Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни сехетпе тухăçлă усă курса

10 июля 2004 г.

 

Кашни сехетпе тухăçлă усă курса

Кăçал курăксене çулса тирпейлеме, выльăх апатне вăхăтра тата пахалăхлă хатĕрлеме йĕпе-сапаллă çанталăк çав тери пысăк чăрмавсем кăларса тăрать. Çакна шута илсе, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре ырă кăмăллă пулакан çанталăкăн кашни сехечĕпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ "Ударник" сăнавлă производство хуçалăхра.

Нумай çул ÿсекен курăксенчен Итали технологийĕпе сенаж хатĕрлекен ятарлă звено членĕсем хăйсен яваплăхне уйрăмах лайăх туйса-пĕлсе тăраççĕ. Акă, çулнă массăна КАМАЗ автомашинăпа (прессланă хыççăн) пленкăпа чĕркеме çитерсе паракан Алексей Егорович Семенов водитель 1986 çултанпах хăйне шанса панă авомашинăсемпе ăнăçлă ĕçлет, çав шутра юлашки 15 çулта - халĕ вăй хуракан автомашинăпа.

Хиртен тиесе килекен рулонсене пленкăпа чĕркенĕ çĕрте Григорий Алексеевич Андреевпа Иван Михайлович Владимиров механизаторсем çав тери çаврăнăçуллă.

Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлесси халĕ чи хĕрÿ тапхăрта.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика