Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район экономикипе социаллă аталанăвĕ кăçалхи пĕрремĕш çу

20 июля 2004 г.

 

Ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕн 79,7 проценчĕ Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен суту-илÿ точкисем çине тиенет. Январь-июнь уйăхĕсенче ваккăн сутакан тавар çаврăнăш калăпăшĕ 113594 пин тенкĕпе танлашнă е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 23 процент пысăкрах.Кашни çын пуçне çак тапхăрта Муркаш райповĕ 2991 тенкĕлĕх, Мăн Сĕнтĕр райповĕ 3667 тенкĕлĕх таварсем реализациленĕ, асăннă кăтартусем пĕлтĕрхинчен 26 тата 18 процент чухлĕ нумайрах. Пĕтĕм тавар çаврăнăшĕнче эрех-сăра продукцийĕ 29 процент йышăннă, калăпăшĕпе илсен вăл 9910 литр чухлĕ сахалланнă. Çав вăхăтрах районта пурăнакан халăха пахалăхсăр алкоголь продукцине туянассинчен хÿтĕлесси çав-çавах питĕ çивĕч тăрать.

Социаллă хÿтлĕх енĕпе ытларах тимлĕх уйăрни потребкоопераци авторитетне палăрмаллах ÿстерет. Унăн предприятийĕсем тĕрлĕ енлĕ услугăсем парассипе çине тăрса ĕçлеççĕ, хатĕрлев ĕçĕнче тата пĕчĕк производствăра хытăрах тăрăшаççĕ. Иртнĕ ултă уйăхра хатĕрлев çаврăнăшĕ 6966 пин тенкĕпе танлашнă е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 33 процент чухлĕ ÿсĕмлĕрех.

Йăла пулăшăвĕн сферинче ялсенчи магазинсенче парикмахер, атă-пушмак юсас ĕçсен счечĕсене уçас, ытти йăла услугисемпе  тивĕçтерес задачăсене пурнăçлама палăртнă. Икĕ райпо çумĕнче те хальхи вăхăтра 19 аптекăпа аптека пункчĕ ĕçлеççĕ, халăха медицина тата ветеринари препарачĕсемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсенче сутнă 2294 пин тенкĕлĕх тавар пĕтĕм тавар çаврăнăшĕнче 2,5 процент йышăннă.

Çĕнĕ ĕç-хĕле аталантарса пыни халăха ĕçпе тивĕçтерессине лайăхлатса пыма май парать. Январь-июнь уйăхĕсенче потребкоопераци организацийĕсенче çĕнĕрен 8 ĕç вырăнĕ тунă.

Тÿлевлĕ пулăшусем парассипе районта 56 предприяти вăй хурать. Вĕсен калăпăшĕ пĕрремĕш çур çулта 12600 пин тенкĕпе танлашнă е паянхи хаксемпе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен  12 процент нумайрах. Тÿлевлĕ пулăшусен структуринче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсем 51 процент, йăла услугисем 15 процент йышăнаççĕ.

Строительство

Районăн инвестици программипе килĕшÿллĕн, инженери  тата социаллă инфраструктура обьекчĕсем тăвасси малалла пырать. Иртнĕ ултă уйăхра мĕн пур çăлкуçсенчен 80338 пин тенкĕпе (пĕлтĕрхинчен 43 процент ытларах) усă курнă. Харпăр хăй вăйĕпе пурăнмалли çурт-йĕре 7490 тăваткал метр чухлĕ (иртнĕ çулхинчен 18 процент нумайрах) хута янă. Пурăнмалли социаллă çурт-йĕр программăпа çак тапхăрта каялла тавăрса памалла мар 2081 пин тенкĕлĕх субсиди илмешкĕн  персонифициленĕ 6 счет уçнă. Социаллă ипотека кредичĕн программипе икĕ çемье  360 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ялсенче пурăнмалли условисене лайăхлатас тата çамрăксене ялта пурăнмашкăн çирĕплетсе хăварас тĕллевпе 10 çамрăк çемьене 1872,9 пин тенкĕлĕх кредитсем панă. Ялăн социаллă аталанăвĕ программăна пурнăçласа, 12 çемье валли 1523,6 пин тенкĕлĕх каялла тавăрса памалла мар субсидисем илмешкĕн документсем тăратнă.

Газ пăрăхĕсене 21,4 километр тăршшĕ хывнă. Кăçал районта газификаци ĕçĕсене вĕçлемешкĕн задача лартнă. Çул--йĕр тăвас тата юсас ĕçсенче вара татса памалли ыйтусем чылай.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх

Асăннă сферăра пурнăçлакан реформа мероприятийĕсене ку отрасле бюджетран укçа-тенкĕ уйăрассине пĕтерсе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессине потребительсем çине куçарас тĕллевпе ирттереççĕ, çакăн чухне сахал тупăш илекен çемьесене çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ тата субсидисем параççĕ.

Районти муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фондне  140 çурт кĕрет, унта 1451 хваттерĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 71,5 пин тăваткал метр, 4041 çын пурăнать, пурăнакан кашни çын пуçне тивекен лаптăк 17,7 тăваткал метрпа танлашать.

Экономика тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ тарифсемпе тата нормативсемпе килĕшÿллĕн, услугăсен калăпăшĕ кашни тăваткал метршăн (электроэнергипе газа шута илсе) 18 тенкĕ те 3 пуспа танлашать, халăх вара 16 тенкĕ те 84 пус тÿлет. Кăçалхи июлĕн  1-мĕшĕ тĕлне 245 çемье  796,1 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхинчен 3 процент нумайрах) субсидисем илнĕ. Унсăр пуçне харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакан 959 çынна çĕр кăмрăкĕ тата шĕветнĕ газ туянмашкăн 2104 пин тенкĕлĕх субсидисемпе тивĕçтернĕ.

Субсидисемпе тивĕçтернисĕр пуçне çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿленĕ чухне çăмăллăхсем те параççĕ. Вĕсемпе иртнĕ çур çулта 1197 çын 1087,6 пин тенкĕлĕх усă курнă (пĕлтĕрхинчен 16 процент нумайрах). Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн пĕтĕмĕшле парăмсем паянхи куна 536 пин тенкĕлĕх. Парăмçăсенчен суд урлă 483,3 пин тенкĕлĕх шыраса илме 65 иск заявленийĕ тăратнă.

Финанссемпе налуксем

Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче районти налук тÿлекенсем тĕрлĕ шайри бюджетсене 28619 пин тенкĕлĕх налуксем тÿленĕ, çав шутра федераллă бюджета - 8717 пин тенкĕлĕх, республика бюджетне 10850 пин тенкĕлĕх, район бюджетне - 9052 пин тенкĕлĕх (иртнĕ çулхипе танлаштарасан пĕтĕмĕшле ÿсĕм 13 процент). Чи нумай налук тÿлекенсен шутне "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики, Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем кĕреççĕ. Çав вăхăтрах Суворов яч. хис., "Тораево", "Колос", "Юнга" хуçалăхсен бюджет умĕнчи  налук парăмĕсем 100-шер пин ытла тенкĕлĕх.

Бюджета тата бюджет тулашĕнчи фондсене тÿлесе çитереймен налук парăмĕсем 84474 пин тенкĕпе, çав шутра тĕп тÿлевсемпе 8394 пин тенкĕпе танлашаççĕ.

Район бюджечĕн тупăшсен тата тăкаксен пайĕсене пурнăçласси маларах палăртнă калăпăшсемпе килĕшÿллĕн пулса пынă. Район бюджетне 106801 пин тенкĕлĕх тупăшсем (пĕрремĕш çур çулхи планăн 97 проценчĕ) пырса кĕнĕ, тăкаксен пайне 94654 пин тенкĕлĕх (çур çул палăртăвĕн 80 проценчĕ) пурнăçланă.

Районăн харпăр хăйĕн тупăшĕсене ÿстернĕ çĕрте çĕр ресурсĕсемпе тата муниципаллă харпăрлăхпа усă курнинчен илекен тупăшсем тĕп вырăнта. Иртнĕ çур çулта муниципаллă харпăрлăхра шутланакан пурăнмалли мар çурт-йĕре арендăна илме 29 килĕшÿ, çĕр участокĕсемпе усă курмашкăн арендăна илме 178 килĕшÿ тунă. Арендăна панă çурт-йĕр калăпăшĕ 1246,2 тăваткал метр чухлĕ, унран илекен тупăш 230,4 пин тенкĕпе танлашать. Çĕре арендăна илнĕшĕн тÿленĕ сумма 469,3 пин тенкĕпе танлашнă, çав шутран 90 проценчĕ вырăнти бюджета пырса кĕнĕ. Пĕчĕк бизнес представителĕсене муниципаллă пурлăх шутланакан пурăнмалла мар çурт-йĕре 536,3 тăваткал метрлăх уйăрса панă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика