчĕ - 1-4 репродукциллисем. Кăçал кĕркунне акма хатĕрленĕ вăрлăх вун икĕ хуçалăхра пачах кондициллĕ мар, Уйран килекен çĕнĕ тырра йышăнма хăш-пĕр хуçалăхсенче пачах хатĕрленмен.

Район администрациĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев, ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен А.С. Семенов тата ытти специалистсем тухса каланисене те хуçалăхсен тĕп агрономĕсен хăйсен ĕçĕсенче яваплăхне ÿстерме кирлинех палăртса хăварчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика