Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи çĕртмесĕр çум айне пулатпăр

24 июля 2004 г.

 

Кĕрхи çĕртмене вăхăтра тата агротехника хушнă пек пысăк пахалăхпа сухаласа хăварни килес çулхи тыр-пулăн никĕсĕ пулать. Ĕлĕкрех çĕртме сухине хуçалăхсен ертÿçисем питĕ хакланине эпĕ лайăх астăватăп. Эпир те, механизаторсем, çак ĕçе пахалăхлă пурнăçлассишĕн питĕ тăрăшаттăмăрччĕ. Çĕртме сухине вăхăтра  тата пысăк пахалăхпа туса хăварнăшăн хĕрĕх пилĕк процент хушса тÿленĕ. Правительство ку ĕçе вĕçлемелли вăхăта палăртатчĕ, тивĕçлĕ механизаторсене премисем паратчĕç

Ун чухне уй-хирсенче çум-курăкĕ паянхи пек ашкăрман. Сухана районти хуçалăхсем пурте пĕтĕмпех туса хăварнă. Халĕ вара пĕтĕм уй-хире пиçен тата сар курăкĕ хупласа лартрĕç. Катаран пăхсан мĕнле тырă акни те паллă мар. Çак ыйтупа интересленсе эпĕ Муркашран Шупашкар хулине ятарласа икĕ çулпа тухрăм. Манпа пĕрле юнашар ларса пыраканни Суворов ячĕ хис. хуçалăхра механизатор пулса ĕçленĕскер пулчĕ. Çум курăкĕ пирки сăмах-юмах хускатсан акă мĕн каласа пачĕ вăл мана.

- Пирĕн хуçалăх иртнĕ çулта кĕрхи çĕртме сухине питĕ сахал пурнăçларĕ. Сухаланин пахалăхĕ те питĕ начар. Çуркунне çĕре шăйăрттаркаласа тырă акса хăварчĕç. Халĕ вара пĕтĕм уй-хире тĕрлĕрен çум курăкĕ пусса илчĕ. Кĕрхи çĕртме сухине хаклама пăрахрĕç паянхи ертÿçисем, - терĕ вăл

Муркашран Шупашкара Ишек урлă кайнă чух К. Иванов яч. хис. тата Мичурин яч. хис. хуçалăхсенчи палланă çынсем калаçса пынине итлесе пытăм. Вĕсем пурте пенсие тухнă механизаторсем пулчĕç. "Пултараймасть тесе пирĕн хуçалăх ертÿçине кăçал ĕçрен хăтарчĕç, - каласа парать Мичурин яч. хис. хуçалăх механизаторĕĕ - Анчах уйсенче çав-çавах çум курăкĕ алхасать. Эпир ĕçленĕ вăхăтра ун пек йĕркесĕрлĕх пулман. Плугсем çинче предплужниксем яланах пулнă. Вăхăт çитсен лемехсемпе тĕп лемехсене туптаса-хăйраса тăнă. Хамăр ĕçленĕ уйсене пăхса савăнмашкăн та сăлтав пулман мар. Халĕ çапла ĕçлеме мĕн чăрмантарнине ăнланмастăп". К. Иванов яч. хис. хуçалăхра нумай çулсем механизаторта вăй хунă çын пăшăрханăвне те ăнланмалла. Ку хуçалăхра та иртнĕ çул кĕрхи çĕртме сухине палăртнă лаптăкăн  çурри çинче те туса ирттереймен иккен.

Акă, тата тепĕр тĕслĕх. "Свобода" хуçалăхра эпĕ трактор бригадине ертсе пыраттăмччĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕнче А. Кожевников ĕçлетчĕ. Пĕррехинче çур акине пĕтернĕ хыççăн, уйсем симĕсленме тытăнсан, иксĕмĕр акнă уйсене тĕрĕслесе çÿрерĕмĕр.,кĕрхи çĕртме туман уя дисклă сÿрепе шăйăрттарса акнă лаптăка та пăхса çаврăнтăмăр. Куратпăр, хăмăл пулнăран акнă тырă пĕрчисем тăпрана кирлĕ чухлĕ варăнайман. Çапла вара, çав çул вăл уйра тырă мар, çум курăкĕ кăна алхасрĕ. Кĕрхи çĕртмене сухаласах хăварма кирлине ун чухне тĕп агроном та ăша хывса ĕненчĕ.

Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри паллă механизатор каласа пани те асрах. Асăннă хуçалăхра та иртнĕ çул кĕрхи çĕртме сухине сахал лаптăк çинче кăна туса ирттернĕ-мĕн, халĕ вара уй-хирсенче çум курăкĕ хуçаланать.

Тĕрĕсех ĕнтĕ, çум курăкĕ çитĕнекен тыр-пулăна йĕркеллĕ аталанма чăрмантарать, унăн тухăçне чакарать. Ман шутпа, çум курăкне тĕппипех пĕтерме майсем пур. Калăпăр, пиçенĕн (вăл вăрă тăкса аталанать) çĕр çине тăкăннă вăррисене тарăна сухаласа хупласан, вĕсем шăтса тухаймаççĕ. Апла пулсан, кĕрхи çĕртме сухине предплужниклă плугсемпе кăна сухаламалла.  Шел пулин те, çакна тумашкăн механизаторсене хуçалăхсен ертÿçисем кирлĕ пек условисем туса памаççĕ çав.

Акă мĕн каласа пачĕç кун пирки "Свобода" хуçалăхри механмизаторсем, "Çапса тĕшĕленĕ улăма тирпейлĕ пуçтармаççĕ. Сухаланă чухне улăм предплужниксем патне тулса ларать те сухалама чăрмантарать. Çавăнпа эпир предплужниксене кăларса хуратпăр, вĕсемсĕрех сухалатпăр".

Çум курăксемпе кĕрешес енĕпе хуçалăхсене пĕрне хурласа  теприне мухтамалли çук. Калăпăр, "Свобода" хуçалăхăн хăш-пĕр уйĕсене таса теме юрать. Шел пулин те, кĕрхи çĕртме сухине пысăк пахалăхпа пурнăçламан уйсенче кунта та çум курăкĕ (пиçен) вырăн тупнă.

Кĕрхи çĕртмене, питĕ кирлĕ ĕçе, хатĕрленме паянах тытăнасчĕ. Ăна йĕркелессишĕн вара хуçалăхсен ертÿçисен яваплăха туймаллах. Апла пулсан, кăçалхи тырă пуссисене çитсе çаврăнма ан ÿркенĕр, вĕсенче çум курăкĕ епле алхаснине хăвăрăн куçăрсемпе курăр.

Хам ĕмĕрте эпĕ сахал мар çĕр сухаланă, тырă акнă. Çум курăкĕсенен тĕппипех пĕтерес тетпĕр пулсан, кĕрхи çĕртмене çакăн пек меслетпе пурнăçлама снетĕп. Чи малтанах плугсене юсаса кирлĕ пек регулировка тумалла. Иккĕмĕшĕнчен, плугсен тĕп лемехĕсемпе предплужниксен лемехĕсене 40-50 гектар сухаланă хыççăн туптаса хăйрамалла. Суха кассин танрăнăшĕ25 сантиметртан ăшах пулмалла мар. Кашни плуг çинчех предплужниксем пулмалла, вĕсен 14 сантиметр тарăнăшĕнче сухаласа пымалла. Çак сĕнÿсене асра тытса пурнăçласан уй-хирсенче паянхи пек çум курăкĕ алхасмĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика