Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл тутă пулĕ.

29 июля 2004 г.

 

      - Çанталăк йĕркеленнĕçемĕн ку ĕç пушшех те лайăхланчĕ. Паллах, утă хатĕрлемелли вăхăчĕ иртсе кайрĕ, çапах та мĕн пуррине пуçтарса кĕретпĕрех,- тет район администраци пуçлăхĕ Ю.Иванов.- Уйăх вĕçленнĕ тĕле нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине тĕплетпĕр. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе «Оринино», «Восток», «Герой», «Ударник», «Свобода», «Сундырский « хуçалăхсем уйрăмах тăрăшуллă.

       «Оринино» хуçалăхра эпир пынă кун тĕлне 400 тонна ытла утă, 2100 тонна силос хатĕрленĕ.

        -Ку цифрăсем татах та пысăкланмалла. Çанталăкăн кашни уяр саманчĕпе усă куратпăр. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте паян çирĕм ытла техника ĕçлет. Халĕ пĕтĕм хăватпа  вырмана хатĕрленетпĕр. Тухăç аван пулмалла,- тет хуçалăх ертÿçи Ю.Шишокин.

          Мĕн ир пуçласа каçчен татăлмасть ĕç шавĕ хиртен. Утă преслакан техникăсем  çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ, хыççăнах автомашинăсем çитсе чарăнаççĕ, хатĕр утта ферма çывăхне турттараççĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика