Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн клиентсемшĕн эпир пур енлĕ уçăмлă

10 июля 2004 г.

Июлĕн 11-мĕшĕнче Раççейри почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн хаçат корреспонденчĕ районти почтамт ертÿçипе Ю.Л. Петровпа курнăçса калаçнă.

- Юрий Львович, сирĕн предприяти ятне тĕрĕсех каларăм-и эпĕ?

- Çапла, тĕрĕсех. Кăçалхи февральччен эпир почта çыхăнăвĕн районти узелĕ пулнă. Февралĕн 1-мĕшĕнченпе - "Почта России" ФГУП филиалĕн - Чăваш Республикинчи федераллă почта çыхăнăвĕн управленийĕн Муркашри почтамчĕ. Структура улшăнăвĕ çакăнта кăна. Малтан Раççей Федерацийĕн кашни регионĕнче хăйне уйрăм почта çыхăнăвĕн управленийĕсем пулнă, халĕ вĕсем пурте "Почта России" ФГУП филиалĕсем. Малашне пирĕн пек почтамтсен пурăнаслăхĕ тата тытăнса тăраслăхĕ хамăр тупăш мĕн чухлĕ илнинчен, отраслĕн кашни енĕпе ăнăçлă ĕçленинчен тÿреммĕнех килет. Пирĕн ĕç-хĕл вара нумай енлĕ.

- Çапах та чи кирли, тĕп вырăнта тăраканни подписка, хаçат-журнал, ытти изданисем çырăнтарса вĕсене подписчиксем патне вăхăтра çитересси ĕнтĕ. Халăх сирĕн тĕп ĕçе чи малтанах çакăнтан курса хаклать.

- Ку тĕрĕсех, юлашки вăхăра çак ĕçре пирĕнтен килмен йывăрлăхсемпе чăрмавсем сахал мар пулин те. Çапах та пĕрлехи вăйпа вĕсене çĕнтерме тăрăшатпăр. Паллах, тиевĕ ытларах почтальонсен хулпуççи çине лекет ĕнтĕ, эпĕ вĕсене ăна чăтса-тÿссе ирттерме вăй çитернĕшĕн чунтан тав тăватăп кăна.

Хăш-пĕр кăтартусем кирлех пуль. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта пурăнакансем тĕрлĕ изданисене 16940 экземпляр илсе тăнă пулсан, вĕсен хисепĕ иккĕмĕш çур çулта та çав шайрах юлнă. Çынсем ытларах районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçата, республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçатпа унăн хушма кăларăмĕсене, "Хресчен сасси" хаçата çырăнма кăмăл тăваççĕ. Çав вăхăтрах ача-пăча валли тухакан изданисене çырăнакансем сахалли, хăш-пĕр çыхăну уйрăмĕсенче вĕсене иккĕмĕш çур çул валли пачах та çырăнман тĕслĕхсем пурри хытах пăшăрхантарать. Ача-пăчана чун апатĕнчен сивĕтни ашшĕ-амăшĕсемшĕн килĕшÿллех мар-тăр.

Подписка енĕпе йывăрлăхсем чылай. Сăмахран, предприятисемпе организацисем ведомство подпискине йĕркелессине юлашки кунчченех тăсаççĕ. Хăш-пĕр бюджет организацийĕсем те çырăнтару кампанийĕ пирки вĕçне çитсен тин аса илеççĕ. Чылай ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен ĕçченĕсене хаçат-журналсене ведомоçпа çырăнтарса парасси çине алă сулчĕç.

Çапах та подписка кампанине иккĕмĕш çур çул валли пĕтĕмĕшле ăнăçлă ирттертĕмĕр. Шурча, Йÿçкасси, Оринин çыхăну уйрăмĕсем уйрăмах хастар пулчĕç.

- Эсир маларах почтамт, унта ĕçлекенсен пурнăç ăнăçлăхĕ хăвăр епле тупăшлă ĕçленинчен килнине палăртса каларăр. Çакна мĕнре куратăр?

- Рынок условийĕсенче ура çине тытăнса тăрас тесен паянхи кунпа мар, малашлăха пăхса вăй хурас пулать. Кăна эпир ĕнер-паян кăна ăнланса илмен ĕнтĕ. Çавăнпа та хамăрăн клиентсен ыйтăвĕсене туллинрех тата пур енлĕн тивĕçтерес тĕллевпе услугăсен хисепне те ÿстерсех пыратпăр, вĕсен пахалăхне лайăхлатассишĕн те тимлетпĕр.

Почтамта пырса çÿрекенсем эпир вĕсен ыйтăвĕсене хăш-хăш енĕпе тивĕçтернине лайăх пĕлсе тăраççĕ ĕнтĕ. Хаçат-журналсем, çырусемпе бандерольсем т. ыт. те çитерсе панисĕр пуçне çынсем пирĕн патра пенси илеççĕ, электроэнергипе, газпа усă курнăшăн, коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеççĕ. Пирĕн патрах ксерокопи тума пулать, фото услугисем те пур, лотерея билечĕсем сутатпăр, интернет-салон ĕçлет, компьютера арендăлама, лазарь принтерĕ çинче çырса илме май пур, тĕрлĕ хаçат-журнал сутакан киоск ĕçлет. Асăннă услугăсенчен чылайăшĕнпе хальхи вăхăтра ытти çĕрте те тивĕçтереççĕ, çавăнпа та конкуренцире çухалса каяс мар тесе хамăр ĕçсене эпир пахалăхлă тата тивĕçтермелле пурнăçлама тăрăшатпăр.

     Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сăмахран, кăçалтан автграждан ответлăхĕн ятарлă страхованин страховой полисĕсене реализацилеме тытăнтăмăр.Укçа перевочĕсене кăçалтан пуçласа электронлă почтăпа ăсататпăр,çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнчи адресат патне те вĕсем темиçе сехетренех çитеççĕ. Кăçалах «Товары-почтой» суту-илÿ çурчĕ ĕçлеме тытăнчĕ, унта кил-тĕрĕш валли кирлĕ таварсене çырăнса илме май пур. Иртнĕ уйăхран пуçласа Шупашкар ДСМ карттисене сутассине йĕркелесе ятăмăр.Çулталăк вĕçлениччен çĕнĕлĕхсем татах пулмалла.

       Уяв умĕнхи кăмăл-туйăм,эсир каласа панă тăрăх,япăхах пулмалла мар пек.

      -Пирĕн110 çынран тăракан коллективра кашниех хăйĕн тивĕçĕсене туса пырать. Вĕсен ĕçпе йăла условийĕсене лайăхлатса пырасси кун йĕркинче малти вырăнта. Почтамтра специалистсем пурте копьютерсемпе ĕçлеççĕ. Кашни почта уйрăмнех касса аппарачĕсем вырнаçтарса панă.Почтальонсен, вĕсем пирĕн 70-ĕн, нушисене те ăнланса  вĕсене татса пама тăрăшатпăр.

      Уяв ячĕпе  пĕтĕм коллектива чун-чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх,ăнăçусем, çемйисенче тăнăç пурнăçпа килĕшÿ сунса эпĕ уйрăмах маттуррисене ятранах асăнса хăварасшăн.Акă,почтамт ертÿçин çумĕ П.А.Киселев,ЧР тава тивĕçлĕ связисчĕ ята тивĕçнĕскер,34 çул ĕнтĕ хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.Хаçат-журнал çырăнтарас çăмăл мар ĕçе кÿлĕннĕ В.В.Тучева та тиеве тÿсĕмлĕ чăтать. Н.В.Гаврилова(Мăн Хураçка),Г.Н.Киселева(Оринин),Э.И.Алексеева(Йÿçкасси)ертсе пыракан почта уйрăмĕсем пур кăтартусемпе те ыттисемшĕн тĕслĕх.В.В.Тяминапа Р.Т.Паянщикова(Калайкасси),Д.М.Кукова(Ярославка),Р.А.Варламова,А.А.Якимова,В,О.Николаева(пурте Муркаш)почтальонкăсем те чи малтанах подписчиксемпе клиентсем умĕнче ырă ят-сăмаха тивĕçлĕ.

      Шупашкартан килсе çитнĕ хаçат-журналсене,ытти таварсемпе заказсене А.И.Герасимов,В.И.Ефремов,В.В.Сергеев водительсем виçĕ маршрутпа районти почта уйрăмĕсене вăхăтра çитерессишĕн тимлеççĕ.Почтамт коллективĕнчи ытти маттур ĕçченсене теуяв ячĕпе саламласа тав сăмахĕсем кăна каласшăн.

        -Тавах,Юрий Львович, калаçăва хутшăнма кăмăл тунăшăн. Эпир те сире тата пĕтĕм коллектива хаçат вулакансенчен уяв ячĕпе чунтан саламлатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика