Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ут çи пур енлĕ тимлĕх ыйтать

20 июля 2004 г.

 

Халăх ăс-хакăлĕ çулла çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме ыйтнине ял çынни кулленех асра тытать темелле, анчах хăш-пĕр чух пурнăçлакан ĕçсем çине тимлĕх уйăрса çитерейменрен тăрăшулăх çийĕнчех çилпе вĕçме пултарать. Çакăнта ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пултарнăран çеç вăй илеймен пĕр инкек çинчен каласа парас, асăрхаттарас килет.

Июлĕн 16-мĕшĕ. Шăрăх та илемлĕ çанталăк. Кăнтăр тĕлĕнче Мичурин яч. хис. хуçалăхран Шетмĕпуçĕнчи  сĕт ферминчи  утă хранилищинче "хĕрлĕ автан" пурри çинчен пĕлтерчĕç. Вырăна пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсен 8 автомашинине кăлартăмăр. Телее, июлĕн 8-мĕшĕнче райадминистрацири координаци канашĕнче районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ("Юнга", К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис., Чапаев яч. хис.) ведомствăлла пушар хуралĕсене тытни çинчен ыйтăва пăхса тухнă хыççăн Шетмĕпуçсем вырăнтан тапраннă. Вĕсен пушар машини инкек вырăнне вăхăтра çитни "хĕрлĕ автана" пуç çĕклеме паман, 100 тоннăна яхăн утă хранилищĕрех упранса юлчĕ. Анчах çак тĕслĕх хуçалăхра утă çинчи нумай çитменлĕхсене тупса палăртрĕ. Тĕслĕхрен, утă çинче ĕçлекен пĕтĕм техникăн глушителĕсем хĕм сÿнтермелли устройствăсемсĕр, утă хранилищинче пылчăка анса ларнă КамАЗа туртса кăларма хутшăннă ДТ-75 тракторăн вара глушителĕ те пачах çук, утă храналищине çулăм сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе тивĕçтермен, хранилище таврашĕнчи çÿп-çапа тата хыт-хурана пуçтарса тирпейлемен.

Çакнашгкал çитменлĕхсем ытти хуçалăхсенче те тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та вĕсене пĕтерессипе мерăсем йышăнни  те хĕл хырăмĕ тутă пуласса пĕлтерет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика