Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аннеçĕм, мĕншĕн хĕнетĕн пире?..»

24 июля 2004 г.

 

Пÿртре хĕрача кăшкăрса йĕнĕ сасă илтĕнчĕ. Амăшĕ 12 çулхи Иринăна патакпа пĕрре çапрĕ, тепре çапрĕ... Чунĕ канмарĕ: виççĕмĕш хут çатлаттарчĕ. Шари-шари кăшкăрса йĕрекен хĕр ача урама тухса тарчĕ. Иртен-çÿренсем çак çурт еннелле çаврăна-çаврăна пăхса утрĕç.

Опрыскьялĕнчи В.Л. Захарова çемйинче çакнашкал кăшкăрашу-çуйхашу кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнче пĕрремĕш мар. 11 çулхи Тамарăна та амăшĕ час-часах патак çитерет. Кăра çилĕллĕ хĕрарăм пурнăçри тарăхмалли самантсенче те ăшра вĕресе тăракан капланăва хĕр ачисем çинче кăларать пулмалла. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ те, ялта пурăнакансем те ăна ун пек пулмалла марри пирки пĕрре мар асăрхаттарнă. Усси çукрах пулмалла. Ачисене çакăн пек тĕрĕс мар воспитани панипе ĕнтĕ çак çемье ăнăçсăр çемьесен списокĕнче тăрать.

Çав кун вăл Иринăна мĕншĕн хĕненĕ тетĕр? Итлеменнипе-мĕн. Ача итлеменни амăшĕ воспитани ĕçĕнчи вăл е ку кирлĕ саманта сиктерсе хăварни пирки каламасть-и вара?

Тепĕр эрнерен, апрелĕн 24-мĕшĕнче амăшĕ тытса çупăрламасть ăна... Ик аллипе хĕр ачине хулпуççийĕсенчен ярса тытать те ăна пĕтĕм вăйран силлеме пуçлать. Ку вăл 14 сехетсенче пулса иртет. Ирина кровать çинче ларнă чухне. Хĕр ачи хăйне килте пулăшманнипе урса кайнă иккен амăшĕ. Хĕр ача пуçĕпе, аллисемпе, урисемпе темиçе хутчен те кравать çине пырса çапăнать.

Тарăху 39 çулхи хĕрарăмăн çакăнпах тăкăнса пĕтеймен иккен-ха: пĕр хĕрĕ çав самантра амăшне пулăшманнипе патак çирĕ пулсан, тепри вара çав кунах 18 сехетсенче амăшне пулăшнă хыççăн унран чышкă-маклашкă туянчĕ. Ара, çитĕннисем те тепĕр чух тумалли ĕçех çав самантра пурнăçлама манса кайни пулать-çке. Ачасем пирки мĕн каласси пур. Тамара, ав, амăшне фермăна пулăшма кайсан киле киличчен пăрусене шыв ярса парса хăварма маннă иккен. Çĕпре хурса хăпартнă чуста пек наччас тарăхупа тулса ларчĕ амăшĕн ăшчикки. Уй варринчех 10 çул каялла  утьăкка сиктернĕ хĕрне аллисенчен çапма пуçларĕ. Тарăхса çапнă чух тăван амăшĕн алли те çемçе мар, çăмăл мар иккен.

Хĕрача хурланнипе те, ыратнипе те макăрса ячĕ. Юрать-ха, ун чух ал айне амăшăнне патак-тавраш лекмерĕ. Атту пулсан, тем кĕтме те пулать унран. Ав, иртнĕ çулти октябрьте вăл амăшĕнчен ыйтмасăрах 200 тенкĕ илнĕччĕ. Магазина кайса апат-çимĕç илнĕччĕ ун чух. Тарăхнă хĕрарăм ун чух патакпах ислетрĕ хăйĕн хĕрне: аллине патак тытрĕ те ăçтан килчĕ унтан хĕрне çатлаттарма пуçларĕ. Пурĕ 3 хутчен тытса çапрĕ.

Амăшĕнчен ыйтмасăр укçа илнĕ хĕрачине тÿрре кăларас килмест, анчах амăшĕ те ачана час-час хĕнесе тĕрĕс тумасть. Кун пек часрах та витĕмлĕрех пулать тет-и; Ачана мĕнле пулмаллине тĕрĕс хăнăхтарма-вĕрентме нумай вăхăт кирлĕ çав, час пулмасть. Хăйĕн çак утăмĕпе хăйне çеç мар, ачисене те япăх тăвать вĕт-ха. Ачасене хăратнипе çеç малалла кайма çук-çке. Ăна хăй пуçĕпе шутлама, ĕçлеме, итлеме вĕрентмелле-çке. Хăвăн та ачусемшĕн тĕслĕх пулмалла. Йытă пек хăр-хар кăшкăракан амăшĕнчен ачисем мĕн ыррине вĕренччĕр?

Ирина, ав, кăçалхи апрель пуçламăшĕнче çанталăк тăрук шăнтса лартнине астăвать-ха. Амăшĕ ăна çĕрулмие çиелтен кив япаласемпе витме хушнăччĕ. Манса кайнă çав çавна хĕрача. Ун чухне ăна амăшĕ тытса ыталамарĕ: тÿрех аллисене хута ячĕ.

Çапла вара РФ УК 116-мĕш (1 пай) статйинче кăтартнă преступление 5 хутчен турĕ хĕрарăм. Асăннă уголовнăй ĕçе кăçал район судĕнче пăхса тухрĕç. Енсем килĕшсе татăлнипе çеç хĕрарăм явап тытассинчен хăтăлса юлчĕ.

Нивушлĕ каллех ачисем çине ал çĕклĕ амăшĕ?Патак икĕ вĕçлĕ, темеççĕ-и вара халăхра? Кайран ватлăхра, çамрăк чух ачасене тĕрĕс воспитани паманшăн ÿкĕнмелле пулса ан тухтăрччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика