Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх хисепĕнчен хакли мĕн пултăр?

20 июля 2004 г.

 

Кашни ир ĕçе утнă чух çул çинче тĕл пулатăп ăна. Пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр. Унăн лăпкă калаçăвĕ, çирĕп утти, операци сĕтелĕ умĕнчи аллисен ăсталăхĕ - çакă чирлĕ çыннăн шиклĕхне сирсе ярать, шанăç парнелет. Леонид Николаевич пек хăй ĕçне пĕлекен ăста врачсем çук пулсан, мĕн тăватчĕ-ши этемлĕх? Кун пирки шухăшлама та хăрамалла. Районти миçе çĕр çын ырăпа асăнмасть, тав тумасть пулĕ районти тĕп больницăри Л.Н. Андреев врач-травматолога.

Çулталăкне кăна поликлиникăра чирлисене йышăннине шутласан пин çын ун витĕр тухать. 26 çул хушшинче миçе çынна вилĕм аллинчен туртса илмен-ши вăл? Миçе çынна чăтайми ыратăвĕнчен хăтарса çĕнĕрен пурнăç парнелемен-ши?

Шухăшлатăп та, савăнатăп: телейлех çав Муркаш районĕнче пурăнакансем. Пĕр медицинăнах илер. Кунта тĕп больницăра республикăри ытти районсенче туман операцисене те тăваççĕ. Леонид Николаевич травматолог-нейрохирург, акă, сиплев ĕçĕнчи паянхи мелсемпе пирĕн кĕлеткен хусканупа тĕрев аппаратĕнче вар-хырăма çеç мар, пуç купташкинче те, пуç миминче те операцисене ăнăçлă ирттерет. Мĕн чухлĕ вăй, ăс, хăват тапса тăрать унра. Çук, паян-ĕнер çуралман çак паха енсем халăх хисеплекен врачра.

Пĕрремĕш çакăн пек татăклă утăма Шупашкар районĕн Платкасси каччи 9 класрах турĕ. Ашшĕ вăрçă ветеранĕ. Час-часах чирлекелетчĕ. пĕрре мар укол тунă ăна ывăлĕ. Ара, кашнинчех медпункта чупма инçерехчĕ çав, Малтан, яла куçиччен, лесник çемйи вăрмантах çурт лартнăччĕ. Пĕррехинче çапла ашшĕне чăтмалла мар йывăр пулса кайрĕ. Медпункта фельдшера чĕнме вăхăт çук. 9-мĕш класра вĕренекен Леня алла шприц илет те ашшĕне кирлĕ эмеле юн тымарĕнчен хăех кĕртет. Вăт, çавăн чухне арçын ача тухтăр пулмах тĕв турĕ. 1971 çулта Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн медицина факультетне вĕренме кĕчĕ. Мал туртăмлă студент вĕреннĕ чухнех çивĕччĕ çав. Наука ĕçĕпе интересленетчĕ. 1976 çулта унăн наука ĕçĕ университетра 1 вырăн йышăнчĕ. Çак çĕннине пĕлеслĕх, унпа усă кураслăх çамрăк врачăн тарăнлансах пычĕ каярахпа та. Тăватă наука ĕçĕ унăн паян куна. 1977 çулта алла врач дипломне илнĕ чух вăл Агрепина Андреевна Андреевапа Николай Макарович Макаров çемйинче иккĕмĕш врач пулчĕ ĕнтĕ. Аслисене кура каярахпа кĕçĕнни  те тухтăр пулса тăчĕ. 5 ачаран виççĕшне тухтăра кăларнă. Агрепина Андреевнан чунĕ паян мĕн-ма савăнмасть. Çитменнине тата çак кунсенче унăн ывăлĕ Л.Н. Андреев хирург-травматолог "ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Вăл республикăри травматологсен хушшинче çакнашкал пысăк чыса пĕрремĕш тивĕçекенĕ пулчĕ. 2001 çулта Леонид Николаевич аслă категориллĕ травматолог-ортопед пулса тăчĕ. Республикăри травматологсем хушшинче урăх никам та ку категорие çитеймен-ха. Ун умĕн вара 2000 çулта "Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ" пулса тăнă.

Ах, тÿрех хăй тĕллĕн килмест çав çак чыс, халăхăн хисепĕ-юратăвĕ. Астăвать-ха Леонид Николаевич пĕрремĕш операцие те. Ун чух70-80 çулсенче медицина хальхи пек вăйлах аталанман. Операцисене те наркозсăрах  тунă. Анестезиолог, ассистент пирки сăмах та çук. Университет хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти больницăра1978 çулхи майăн 10-мĕшĕччен интернатура тухрĕ. Кайран вара районти тĕп больницăра  çак çул июльте хирургра вăй хума пуçларĕ. Малтанхи виçĕ çул пĕчченех ĕçлерĕ вăл хирурги уйрăмĕнче. Вăт, çавăн чух вар-хырăм шăтса кайнă çынна илсе килчĕç. Чирлĕ çынна ахаль те больницăна чылай кая юлса илсе килнĕ, вăхăт çухатмалли çук. Çамрăк врач çухалса каймасть. Ассистент вырăнне пост сестрине илсе кĕрет. Çапла виççĕн Л. Чернова, Л. Ишакова пулăшнипе пĕрремĕш хут кăткăс операцие ирттерет. Пурнăçшăн кĕрешнĕ пирвайхи "çапăçурах" çамрăк специалист çĕнтерет. Хăй чăннипех те тĕрĕс професси суйласа илнине çирĕп ăнланать.

Унтанпа, ав, мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ. 1979-1984 çулсенче - Л.Н. Андреев хирурги уйрăмĕн заведующийĕ. 1984-1986 çулсенче - И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн медицина факультетĕнче травматологипе тата ортопедипе клиника ординатурине тухнă вăхăт. 1986 çултанпа паянхи кунчченех врач-травматолог пулса вăй хурать Леонид Николаевич.

Студент чухнех çăмăл атлетикăпа интересленнĕскер, паян та туслă спортпа. Районти, республикăри ăмăртусенче шашка-шахматпа  пĕрре мар çĕнтернĕ. Шашкăлла выляссипе спорт мастерĕн кандидачĕ. Çав хушăрах паян Леонид Николаевич - депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ. Çав хушăрах ăнланакан мăшăр та (мăшăрĕ А.Е. Андреева районти культура пайне ертсе пырать), юратакан ашшĕ те (ывăлĕ Алеша кăçал И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн экономика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ, хĕрĕ Оля шкул-гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ). Пирĕншĕн вара хисеплекен çын хăй ĕçне пĕлекен ăста врач. Нумайрах пулччăрах Леонид Николаевич пеккисем. Эппин, 50 çулхи юбилейĕ уншăн пысăк ĕçсен пуçламăшĕ çеç пултăрччĕ. Çынсене ырă туни хăй патне те, унăн çемйине те ырăпах таврăнтăрччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика