Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăпта çапни тупăшлăччĕ

07 июля 2004 г.

 

Çапла пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне Муркаш райповĕн хатĕрлев кантурĕнче 30 çула яхăн вăй хунă, паян Мулкачкассинче пурăнакан Галина Гавриловна Ершова. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çуралнăскер вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăн çĕршыва ура çине тăратнă тапхăрти йывăрлăхсене хăй курнă, выçлăх çулсене чăтса ирттернĕ. Çавăнпа шутлав ĕçĕ, паян мĕн тунипе малашлăха пăхасси унăн чĕринче вырнаçнă, йывăрлăх авăрĕнче ÿснĕскер ,ачаллах пĕлÿ енне туртăннă. Çапла вара вăрçă хыççăн çĕршыв экономики ура çине тăма пуçланă тапхăра шкул пĕтернĕ хĕр 50-мĕш çулсем вĕçĕнче Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕрет, ăна 1961 çулхи июньре вĕçлесе бухгалтер специальноçне алла илсе Сĕнтĕр райпотребсоюзн хатĕрлев кантурĕнче бухгалтерта ĕçлеме пуçлать. 1964 çулта Муркаш райповĕ тепĕр хут йĕркеленсен, хатĕрлев кантурĕн директорĕ пулнă А. Мурыгин чĕннипе Галина Гавриловна хăйĕн ĕç пурнăçне Муркашрайпотребсоюзĕпе çыхăнтарать, кунта аслă бухгалтерта, тĕп бухгалтерта тимлет.

- Хатĕрлев кантурĕ лайăх ĕçлесе. Çакăнта тĕрлĕ çулсенче унăн директорĕнче ĕçленĕ А. Мурыгин, М. Трофимов, Я. Крысин, Н. Васильев, А. Никифоровăн тÿписем те пысăк. Хатĕрлевçĕсенчен илсен Мария Герасимовна (Мăн Сĕнтĕр), Анна Лашманова (Çатракасси), Гаврил Емельянов (Йÿçкасси), Любовь Николаева (Ваçкасси), Петр Пушкарев (Чемей), Владимир Крылов (Юнкă), Тит Сорокин (Вăрманкасси), Раиса Дедова (Йÿтĕркасси) ĕçĕсем паян та асрах. Вĕсем тата ялти магазинсем тăрăшнипе хатĕрлев кантурĕ пĕрре мар Чăвашпотребсоюзăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тивĕçрĕ. . 1964-1975 çулсенче хатĕрлев ĕçĕнче чăпта пуçтарни пысăк тупăш паратчĕ. Çакна ял çыннисем те, райпо та ăнланса ĕçлетчĕç, - каласа парать Галина Гавриловна.

Райпон паянхи хатĕрлев ĕçне те хурламах çук пулин те, 30-40 çул каялла вăл татах та ÿсĕмлĕрех пулнă. Вăл çулсенче хатĕрлевçĕсем çĕтĕк тумтир, тимĕр-тăмăр, шăмă, кивелнĕ полиэтилен хутсем, тĕслĕ тимĕр, кивĕ хут, тир, çăм, çăмарта, сĕт-çу, аш-какай, кайăк тĕкĕ, улма-çырла, эмел курăкĕ т. ыт. те пуçтарнă.

Хатĕрлев кантурне А. Мурыгин ертсе пынă чух аш пуçтарма складсенче холодильниксем, эмел курăкĕсем валли сушилкăсем, çĕр улми хранилищи тунă, хатĕрлев ĕçне аталанма никĕс хывса хăварнă.

- Пĕр çул 14 пин тонна çĕр улми пуçтартăмăр, пĕр килограмне те çĕртсе ямарăмăр, - аса илет Г. Ершова.

 

Елена Гавриловна Ершова хатĕрлев кантурĕн бухгалтерийĕнче 1989 çулччен вăй хунă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика