Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо паян çапла пурăнать

14 июля 2004 г.

 

Район 60 çул тултарнă май Муркаш райповĕ те ултă теçеткене çитнине хаçат вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Райпо канашĕ çак юбилее Пĕтĕм тĕнчери кооператорсен кунне халалласа иртнĕ шăмат кун ирттерчĕ. Муркаш кооператорĕсемпе пĕрле çак кун Лантăш уçланкине пынă пайщиксемпе уяв хăнисем савăнăçлă лару-тăрура илемлетсе тунă стендсене тишкерсе райпон кун-çулĕпе, унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Уяв ячĕпе ирттернĕ митинга Муркаш райпо Канашĕн ертÿçи Борис Васильевич Андреев уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл райпо аталанăвне тишкерчĕ, çак ĕçе пысăк тÿпе хывнисене ятран палăртрĕ, паян тумалли ĕçсемпе малашлăх тĕлевĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Паян Муркаш райповĕ 9029 пайщике пĕрлештерсе тăрать. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме райпо суту-илÿсĕр пуçне обществăлла апатланупа, производствăпа ĕçлет. Çакăнта халăха пăхса тăрас сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ефросиния Сергеевна Куликова ертсе пыракан райпо правленийĕ тухăçлă ĕçлет.

Райпори 63 магазинра 169 çын ĕçлет. Вĕсен ĕçне Р. Скворцова йĕркелесе пырать. Суту-илÿпе пĕрлех Л. Федорова ертсе пыракан обществăлла апатлану пайĕ те пурнăç урапинчен ÿксе юлмасть: 9 предприятире паян 55 çын ĕçлет. Вĕсенчен пĕри - производство заведующийĕ Т. Юмжакова - "ЧР халăх ыйтăвне тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ". 30 çул ытла обществăлла апатланура вăй хуракан тата паян аслă поварта тимлекен Т. Колбасова ертсе пыракан "Радуга" кафене паян çĕршер çын канмалла кĕрсе апатланма тăрăшать. Каламалла, обществăлла апатлану сфери сарăлса пырать: юлашки çулсенче райцентрти пасарта пельмен çимелли пункт, Анаткассинче закуска пункчĕ, райадминистрацире буфет тата "Радуга" кафе тĕплĕ юсав хыççăн уçăлчĕç.

Суту-илÿ малалла утăмланă май райпо хăйĕн тăрăшулăхĕпе ялсен социаллă аталанăвĕ çине те витĕм кÿрет: магазинсен сăнĕ улшăннипе пĕрлех суту-илÿ культури те ÿсет.

Райпо хатĕрлев ĕçне те кун йĕркинчен кăлармасть. Ку ĕçре 7 çын вăй хурать, 26 магазина хатĕрлев ĕçне явăçтарнă. Паян хатĕрлев ĕçĕнче склад заведующийĕн В. Салдакеевăн тăрăшулăхĕ ыттисене хавхалантарать.

Райпон производство пайĕ 5 цехран тăрать: 2 пекарьня (вĕсем уйăхра 62 тонна çăкăр-булка изделийĕсем кăлараççĕ), макарон, кăлпасси, çĕвĕ цехĕсем. Кашниех хăйсен ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене алла илсе пыраççĕ.

Райпо строительствăпа реконструкци ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕхпе пăхать. Пĕлтĕр çеç Купăрляри, Ваçкассинчи, Атапайри магазинчене реконструкциленĕ, кăçал капиталлă юсав ĕçĕсем Елшикри, Ярапайкассинчи магазинсемпе Отаркăри çăкăр пекарнинче, Шетмĕпуçĕнчи барта пыраççĕ.

Райпора паян 391 çын ĕçлет. Пĕлтĕр çеç çĕнĕ объектсем ĕçе кĕртнипе тата ĕç вăхăтне улшăнусем кĕртенипе 16 ĕç вырăнĕ уçнă.

Райпо спготран та айккинче тăмасть. Акă, вăл çулленех районти çуллахи спорт сезонне уçать.

Художество пултарулăх коллективĕ те районти халăх ята тивĕçнисенчен кая юлмасть.

Çак ырă пуçарусем малашне татах вăй илччĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика