Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем усăллă канчĕç

07 июля 2004 г.

 

Тойкилтĕ шкулĕнче çулла лагерь уçса ачасемпе ĕçлесси йăлана кĕчĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ кунта экологи лагерĕпе ачасен строительствăпа юсав бригади ĕçлеççĕ. Вĕсемпе пĕрлех спортпа сывлăха çирĕплетекен лагерь уçăлчĕ. Пурĕ июнь уйăхĕнче 90 ачана яхăн кашни кун шкула çÿрерĕ. Ачасемпе пур учитель тенĕ пекех ĕçлерĕç.

Пирĕн ытларах "Изумрудный остров" экологи лагерĕ çинчен каласа парас килет. Лагере пурĕ 25 ача çÿрерĕ, 1-5-мĕш классенче вĕренекенсем. Лагере килес текенсем çав тери нумай пулчĕç. Чи малтанах нумай ачаллă çемьери, чирлекен, тулли мар çемьере пурăнакан ачасене списока кĕртрĕç. Ытти вырăнсемшĕн вара шăпа ячĕç. Ачасемпе маттур та пултаруллă педагогсем ĕçлерĕç: географи учителĕ Л.А. Иванова, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен учитель Р.И. Ефимова, вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен воспитатель Л.В. Васильева. Вĕсем ачасен кашни кунне хаваслă та интереслĕ ирттерме мĕн кăна шухăшласа кăлармарĕç пулĕ: çут çанталăк, тăван тавралăх, паллă çынсем, пионерсем çинчен нумай пĕлчĕç пирĕн ачасем. Çав вăхăтрах тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕç: "Амазонки - 2004", "Рыцарский турнир", "День зеленого огонька", "День защиты окружающей среды", "День памяти ВОВ", "Путешествие к сладкому дереву", "День народных традиций", "День здоровья" тата ытти те. Плана кĕртнине пурне те тăвайманшăн педагогсен те ,ачасен те кăмăлĕсем кăштах хуçăлчĕç. Çанталăк ăшăтман пирки шыва кĕме çÿреймерĕç вĕсем. Выляса-кулса, ташласа-юрласа кăна пурăнмарĕç, эмел курăкĕсем те нумай пуçтарчĕç.

14 кун хушши пирĕн ачасем савăнăçлă та усăллă, тутлă апат-çимĕç çисе ирттерчĕç вăхăта, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç.

Пирĕн, ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекенсене те, шкул директорне И.А. Сергеева та, ачасемпе тăрăшса ĕçлекен учительсене те çав тери пысăк тав сăмахĕ калас килет. Тойкилтĕ шкулĕн столовăйĕнче ĕçлекен З.П. Павлована, Е.А. Иванована, С.В. Ильина завхоза ырăпа асăнас килет. Тавтапуç сире, пирĕн ачасемшĕн тăрăшса вăй хунăшăн.

Çакăн пек лагерьсем кашни çулах, май пулсан 2-3 сменăпах ĕçлесен питĕ аван пулĕччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика