Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Династисем райпо аталанăвĕнче

07 июля 2004 г.

 

 

Муркаш райпо системинче Бардасовсен династине пĕлмен çын çук. Асли - 1905 çулта çуралнă Ананий Никифорович Бардасов - 4 çул вĕреннĕ хыççăнах хуçалăхра ĕçленĕ. 1924-1930 çулсенче вăл килти хуçалăхра сушка пĕçерсе ăна сутма Çĕрпÿ таранах лашапа çÿренĕ. Çакна Бардасовсен йăхĕнчи коопераци ĕçĕн пуçламăшĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ялсенче колхозсем йĕркеленме пуçласан, ăна 1931 çулта Канькасси ялĕпе тата Мулкачкассин пĕр урамĕпе (ăна паян та Урал екки теççĕ) йĕркеленĕ "Урал" колхоз председательне суйлаççĕ. Анчах пурнăç йĕркеленнĕ май вĕренес ĕмĕтлĕскер, 1933 çулта рабфака, 1938 çулта Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме каять. Çакăн хыççăн Сĕнтĕр райпотребсоюзĕнче аслă бухгалтерта ĕçлеме тытăнать. 1945 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнсан Муркаш райпотребсоюзĕнче аслă бухгалтер ĕçне малалла тăсать. 1951-56 çулсенче райпотребсоюз председателĕнче тимлет. Пенсие тухиччен 5 çулне Муркаш сельпо ертÿçинче вăй хурать. Вăл председательте ĕçленĕ 50-мĕш çулсенче магазинсене (унччен ампарсенче, хутман çуртсенче ĕçленĕ) çĕнĕрен тăвасси пуçланать: 1952-56 çулсенче райцентрта универмаг, столовăй (вĕсем паян та ĕçлеççĕ), хозмаг, продмаг ("Сельхозтехника" территорийĕнче) çĕкленеççĕ. Магазин çурчĕсене хыр йывăçран тунă.

Ананий Никифоровичăн суту-илÿри ĕçне Георгий ывăлĕ малалла тăснă: 1964-71 çулсенче Муркаш райпотребсоюзĕнче, 1971 çултан Муркаш райповĕнче тăрăшнă, суту-илÿ ĕçне 24 çул панă.

60-мĕш çулсенче кадрсен пайне ертсе пынă Георгий Ананьевича магазинсенче ĕçлеме сутуçăсем çитменни шухăша янă. Вĕсенчен ытларахăшĕн ятарлă пĕлÿ пулман, çавна май суту-илÿ ĕçĕнче час-часах растратăсем сиксе тухнă. Çакна шута илсе, 1968 çулта Муркаш райпотребсоюзĕ çумĕнче сутуçăсен ултă уйăхлăх шкулне уçма шутланă. Шкул октябрь-март уйăхĕсенче ĕçленĕ, райпотребсоюз балансĕ çинче тăнă. Вĕрентекенсем райпотребсоюз специалисчĕсем пулнă, шкул ертÿçи пулма суту-илÿ ĕçĕн заведующине Николай Георгиевич Налимова çирĕплетнĕ (обществăлла никĕс çинче). Пĕрремĕш набора 22 çамрăк вĕренсе пĕтернĕ, пурне те ĕçе вырнаçтарнă. Асăннă шкул 12 çул хушши ĕçленĕ, çак тапхăрта 248 çамрăк суту-илÿ пĕлĕвне илни çинчен удостоверенисем илнĕ, ытларахăшĕ паян та Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен магазинĕсенче вăй хурать.

1971 çулта шкул Муркаш райповне куçнă. 1973-79 çулсенче унăн директорĕ Георгий Ананьевич пулнă, вĕрентÿ ĕçне Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕсене явăçтарнă, шкула ертсе пырассине пысăк тÿпе хывнă.

Георгий Ананьевич пенсие тухнă хыççăн Муркаш райповĕнче Бардасовсен суту-илÿри династине унăн ывăлĕ Вячеслав Георгиевич халĕ малалла тăсать.

Вячеслав Георгиевича 1992 çулта Муркаш райповĕнчи çăкăр пĕçерекен пекарня ертÿçи пулма шанаççĕ. 1993-97 çулсенче райпора инструкторта ĕçлет, 1997 çултанпа вара хăрушсăрлăх техникин инженерĕ пулса тата оргтехника енĕпе (магазинсене оборудованипе тивĕçтересси, çĕнетсе улăштарасси т. ыт. те) тимлет.

Райпо коллективĕ династисенчен чухăн мар. Кунта нумай çул хуçалăх магазинĕнче ĕçленĕ Фаина Ананьевнапа Юлиан Егорович Скворцовсене тата паян кондитер цехĕн заведующийĕнче ĕçлекен вĕсен кинне Людмилана, Анаткасси магазинĕн заведующийĕнче чылай вăй хунă Елена Ивановна Андреевапа унăн ĕçне малалла тăсакан кинне Зинаидана, Муркаш сельповĕнче завскладра, сутуçăра ĕçленĕ хуньстарикĕн ĕçне малалла тăснă тата 20 çул ытла тĕп бухгалтерта ĕçленĕ (коопераци системинче 40 çул) Людмила Васильевна Морозовапа унăн ĕçне райпон обществăлла апатлану предприятийĕнче поварта малалла туса пыракан хĕрне Валентина Николаевана тата "Центральный" магазинра ĕçлекен кинне Оксана Морозована, райпо правленийĕн председателĕпе Ефросиния Сергеевна Куликовапа унăн кинне, райпон кадрсен пайĕн инспекторне Алинăна, Çуткÿлпе Чуманкасси магазинĕсенче сутуçăра ĕçленĕ Алевтинапа Федор Дмитриевсемпе вĕсен хĕрне Елена Михайлована (Çатракасси магазинĕн заведующийĕ), Муркаш сельпо председателĕ пулнă Александр Александрович Анисимовпа унăн хĕрне Юльăна (паян хатĕрлев кантурĕн ĕçченĕ), Муркаш сельповĕн председателĕнче тата сутуçăра вăй хунă Эрколий Кириллович Кирилловпа сутуçăра ĕçлекен унăн кинне Фаинана райпо ĕçченĕсемпе тавар туянакансем паян та ырăпа асăнаççĕ, вĕсен ĕçне тĕслĕхе хурса ĕçлеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика