Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсрăн - явап тыт

20 июля 2004 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕнчи 102-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе район территорийĕнче муниципаллă çĕр тĕрĕслевне йĕркелессине район администрацийĕн пурлăха тытса тăракан управлени пайĕ çине хунă. Çак пайăн специалисчĕсене муниципаллă çĕр инспекторĕсемпе (тивĕçлĕ удостоверенисем парса) район администрацийĕн пуçлăхĕн уйрăм хушăвĕпе çирĕплетеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çÿлерех асăннă йышăнăвĕпех районти муниципаллă çĕр контролĕ çинчен положение çирĕплетнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕн 72 статйипе килĕшÿллĕн тата Раççей Федерацийĕн ытти саккунĕсемпе положенийĕсене тĕпе хурса туса хатĕрленĕ. Унта палăртнă тăрăх, муниципаллă çĕр контрольне пурнăçлассин  йĕрки организацисем (вĕсен организаципе право формине пăхмасăр), вĕсен ертÿçисем, должноçри çынсем, уйрăм предпринимательсем, çавăн пекех çĕр лаптăкĕллĕ граждансем тĕлĕшпе паллă.

Муниципаллă çĕр инспекторĕсен тĕп задачи вара район территорийĕнче  çĕрпе усă курассин требованийĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси пулать. Инспекторсен тĕп функцийĕсене, прависемпе тивĕçĕсене палăртса çирĕплетнĕ.

Нумаях пулмасть район прокуратурин пуçарăвĕпе ял хуçалăх предприятитйĕсемпе уйрăм граждансем çĕр саккунĕсене мĕнле пурнăçласа тата пăхăнса пынине тĕрĕслес тĕллевпе  Мăн Сĕнтĕр тата Москакасси ял администрацийĕсен территорийĕсенче ятарлă комиссипе пултăмăр. Унăн йышне çĕрпе усă курас тата ăна сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх районти  тĕп инспекторĕн çумĕ Г.Г. Любимов, район администрацийĕн çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Г.Г. Симаков, асăннă материал авторĕ, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн пуçлăхĕ М.П. Николаев т. ыт. те кĕчĕç. Çак тĕрĕслеве район прокуратури çут çанталăка сыхлас енĕпе йышăннă саккунсем район территорийĕнче  епле пурнăçланса пынине тĕрĕслемелли планпа килĕшÿллĕн ирттертĕмĕр те.

Шел пулин те, тĕрĕслев вăхăтĕнче саккунсене пăснă тĕслĕхсем сахал мар тупăнчĕç. Пĕрисем вĕсене саккунсене  пĕлменнипе, теприсем вĕсене пăснăшăн яваплăха нимĕн чухлĕ те туйманнипе пăсаççĕ. Паллах, пĕр йышши айăпа тепĕр йышшипе танлаштарни-çыхăнтарни тĕрĕс мар, анчах пĕлнĕ çинчех айăп тунисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем тума тиветех. Акă, Мăн Сĕнтĕр салинче пурăнакан Юрий Геннадьевич Грачевпа Максим Максимович Тимофеев  çĕр участокĕсемпе çакна çирĕплетекен право докуменчĕсене йĕркелемесĕрех усă кураççĕ-мĕн. Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх, çĕр саккунне пăснăшăн вĕсем тĕлĕшпе административлă право йĕркине пăсни пирки протоколсем çырнă. Район прокуратури енчен те çак тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе тивĕçлĕ актсем пулаççех.

Хальхи вăхăтра çĕрпе усă курнăшăн патшалăх нормативĕсемпе тата акчĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе тÿлесе тăмалла. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри ун пирки пачах манса каять. Акă, çÿлерех асăннă Ю.Г. Грачевпа М.М. Тимофеевăн ку тĕлĕшпе парăмсем 2034-979 тенкĕ чухлĕ. Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче тупса палăртнă пысăк парăмçăсен шутĕнче çавăн пекех В.И. Илугин (1592 тенкĕ те 50 пус), Ю.В. Волков (1193 тенкĕ), Е.И. Гусева (1049 тенкĕ), А.И. Захарова (961 тенкĕ) т. ыт. те. Москакасси тăрăхĕнче те пур çĕрпе усă курнăшăн тÿлесси çине чăрт сурнисем: А.С. Терентьев (1202 тенкĕ те 16 пус), К.Д, Спиридонов (1690 тенкĕ), В.В. Павлов (1600 тенкĕ те 20 пус), Ю.Н. Чернов (1287 тенкĕ те 40 пус) т. ыт. те. Паллах, апла-капла пăркалансан та çак тата ытти парăмçăсен тивĕçлĕ укçана тÿлеме тиветех.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки вăхăтра патшалăх енчен усă куракан çĕрсене сыхласси упрасси пирки тимлĕх татах та ÿсрĕ. Ку тĕлĕшпе йышăннă саккунсене епле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрассине вара район прокуратури малашне те хăйĕн куç ытамĕнчех хăварĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика