Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ енлĕ комисси ларăвĕнчен

30 июня 2004 г.

 

Кирек ăçта ĕçлесен те пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшса тăни кирлĕ. Унсăрăн аталану та, ÿсĕм те çук. Кашни предприятирех ĕç параканпа ĕçлекенсем хушшинчи çыхăнăва коллективлă договор йĕркелесе пырать. Унта производство калăпăшне  ÿстерессин, ĕçшĕн тÿлессин, ĕç сыхлавĕн, ĕç условийĕсене лайăхлатассин т. ыт. ыйтусене те кĕртсе хăвараççĕ. Ĕç параканпа профсоюз комитечĕ коллективлă договор  условийĕсем мĕнле пурнăçланни пирки çулталăкне икĕ хутран кая мар отчет туса параççĕ.

Унсăр пуçне районта экономикăна аталантарма, ĕçшĕн тÿлессине ÿстерсе, çынсен пурнăç шайне лайăхлатма, ĕç рынокне аталантарса ĕçпе тивĕçтерессине лайăхлатма, çынсене социаллă хÿтлĕх пама, вĕсен ĕç прависене хÿтĕлеме районта иртнĕ çулта 2003-2005 çулсем валли виçĕ енлĕ килĕшÿ йышăннă. Район администрацийĕпе районти ĕç паракансен пĕрлешĕвĕ тата профсоюз комитечĕсен председателĕсен координаци канашĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе пĕрле канашласа, сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ. Çак виçĕ енлĕ комиссин координаторĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова. Çак виçĕ енлĕ комисси республикăри виçĕ енлĕ комиссипе тачă çыхăнса ĕçлет, кварталта пĕрре хăйĕн ларăвĕсене ирттерет, кашни енĕн интересĕсене шута илсе вĕсене пĕрле сÿтсе явать.

Иртнĕ эрнере çак виçĕ енлĕ комисси, социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтусемпе хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Унта кашни енрен координаторсем тата членсем хутшăнчĕç. Ĕç паракансен пĕрлешĕвĕ енчен координатор - "Моргаушское" МСО ертÿçи - В.В. Коротников, районти профсоюз организацийĕсем енчен - агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн ертÿçи Ф.Ф. Григорьева, район администрацийĕнчен - администраци ĕçĕсен управляющийĕ А.В. Краснов.

Ларура çынсене социаллă хÿтлĕх парас, ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ăна комисси координаторĕ Н.П. Петрова ертсе пычĕ.

Йывăрлăхрисене - ятран пулăшу

Самана улшăнса пынă май пурнăç та улшăнчĕ. Халĕ тĕрлĕрен тупăшлă çемьесем пур ялсенче. Паллах, унăн сăлтавĕсем те тĕрлĕрен. Анчах та районти социаллă хÿтлĕх пайĕ пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене саккунсемпе килĕшÿллĕн яланах пулăшма тăрăшать. Кун пирки ларура социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи А.Н. Кузьмин тĕплĕн пĕлтерчĕ, ятран пулăшу парассипе епле ĕçлени çинче чарăнчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕ 1998 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче "Ачасемшĕн уйăхсерен тивĕçекен пособие тÿлессине ятран парасси çине куçасси çинчен" 362 № Постановлени кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, 1999 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ачашăн уйăхсерен тÿлекен пособие çемьери кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмест пулсан параççĕ. Иртнĕ пилĕк çула илсен, пособи тÿлессин сумми çулсерен чакса пынă. Ку вăл çемьесен тупăшĕ ÿснинчен те, ачасем сахалтарах çуратнинчен те килет. 2002 çулта 4823 ачашăн 7582,5 пин тенкĕ тÿленĕ пулсан, пĕлтĕр 4614 ачашăн - 7048,8 пин тенкĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра 4498 ачашăн 2897,4 пин тенкĕ тÿленĕ.

Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн 2001 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчи "Халăха вутă тата шĕветнă газ илме субсидисем тÿлеме пуçласси çинчен" 136 № Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, харпăр хăй çурчĕсенче  пурăнакан граждансене вутă, çĕр кăмрăкĕ тата шĕветнĕ газ илнĕшĕн субсиди параççĕ. Ку та ял çыннишĕн пысăк пулăшу. Вĕсен хисепĕ те çулсерен ÿссе пырать. 2003 çулта 2131 çемьене 4110,0 пин тенкĕлĕх, кăçалхи 5 уйăхра 828 çынна 1838,6 пин тенкĕлĕх субсиди панă. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесенчи ачасене лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетме путевкăсем уйăрса параççĕ. Кăçал паянхи куна 50 путевкăпа тивĕçтернĕ те ĕнтĕ.

Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче япаласемпе социаллă пулăшу паракан центр та ĕçлет. Вăл пурнăç шайĕ пĕчĕк тĕрлĕ категорири çемьесене тата çынсене пулăшать.

Аслă ăрури çынсене иртнĕ çулта 19 экземпляр "Достоинство" хаçат çырăнса панă пулсан, кăçал хальлĕхе - 4 экземпляр. Çынсем йывăрлăхра пĕччен тăрса юлмаççĕ, вĕсене республика бюджетĕнчен, РФ Пенси фондĕнчен те укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ, уйрăмах - Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе пурнăç шайĕ пĕчĕк, пĕччен пурăнакан пенсионерсене. Иртнĕ çулта, сăмахран, пĕччен пурăнакан 10 пенсионера газ кĕртме Пенси фондĕнчен 69,5 пин тенкĕ парса пулăшнă.

Çынсене ятран (адреслă) пулăшу пани питĕ кирлĕ тата вырăнлă. Пурнăçра такампа та тем те пулма пултарать. Çавăнпа та çынсен хуйхи-суйхине ăнланса вĕсене ытларах пулăшма кирлине палăртрĕ виçĕ енлĕ  комисси координаторĕ Н.П. Петрова.

Инвалидсене ытларах тимлĕх уйăрар

Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕ, конкуренци ĕçри çыхăнусене те нумай улăштарчĕç. Паян сывă çынсене те хăйсен специальноçĕпе килĕшнĕ ĕç тупма çăмăл мар. Инвалидсем вара ку тĕлĕшпе уйрăмах йывăр лару-тăрура. Çавăнпа та вĕсене аякран пулăшу кирлĕ. Вĕсем те вăй çитнĕ таран ĕçлеме пултараççĕ, ĕçлесшĕн те.

ЧР 2002 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи организацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем уйăрасси çинчен" 32 № Саккунĕпе, ЧР Министрсен Кабинечĕн 2003 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи 75 № Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕ 2003 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче "Муркаш районĕнчи организацисенче инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ĕç вырăнĕсем уйăрасси çинчен" 454 № Постановлени йышăннă. Районта 30 çын ытла ĕçлекен предприятисем хальхи вăхăтра 44, вĕсенче инвалидсем валли 148 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. 34 предприяти инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли кватăна пурнăçланă (иртнĕ çулхинчен 6 предприяти ытларах), 117 инвалида ĕçе вырнаçтарнă. Çав вăхăтрах кăçал хăш-пĕр предприятисем квотăна пачах пурнăçламан.

Енчен те предприяти инвалидсене пĕр çынна та ĕçе вырнаçтарман пулсан, унăн кашни инвалидшăн уйăхне обязательнăй йĕркепе 450 тенкĕ куçармалла. Кăçал "Моргаушская" МСО - 2700 тенкĕ, "Волга-Телеком" ОАО Муркашри филиалĕ - 3150 тенкĕ куçарнă.

Саккунпа килĕшÿллĕн, кашни предприятин ĕçлекенсен списокĕн 2 проценчĕ  чухлĕ инвалида (100 çын пуçне - 2 çын) ĕçе вырнаçтармалла. Анчах та Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ (1 çын), Муркашри чăх-чĕп фабрики (4 çын) пĕр инвалида та ĕçе вырнаçтарман. Муркашри кирпĕч заводĕнче, «Моргаушагропромхими» предприятире, районти почта çыхăнăвĕн узелĕче, Мăн Сĕнтĕр райповĕнче, "Чемеево", "Нива", К. Иванов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче те ку тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра районта 2140 инвалид пурăнать. Вĕсене пурне те пулăшу кирлĕ. Хăш-пĕрисем ĕçе вырнаçнă пулсан, теприсен умĕнче хальлĕхе ку ыйту çивĕч тăрать-ха. Çавăнпа та кашни предприятин квотăпа килĕшÿллĕн инвалидсене ăнланса ĕçе вырнаçтармалла. Вĕсен пурнăçĕнче те кăшт та пулин тĕкĕ пултăр.

Килти хушма хуçалăх пĕлтерĕшĕ ÿссе пытăр

Раççей Федерацийĕ 2003 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче, "Харпăр хăй хушма хуçалăхĕ çинчен" 112-Ф3 № Федераллă саккун йышăннă. Унсăр пуçне ЧР Президенчĕ те кăçалхи январĕн 8-мĕшĕнче "Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли тата яллă вырăнсенче ĕç эффективлăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен" 1 № Указ йышăннă. Çавна май районта "Муркаш районĕнче 2004-2006 çулсенче килти хушма хуçалăха аталантарасси" программа хатĕрленĕ, ăна март уйăхĕнче депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ. Ку пĕрре те ахальтен мар. Ял хуçалăх производство кооперитвĕсенче продукци илесси чакса пырать. Çавна май çынсем ĕçрен пушанса пыраççĕ. Ял хуçалăх продукцийĕн иккĕ-виççĕмĕш пайне ял çыннисем паян килти хушма хуçалăхра туса илеççĕ.  Хальхи вăхăтра ялта пурăнакан ĕçлес çулсенчи 6,5 пине яхăн çын харпăр хăй хуçалăхĕнче ĕçленипе кăна пурăнать. Çителĕклĕ чухлĕ тупăш илес тесен килти хуçалăхсене аталантарса пымалла.

Районта йышăннă программăн тĕп тĕллевĕ вара - харпăр хăй хушма хуçалăхĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшса вĕсен тупăшне ÿстересси* ял çыннисен пурнăç шайне лайăхлатасси* килти хушма хуçалăхри çынсен экономика интересĕсене хÿтĕлесси. Çак тĕллевсене пурнăçлани ытларах ял çыннине ĕçпе тивĕçтерме май парать. Ăна валли вара тĕрлĕ мероприятисен комплексне пурнăçламалла, чи малтанах çынсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса парса, ял хуçалăх продукцине тупăшлă вырнаçтарма пулăшмалла т. ыт. те. Çакăн пирки тĕплĕн пĕлтерчĕ ларура район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова.

Хальхи вăхăтра республикăра яллă вырăнсенче ĕçе чи лайăх йĕркелеме проект тăратасси пирки конкурс ирттерме положени хатĕрлеççĕ.

Кашни çын тивĕçлĕ ĕç туптăр

Кун йĕркинчи тăваттăмĕш ыйту районти ĕçсĕр çынсене профориентаци, психологи пулăшăвĕ парасси, вĕсен ĕç квалификацине ÿстересси, çĕнĕ специальноçсене вĕрентесси пирки пулчĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта хальхи ĕç рынокĕнче граждансен конкуренцие чăтаслăхне ÿстерес, ĕç вăйĕн пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ.

Кăçалхи июнĕн  1-мĕшĕ тĕлне, сăмахран, 1736 çын профориентаци пулăшăвне илнĕ, вĕсенчен 1025 çынна професси тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ консультаци панă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи 46 вĕрентÿ учрежденийĕнче 100 ытла профессие вĕрентеççĕ. Ку ĕçе Халăха ĕçпе тивĕçтерекен федераллă патшалăх службин республикăри департаменчĕ урлă йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсенче хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче мĕнле специалистсем ытларах кирлине шута илсе вĕрентеççĕ т. ыт. те.

Виçĕ енлĕ комисси ларăвĕнче кашни ыйтупах тивĕçлĕ решени йышăнса хăварчĕç. Сÿтсе явнă ыйтусем пурте паянхи куншăн çивĕч тăраççĕ. Вĕсене пурнăçласси вара пурте пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшнинчен килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика