Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăрсах кайман çитменлĕх пысăк инкек кăларса тăратать

14 июля 2004 г.

 

 

Район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче пăса тухнă тата сÿтсе явнă ыйтусем пирĕн кулленхи пурнăçпа тÿреммĕнех çыхăннăскерсем.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсене çирĕплетсе панă пушар хуралĕн техникипе епле усă кураççĕ-ха, пур енĕпе те йĕркеллех-ши кунта; Шел пулин те, шухăшламалли, ăша хывмалли самантсем сахал мар. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район территорийĕнче пулнă 14 пушарта 95 пин тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ, вĕсенче 3 çын вилнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ку тĕлĕшпе лару-тăру Катькас, Юнкă, Шашкар, Оринин, Çатракасси, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Чуманкасси ял администрацийĕсенче çивĕчленнĕ.

22 ял хуçалăх предприятийĕнче ведомствăллă пушар хуралĕсене йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи мартăн 23-мĕшĕнчи "Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта Муркаш районĕнчи экономика обьекчĕсемпе ялсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен" йышăнăвĕпе  тата "Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" Федераллă саккун требованийĕсемпе килĕшÿллĕн, районти мĕн пур хуçалăх предприятийĕсенче пушар хуралне хăйсен укçи-тенкипе тата çавна тивĕçтерекен пушар техникипе йĕркелемелле. Çакăн чухне пушар техники яланах юсавлă шайра пулмалла, ăна пушар сÿнтерме тухса çÿремешкĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе ытлă-çитлĕ тивĕçтермелле.

Районти патшалăх пушар надзорĕ кăçалхи июлĕн 5-7-мĕшĕсенче "Юнга", К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис., Чапаев яч. хис. ял хуçалăх предприятийĕсенчи ведомствăллă пушар хуралĕсем инкек-синкекпе кĕрешес тĕлĕшпе мĕнле хатĕрлĕхре пулнине тĕрĕсленĕ. Шел пулин те, кăмăла тивĕçтерекен самантсем асăннă хуçалăхсенче сахал.

Акă, К. Иванов яч. хис. хуçалăхра тĕрĕслев вăхăтĕнче пушар сÿнтермелли автоцистерна юсавлах пулнă, пушарпа техника хатĕрĕсемпе те тивĕçтернĕ, пушар машинине 30 литр бензинпа та тивĕçтернĕ. Анчах та талăкĕпех хурал тăмалли пушар деповĕ хупă, ăна çăрапа питĕрсе илнĕ. Пушар машинипе ĕçлекен водительсене çирĕплетмен. Кÿршĕллĕ Мичурин яч. хис. хуçалăхра та пушар деповĕнече талăкри хуралта пĕр водитель кăна, ытти чухне пушар деповĕн алăкĕ çине каллех çăра çакăнать.

5 литр бензинпа тивĕçтернĕ пушар машинипе, енчен те ун çинче ĕçлекен водительсем те çук пулсан кĕтмен çĕртен сиксе тухакан инкек-синкеке сирсе яма май пур-ши; "Юнга" агрофирмăра лару-тăру шăпах çакăн пек. Унсăр пуçне тĕрĕслев вăхăтĕнче автоцистерна те пушара сÿнтерме тухса каймашкăн хатĕр пулман, кустăрмисем анса ларнă тата ытти çитменлĕхсем те чылай. Чапаев яч. хис. хуçалăхра  та пушар сиксе тухас пулсассăн инкеке çăварлăхлама йăпăр-япăрах тухса каяймăн. Пушар машинипе ĕçлекен водительсене çирĕплетмен, хуçалăхри пушар сÿнтермелли техника юсавлăх-хатĕрлĕх тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулни çинчен те районти пушар чаçне вăхăтра пĕлтерсе тăмаççĕ.

Сÿтсе явакан ыйту, çавăн пекех районта тухса тăнă лару-тăру çав тери пысăк пĕлтерĕшлине шута илсе, координаци канашĕн членĕсем районти пушар хуралĕн специалисчĕсен вырăнсенчи лару-тăрăва тĕпрен лайăхлатмашкăн хăйсене панă правосемпе çирĕпрех усă курма кирлине палăртса хăварчĕç. Маларах асăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă специалистсем пĕлтернисене итлесе тивĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Ку вара пĕртте ăнсăртран тухса тăнă самант мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, инкек-синкек сиксе тухсан ăна çийĕнчех пĕтермешкĕн ведомствăллă пушар хуралĕн 5 машининчен кая пулмалла мар. Шел пулин те, чылай чухне пушара сÿнтернĕ çĕре 3 машинăран ытла хутшăнаймасть. Пушара сÿнтермелли техника юсавсăр ял хуçалăх предприятийĕсемпе ялсенче вара вут-кăвар алхасни уйрăмах пысăк инкексемпе тăкак кÿрет. Çакна шута илсе, координаци канашĕн йышăнăвĕсемпе сĕнĕвĕсем пуриншĕн те вырăнлах.

Координаци канашĕнче пăхса тухнă иккĕмĕш ыйту - "Моргаушкорм" ОООра ĕçпе ĕç сыхлавĕн саккунĕсене епле пăхăнса пыни. Ку тĕлĕшпе предприятире ĕçлемеççĕ мар. Ĕç сыхлавĕ енĕпе должноçри çынсен тивĕçĕсене палăртса приказ кăларнă, вăл е ку оборудование кирлĕ пек ĕçлеттерессишĕн яваплă çынсем те паллă. Предприятире вăй хуракансем тăтăшах медицина тĕрĕслевĕсенче пулаççĕ, ĕçлекенсене харпăр хăйне хÿтĕлемелли индивидуаллă хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Предприятири 5 специалист ĕç сыхлавĕн республикăри центрĕнче вĕренÿре пулнă. Ĕç сыхлавĕн патшалăх нормативлă требованийĕсене çутатакан нормăпа право акчĕсен комплекчĕ, ĕç сыхлавĕ енĕпе  ытти документсемпе рекомендацисем т. ыт. те пур.

Çав вăхăтрах тĕрĕслев вăхăтĕнче палăрăмлă çитменлĕхсем  те курăннă. Вĕсем чи малтанах ĕç вырăнĕсене аттестацилессипе, хăш-пĕр производство цехĕсенче ĕç сыхлавĕн условийĕсем кирлĕ шайра пулманнипе, вăл е ку документсене  тивĕçлипе йĕркелесе çырса пыманнипе т. ыт. те çыхăннă. Вĕсене пĕтермешкĕн конкретлă сроксем палăртса хăварнă.

Координаци канашĕ кăçалхи августăн 16-мĕшĕ - сентябрĕн 15-мĕшĕсенче ĕç условийĕсемпе сыхлавне лайăхлатас тĕллевпе районта уйăхлăх ирттерме йышăннă, унăн условийĕсене çирĕплетнĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче те ĕç ушкăнĕсене туса хураççĕ, вĕсен составĕсене ĕç сыхлавĕшĕн яваплă çынсене, профсоюз организацийĕсен представителĕсене т. ыт. те кĕртеççĕ. Лару-тăру епле шайра пулнине ĕç ушкăнĕсем пĕр-пĕрин патĕнче пулса курнă хыççăн тĕплĕн палăртаççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче районти ĕç коллективĕсенче  ĕç сыхлавĕн саккунĕсемпе, нормативлă требованисемпе уçăмлăн паллаштарас тата вĕсене ăнлантарса парас тĕлĕшпе пухусем ирттерме сĕннĕ.

Уйăхлăх итогĕсене районти ятарлă ĕç ушкăнĕ пĕтĕмлетет, унăн ертÿçи - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика