Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен тÿпи те пайтах.

09 июля 2004 г.

 

       Пĕр хут çеç мар каласа кăтартнă «Хыпар» хаçатра Муркаш райповĕн ĕç-хĕлĕ пирки.Халĕ унăн ĕçченĕсемпе тепре тĕл пулма татах сăлтав пур, райпо çак кунсенче хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать.Çавна май вăл утса тухнă çул-йĕре çĕнĕрен тишкерсе хак пама та шăпах меллĕ. Çапла тума пире райпо канашĕн председателĕ, ЧР халăх ыйтăвне тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Б.В.Андреев пулăшрĕ. Борис Васильевич кунта вăй хума пуçланăранпа 11çул çитрĕ.

  -Коллективра 390 çынна яхăн ĕçлет. Çак йыш районти 19795 çын ыйтăвне тивĕçтерет.Халĕ пирĕн 60 ытла лавккапа суту-илÿ предприятийĕ пур. Лавкка тавар çаврăнăшне пĕлтĕр, 2002-мĕш çулпа танлаштарсан, 172процент пурнăçланă.Пĕтĕмĕшпе илсен 2003 çулта пĕр çын пуçне тавар сутасси 866 тенкĕ чухлĕ ÿснĕ.Общество апатлану тата промышленноç предприятийĕсем пирки те ырă сăмах каламалла. Пирĕн тытăмри медицина, ветеринари аптекисем те ăнăçлă ĕçлеççĕ, кăтартăвĕсем çуллен ÿссе пыраççĕ.Сăмахран, медицина аптеки иртнĕ çул виçĕм çулхинчен 562 пин тенкĕ ытларах эмел сутнă.

   -Борис Васильевич,паянхи çитĕнÿсемчченхи ĕç-хĕл патне таврăнар-ха. Райпон 60 çул каярахри аталанăвĕ мĕнрен пуçланнă тата ăна камсем йĕркелесе пынă?

    -1944 çулччен Муркаш ялповĕ Сĕнтĕр райповне кĕнĕ. Çав çулхи нарăсра вара Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсем йĕркеленнĕ, çавна май райпосем те чăмăртаннă. Муркаш райповĕ 7 ялпона пĕрлештернĕ. Пурĕ 37 лавкка,1 столовăй, пекарня пулнă. Унсăр пуçне район центрĕнче универмаг, продмаг, краççын сутакан лавкка вырнаçнă. Кашни ялпо 5-6 лавккана çыхăнтарнă.

     Муркаш райповĕн пĕрремĕш ертÿçи- А.И.Ильин. Шурча çынни вăл.1948 çулта Алексей Ильич хăй пурăннă вырăнти ялпона ĕçлеме куçнă.1949 çулта райпо 13970 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ, çав йышра пайщиксем 7857 çын пулнă.

     Çул хыççăн çул иртнĕ. Райпо та малалла аталанса пынă. Вĕсен ертÿçисем те вăхăт-вăхăт улшăннă. Сăмахран,1948-1949 çулсенче райпо председателĕнче Муркаш çынни З.Л.Магаев ĕçленĕ. Ун хыççăнхи икĕ çулне И.Д.Саратов ертсе пынă.1951-1956 çулсенче -А.Н.Бардасов.Каярах П.И.Иванов, В.А.Александров, А.А.Анисимов, П.Петров, Н.Г.Налимов, А.Л.Мурыгин. Çак ĕçтешсем хыççăн 1979 çулта А.П.Петров ертсе пыма тытăнать. Алексей Петрович çак ĕçре «ЧР суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, чылай орденпа медале тивĕçрĕ. Ун ячĕпе районта шашка-шахмат турнирĕ ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. А.П.Петров хыççăн, çавăн пекех ман умĕн райпо рульне В.Ф.Юмжаков тытса пынă. Тĕп бухгалтерсен тăрăшулăхне те палăртса хăвармаллах. 1969 çулччен çак должноçа З.А.Синичкина йышăннă.Ун хыççăн вара Н.Н.Никитина килнĕ.1981 çултан пуçласа 2003 çулччен Л.В.Морозова тăрăшрĕ. Людмила Васильевна хăй вырăнне пултаруллă специалист хатĕрлерĕ,ăна кирлĕ вăхăтра пулăшрĕ, сĕнÿсем пачĕ. Паянхи тĕп бухгалтер И.Ю.Кролькова çĕнĕ саманан- компьютер  технологийĕ аталанса вăй илнĕ тапхăрăн çулĕпе тикĕс, тан утса пыракан ăста специалист.

   -  Уяв кĕрекине ларас умĕн тата кам ятне ырăпа асăнса хăварас килет?

    Питĕ нумайăн вĕсем. Пурне те уявпа ăшшăн саламлатăп. Чи малтанах -

çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.

     Ĕçченсем пирки уйрăм чарăнса тăрас пулсан çакна каламалла: пур вĕсем, камран тĕслĕх илмеллисем. Сăмахран, Т.И.Юмжаковăнах илер. Татьяна Ивановна-Раççей потребкоопераци отличникĕ, ЧР халăх ыйтăвне тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Е.С.Куликова, райпо канашĕн ертÿçин çумĕ те, çак хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Е.И.Андреева-ЧР суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Е.Е.Демьянова-РСФСР суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ыттисем те тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Ю.Д.Дмитриев водитель райпо тытăмĕнче 35çул ытла. Хисеп грамотисемпе Дипломсем пайтах унăн.1986 çулта «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă.1998 çулта вара Юрий Дмитриева «РФ транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

     Ĕç династийĕсем те çук мар пирĕн. Сăмахран, Бардасовсенех илер. Ананий Никифорович 1945-1951 çулсенче Муркаш райпотребсоюзĕнче аслă бухгалтерта,1951-1956 çулсенче райпотребсоюз председателĕнче тăрăшнă. Вăл Муркаш райпоне яланах малтисен ретĕнче тытса пынă. Георгий Ананьевич, Ананий Никифоровичăн ывăлĕ, ашшĕн ĕçне малалла тăснă. 1964-1971 çулсенче Муркаш райпотребсоюзĕнче, 1971 çултан пуçласа Муркаш райповĕнче ĕçленĕ. Малтанхи 13 çулне- кадрсен пайĕнче, тепĕр 10 çулне- суту-илÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн ертÿçинче.

      Георгий Ананьевич пенсие тухнă хыççăн Муркаш райповĕнче Бардасовсен суту-илÿри династине унăн ывăлĕ Вячеслав Георгиевич халĕ малалла тăсать. 1992 çулта ăна Муркаш райповĕнчи пекарньăн ертÿçине лартнă.1993-1997 çулсенче райпора инструкторта ĕçлерĕ. 1997 çултанпа вара- хăрушсăрлх техникин инженерĕ.

      - Паянхи кун эсир ертсе пыракан райпон çитĕнĕвĕсем пирки тата ытларах та чарăнса тăма пулатчĕ. Ун сумĕ пысăк пулнине çулленех кунта ăслăлăх конференцийĕсем (çав шутра Раççей шайĕпе те) ирттернипе те, Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче, Раççей Федерацийĕн центросоюзĕнче класлă вырăнсем йышăннипе те çирĕплетме пулать. Муркаш  райповĕн ĕçченĕсене, сире те, Борис Васильевич, пĕтĕм чун-чĕререн пысăк уявпа саламлатпăр. Çак ăшă,ырă сăмахсене кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем те тивĕçлĕ.Райпон паянхи çитĕнĕвĕсенче вĕсен тÿпи те пайтах.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика