Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тытăнман ĕç ĕнсе хыçтарать

31 июля 2004 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин июлĕн 29-мĕшĕнчи ларăвĕнче пăхса-сÿтсе явнă тĕп ыйту К. Иванов яч. хис., "Колос", "Сеятель" хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес тата вырмана хатĕрленсе ирттерес ĕçсем мĕнле пыни çинчен пычĕ.

Асăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп специалсчĕсене коллеги ларăвне чĕнни, вĕсен ăнлантарăвĕсене итлени, лару-тăрăва çăмăллатас тĕлĕшпе мĕн тума палăнртнине уçăмлатни ăнсăртран мар. Курăксене çулса пуçтарас, обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлă-çитлĕ янтăлас, вырмана хатĕрленес ĕçсем асăннă хуçалăхсенче аран-аран туртăнса пыраççĕ.

Акă, К. Иванов яч. хис. хуçалăхра ут çи хăвăртлăхĕ пĕчĕкки ытларах ял хуçалăх техникине ĕçе вăхăтра хатĕрлесе çитерменнипе çыхăннă. Çынсем хăйсен 60 сотка çинчи участокĕсенчи ĕçсене вĕçлеме кÿлĕннĕ май бригадăсенче ĕçе тухакан халăх йышĕ те икĕ алăри пÿрнесен шутĕнчен те иртмест. Хуçалăх ертÿçи Н.Г. Белов пĕлтернĕ тăрăх, коллеги ларăвĕ иртнĕ кун тĕлне 1 пин тоннăна яхăн силос, 160 тонна типĕтнĕ утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Малтан палăртнă калăпăша çитес тесен çанна тавăрса ĕçлемелли пайтах.

Вырма ĕçĕсене хатĕрленес енĕпе те çитменлĕхсем сахал мар. Тăватă тĕш тырă комбайнĕнчен виççĕшне кăна механизаторсемпе комплектланă. Кĕр аки валли кондициллĕ вăрлăх çукпа пĕрех. Йĕтемсене çĕнĕ тырра йышăнма хатĕрлесси хытах уксахлать. Ял хуçалăх техникипе ĕçлемешкĕн механизаторсен кадрĕсем çитменни те ĕçсене йĕркелесе пырассинче пысăк чăрмавах.

"Колос" хуçалăхра та хальхи тапхăрти хĕрÿ ĕçсене, çитес вырмана хатĕрленессине хăй еккипе янăраххи сисĕнет. Чăн та, лару-тăрăва лайăхлатмашкăн ăнланнине ырламалла кăна. Хуçалăх ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Петр Ильич Макаров пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе 186 тонна утă, 720 тонна кăна силос янтăлама ĕлкĕрни никама та çырлахтармасть. Ут çине хуçалăх техникисĕр пуçне уйрăм çынсен техникине явăçтармашкăн та килĕшÿсем тунă. Çапах та ĕç çинче механизаторсем, çынсем çитменни  уççăнах палăрать. 16 трактортан 6-шĕ юсавсăр пулни, вĕсемпе ĕçлемешкĕн механизаторсем çукки хуçалăх ертÿçисене шухăшлаттармаллах. Юсав мастерскойĕнче тĕп специалистсем çитменни те вырма тапхăрĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратасси халех паллă. Йĕтемсене, кĕлетсене çĕнĕ тырра йышăнма хатĕрлес енĕпе çине тăмалла.

Коллеги ларăвĕн йышăнăвĕнче "Сеятель" ял хуçалăх производство кооперативĕн правленийĕн ĕçне-хĕлне уйрăмах çителĕксĕр тесе палăртнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Хуçалăх ертÿçипе тĕп специалистсем çак хĕрÿ вăхăта хатĕрленсе ирттермешкĕн пĕр чĕлхе тупса тăрăшайманни, çапла вара ытти ĕçченсене те пĕр чăмăра пухса вăй хума пултарайманни коллеги ларăвĕнче те уççăнах курăнчĕ. Курăксене çулса тирпейлес ĕçсем кая юлса пуçăннишĕн çитменлĕхсене тĕп инженерпа тĕп агроном пĕр-пĕрин çине йăвантарма пăхни, хуçалăх ертÿçи лару-тăруран епле тухасси пирки конкретлă пĕлтерейменни çивĕчлĕх пысăккине ĕнентерет кăна. Çур аки ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх техникине тирпейлесе лартасси тата пăхса тăрасси, малашнехи ĕçсем валли хатĕрлесси кунта юхăнсах кайнă.

Коллеги ларăвĕнче çавăн пекех районти халăха онкологи чирĕсемпе чирлессинчен хÿтĕлес тĕлĕшпе 2004-2006 çулсем валли йышăннă тĕллевлĕ программа епле пурнăçланса пыни пирки районти тĕп больницăри А.П. Афанасьев онколог тата районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов пĕлтернисене итленĕ, тивĕçлĕ йышăну тунă. Профилактика тĕрĕслевĕсем ирттерес енĕпе Чуманкасси, Шетмĕпуç, Катькас, Шашкар, Оринин ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен уйрăмах çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика