Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хÿтĕлев витĕмлĕ, эффективлă.

24 июля 2004 г.

 

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерес, вĕсенчен пысăк тухăç илес тĕлĕшпе йывăрлăхсем сахал мар. Юлашки çулсенче экономикăри  йывăрлăхсене пула ÿсен-тăрансене органикăллă тата минераллă удобренисемпе тивĕçтересси сахаллансах пырать. Тăпра пулăхлăхĕ чакать, уйсем çум курăкланса кайрĕç, ял хуçалăх культурисене пăхса çитĕнтересси чылай çĕрте хăй еккипе пырать, çавна пула хирти тухăçа та нумай çухататпăр.

Çавăнпа та "Оринино" ял хуçалăх производство кооперативĕнче июлĕн 20-мĕшĕнче акнă-лартнă ял хуçалăх культурисене пăхса çитĕнтерес  тата ку чухнехи  пестицидсемпе усă курас тĕлĕшпе ирттернĕ семинар-канашлу ăнсăртран йĕркеленĕскер мар. Малтан палăртнă тăрăх, унăн ĕçне республикăри районсенчи ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕсен тĕп агрономĕсем, ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен станцисен районсенчи ертÿçисем, хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп агрономĕсем, республикăри ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕсен специалисчĕсем т. ыт. те хутшăнмаллаччĕ. Шел пулин те, семинар-канашлăва пухăннисен йышĕ пысăк пулмарĕ. Унта хамăр районти чылай хуçалăхсен тĕп агрономĕсем те хутшăнма кăмăл туманни уйрăмах пăшăрхантарчĕ. Пĕлмелли, ăша хывмалли, унта курни-илтнипе харпăр хăй хуçалăхĕнче усă курмалли вара сахал марччĕ. Семинар-канашлăва уçса тата ертсе пынă В.К. Ананьев, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи, çакна палăртсах каларĕ. Çав вăхăтрах кÿршĕллĕ Мари Эл республикин Горномарийски районĕнчен, хамăр республикăри хăш-пĕр районсенчен килсе çитнĕ делегацисем асăннă ыйтăва куç ытамĕнче тытнине çирĕплетет кăна.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх культурисене пăхса çитĕнтерме тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенчи фирмăсемпе компанисем хăйсен пулăшăвне сĕнеççĕ. Ÿсен-тăрансене ăнăçлă çитĕнмешкĕн хатĕрсем туса кăларакан Швейцарири "Сингента" фирма тĕнчере чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен тата малта пыракансенчен пĕри. Унăн технологийĕсемпе усă курса чылай çĕршывра тухăçлă тыр-пул, ытти культурăсем туса илеççĕ. Фирмăн филиалĕсем Раççейри чылай регионта та ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çавăнпа та "Сингента" фирмăн Чул хулари филиалĕн ертÿçи Сергей Иванович Вавин семинар-канашлăва хутшăннисене  "Сингента" фирма туса кăларакан ку чухнехи пестицидсем, вĕсемпе усă курассин уйрăмлăхĕсем, çав препартсемпе усă курнин экономика эффективлăхĕ çинчен уçăмлăн та ăнланмалла каласа пани пурне те çырлахтарчĕ. Фирма сĕнекен препаратсем ÿсен-тăрансене лайăх аталанмашкăн мĕнле пулăшни çинчен каласа-ăнлантарса пани, курăмлă стендсемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе усă курни те питĕ вырăнлă пулчĕ.

Сăмах май, "Сингента" фирмăн препарачĕсемпе пирĕн республикăри чылай районта анлă усă кураççĕ ĕнтĕ. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Вăрнар тата ытти хăш-пĕр районсенчи хуçалăхсем препаратсемпе усă курнă лаптăксенчен пысăк тухăç, лайăх сутăнакан культурăсем туса илеççĕ. Пирĕн районта кăçал "Оринино" хуçалăхра хăш-пĕр лаптăксенче фирма препарачĕсемпе усă курнă. Уйсене тухса курнă тата пăхса çÿренĕ хыççăн вĕсен эффективлăхĕ  пысăк пулнине пурте хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Сăмахран, "прохоровка" сортлă çурхи тулă уйĕнче пĕр çумкурăк та çук. "Актара" тата "Максим" препаратсемпе усă курнă çĕр улми лаптăкĕсенче çум-курăксем те, колорадо нăррисем те йăлтах кăннă. асăннă лаптăксем пысăк тухăç парасси халех куç кĕрет.

Çапах та ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен республикăри станцин фитосанитари уйрăмĕн ертÿçи Лидия Васильевна  Николаева калани-асăрхаттарнисене те ăша хăвмаллах-тăр. Çĕр улмине массăллăн кăларма тытăниччен вăтамран 40 кун. Анчах çак культура кăçал фитофторзпа чирлессин палăрăмĕсем вăйли халех паллă ĕнтĕ, помидора тата ытти хăш-пĕр культурăсене те çак инкек кĕтет. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ хыççăн упрамашкăн кĕлетсене лайăх хатĕрлесси те кун йĕркинче çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри. Юлашки çулсенче кĕр тыррисен куçакан фондне хатĕрлесе тытса тăрасси чылай хуçалăхра япăхрĕ, агрономсем çакăн çине алă сулсан лару-тăру татах хавшать.

Семинар-канашлăва хутшăннисемшĕн пĕлмелли, усăлли сахал мар пулчĕ. Паха опыта харпăр хăй хуçалăхĕнче ăнăçлă усă курни вара никамшăн та ытлашши мар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика