30 июня 2004 г.
"Ньюкаслская болезнь" латинларан вырăсла куçарсан "псевдочума", чăвашла суя чума пулать. Ку чире 15 кунхи чĕпĕрен пуçласа чăхсем çеç чирлеççĕ, вăл хур-кăвакалсене пырса тивмест.
Ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераллă служби пĕлтернĕ тăрăх Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан граждансен килти хушма хуçалăхри чăххисем юлашки çулсенче ньюкасл чирĕпе чирленĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Мĕн-ха вăл ньюкасл чирĕ, мĕнре палăрать вăл?Ньюкасл чирĕ чăхсене ерекен тата вĕсем хушшинче питĕ хăвăрт сарăлакан чир. Вăл йывăррăн та хăвăрт иртнĕ чух чăхсен аппетит çук, чăх пусăрăнчăк, час-часах пуçне хурса выртать, куççуль юхтарать, ÿсĕрет, краклатнă евĕр сасă кăларать, температура (яланхи 42 градус) ÿссе каять, юнлă варвитти пуçланать, чăх тайкаланса утма пуçлать те вилет. Çак чирпе чирленĕ чăхсем 90 процент ытла вилеççĕ. Чир ерекенни пулнăран килти хушма хуçалăхри чăхсен кĕтĕвĕ кĕске хушăрах пĕтме пултарас хăрушлăх пур. Чăхсене асăннă чирĕн вăраха каякан тĕсĕ ерсен, лару-тăру чăхсен параличĕпе вĕçленет.
Ку чир пирĕн ялсене епле килсе кĕме пултарать-ха? Хуравĕ - ял çыннисем унтан та кунтан чăх-чĕп туяннинчен. Эпир ку таранччен Муркашри чăх-чĕп фабрикинчи чăхсене ньюкасл чирĕнчен тăтăшах вакцинăласа тăрса тата тăратпăр та. Ял халăхĕ вара коммерсантсенчен Мари Элтан, Чул хуларан, Тутарстанран т. ыт. те килекен чăх-чĕпсене туянать. Каламалла, çав чăх-чĕп сутакансен вĕсене илнĕ фабрикăра ньюкасл чирĕпе епле лару-тăру пулнине пĕлтерекен документсем çук. Çавăнпа та ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсенчи чăххисем çак чирпе чирлес хăрушлăх пысăк. Ерекен чир килтен киле те куçма пултарать. Çакна шута илсе ял çыннисен чăххисене ньюкасл чирĕнчен вакцинăласси кун йĕркинче тăрать. Ял çыннисен чăххисем çак чирпе чирлесе ан пĕтчĕр тесе çывăх вăхăтрах чăхсене вакцинăлас ĕçе пуçăнатпăр. Ăна валли выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире вакцина çителĕклех. Вакцина тÿлевсĕр пулать, ăна чăхсене 15 кунхи чĕпсенчен пуçласа шывпа хутăштарса памалла.
Ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераллă служби пĕлтернĕ тăрăх, чăхсем ньюкасл чирĕпе чирленĕ вырăнсене Смоленск, Чул хула, Брянск облаçĕсенче тата Алтай крайĕнче тупса палăртнă. Анализ çакна кăтартать: чир вакцинăламан чăхсене ернĕ. Çак хăрушлăха сарăлма парас мар тесе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Тĕп ветеринари управленийĕ ялсенчи пур хуçалăхри чăхсене те асăннă чиртен вакцинăлас ыйтăва тăратать. Ял çыннисем çакна тĕрĕс йышăнса хак парасса шанатăп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"