Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курар, ĕçсене хăвăртла

07 июля 2004 г.

 

2004 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ иртсе кайрĕ. Çуллахи тапхăр - строительство ĕçĕсене пурнăçлама меллĕ вăхăт. Малалла пăхакан, пурнăçпа тан пыма тăрăшакансем паян çурт-йĕрсене çĕнетсе, юсаса тăма тăрăшаççĕ. Паллах, строительство материалĕсем йÿнĕ мар халĕ. Анчах та ЧР Президенчĕ те, правительство та хальхи вăхăтра çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма тĕрлĕрен пулăшу параççĕ. Тĕрĕсрех каласан, çынсем субсиди, çăмăллатнă кредитсем илме пултараççĕ.

Пирĕн районта ку тĕлĕшпе ĕçсем еплерех, çурт лартакансем ăçта ытларах çак пулăшусемпе усă кураççĕ? Çак тата ытти ыйтусемпе кăсăкланнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. Никитинпа тĕл пулнă май.

- Владимир Германович, пирĕн района 2004 çул валли социаллă çурт-йĕр лартма мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă?

- Харпăр хăйсене валли çурт лартакансене патшалăх, чăн та, пулăшать. Çакă вăл ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшнипе çыхăннă. Çынсем çемйисемпе тивĕçлĕ условисенче пурăнччăр, чуна парса, çирĕп вăй-халпа ĕçлесе  ÿсĕмсем туччăр, кредитсене те йĕркеллĕ тÿлеме пултарччăр. Пирĕн вара мĕнле пулса тухать-ха? Çынсем çурт лартма вуншар çул хушши ĕçлесе укçа пухаççĕ, хăйсем вара йĕркеллĕ çимесĕр, тумланмасăр пурăнаççĕ. Çапла вара йывăрлăхсемпе сывлăхĕсем хавшанă пирки ĕмĕрĕсене кĕскетеççĕ. Тĕрлĕ çăмăллăхсене шăпах çакăн пек ан пултăр тесе параççĕ те. Çав тĕллевпех ĕнтĕ Чăваш Республикинчи ялсене 2010 çулччен аталантармалли ятарлă программа та йышăннă.

Кăçал пирĕн района социаллă çурт-йĕр лартма пулăшма ЧР Ял хуçалăх министерстви урлă каялла тавăрса  памалла мар субсиди валли 4850 пин тенкĕ, ипотека кредитне илме 3800 пин тенкĕ ытларах, çамрăк çемьесене перекет банкĕн уйрăмĕ урлă çăмăллатнă кредит илсе çурт-йĕр çавăрма е хваттер илме 1400 пин тенкĕ уйăрнă. Çамрăк çемьесене çăмăллатнă кредита 15 çуллăха параççĕ. Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем, е çемьере инвалид пур, е мăшăрсенчен пĕри пĕр вырăнта 5 çултан кая мар ĕçлекен аслă пĕлÿллĕ специалист пулсан, вĕсен процент виçине республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ.

- Хальхи вăхăтра, малтанхи çулсенчи пек, çынсене валли хваттерсем тăваççĕ-и?

- Çапла. Каялла тавăрса памалла мар субсиди укçи-тенкипе пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесем валли подряд организацийĕсем урлă хваттерсем тăваççĕ. Кăçал ăна валли 5141 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра Муркашри Парковăй урамра пурăнмалли çурт тăваççĕ. Пĕрремĕш подъездне хута янă, унти хваттерсене валеçсе пĕтернĕ. Çулталăк вĕçлениччен иккĕмĕш подъезда хута ямалла. ЧР Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн, кашни çул çурт-йĕр лартассине 15 процент чухлĕ ÿстерсе пымалла. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе пирĕнтен те çирĕп ыйтаççĕ, çав программăна пурнăçламаллах.

- Конкретлă ĕçсем çинче чарăнар-ха. Çынсем çурт лартма уйăракан пулăшусемпе мĕнле усă кураççĕ?

- Каялла тавăрса памалла мар субсидие илме 94 çемье заявлени панă, 58 çемье документсем тăратнă. Вĕсенчен 10 çемьен докуменчĕсене ЧР Ял хуçалăх министерствине пăхса тухма ярса панă.

Ипотека кредитне "Чувашкредитпромбанк" урлă илме 17 çемье заявлени панă пулсан, хальлĕхе 2 çемье кăна илнĕ. 2003 çулта çак кредита 24 çемье илнĕччĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Енчен те уйăрнă суммăпа (3800 пин) туллин усă кураймасан, çав укçана пнирĕнтен татса илсе урăх çĕре параççĕ. Çавăнпа та укçана районтан кăларса ямалла мар, унпа туллин усă курмалла.

"Çамрăк çемье" программăпа çăмăллатнă кредит илме 24 çемье кăмăл тунă, вĕсенчен 8-шĕ çак кредита илме документсем хатĕрлесе çитернĕ, укçине илнĕ.

- Район территорийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр лартассипе хăш ял администрацийĕнче лайăхрах ĕçлеççĕ?

- Ку тĕлĕшпе лару-тăру кашни ял администрацийĕнче пĕрешкел мар. Паллах, пурте çурт лартма вăй çитереймеççĕ, пурăнмалли условисене лайăхлатмалла пулсан та. Анчах та ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен хуçалăхсем хушшинче ăнлантару ĕçне ытларах тумалла, çынсем каялла тавăрса памалла мар субсиди илме те, çурт лартма та пултараççĕ вĕт.

Ăçта халăхпа лайăх ĕçлеççĕ, унта строительство ĕçĕсем те япăх мар пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе Йÿçкасси тата Ярапайкасси ял администрацийĕсене асăнмалла. Ярославка тата Шашкар ял администрацийĕсенче çак енĕпе çав тери çителĕксĕр ĕçлеççĕ, вĕсенче никам та нимĕнле кредит та илмен. Хальхи вăхăтра çурт лартма çынсене 600 ытла участок уйăрса панă. Вĕсем пурте малалла пăхаççĕ, çурт-йĕр лартма шутлаççĕ. Апла пулсан, çав çынсемпе ытларах ĕçлемелле ял администрацийĕсен.

- ЧР Президенчĕн иртнĕ çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн кăçал республикăри ялсене газ кĕртессине вĕçлемелле. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта ĕçсем еплерех?

- Çулталăк вĕçлениччен районти 22 яла тата 29 çĕнĕ урама газ кĕртмелле. Хальхи вăхăтра 12 ялта, пĕтĕмĕшле илсен, çак ĕçсене туса пĕтереççĕ. Тепĕр 10 ялĕнче газ кĕртес ĕçсене пуçламалла. Уйрăмах Москакасси, Шашкар, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕсен ку енĕпе нумай тимлемелле.

Çĕнĕ урамсемпе илес пулсан та, хăш-пĕр çĕрти ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Уйрăмах Йÿçкасси ял администрацийĕ лайăх ĕçленине палăртмалла, вĕсем çак кунсенчех çĕнĕ урамсене газ ярса пĕтереççĕ.

Пĕтĕмпех хамăртан, хамăр ĕçлеме пĕлнинчен килет. Ăçта газ кĕртмелле, вĕсем пирки тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе пирĕн управлени специалисчĕ патне тăратмалла. Ку ыйтăва эпир пĕр самантлăха та куçран вĕçертместпĕр, кашни эрнерех тишкеретпĕр. Ял администрацийĕсен те газ кĕртес ĕçсем епле пынине çирĕппĕн тĕрĕслесе тăмалла. Мĕншĕн тесен çитес çулта шыв пăрăхĕсене улăштарас, çулсем тăвас ĕçсем пуçланаççĕ. Çавăнпа та конкурс пуласса кĕтсе лармалла мар, конкретлă подряд организацийĕсемпе ĕçлемелле. Унсăр пуçне, çитес çул валли сентябрь уйăхĕччен шыв пăрăхĕсене улăштарма проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе капиталлă строительство управленине тăратмалла. Унсăрăн кая юлма пулать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика