Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьере телей хуçаланать.

03 июля 2004 г.

 

Чăваш-йăваш,тенĕ ĕлĕк халăхра. Вăл çаплах пулĕ-ха. Анчах та чăваш çыннин кăмăл-сипечĕн чи паха енĕсем йăвашлăх мар-ĕçченлĕх тата сăпайлăх .Паянхи çамрăксем хушшинче ,самани улшăннине кура, темле çынсем те пур ĕнтĕ.Хăшĕ-пĕрисем лайăх вĕренсе тухса ĕçре пултарулăх кăтартаççĕ,теприсем вара ĕçлеме ÿркенсе эрех черкки патне туртăнаççĕ, хăйсене киревсĕр тытаççĕ. Телее, ун пеккисем нумай мар паян.

    Иртнĕ ĕмĕрте çуралнисем хушшинче вара нимĕнле ĕçе те тиркемен, хăйсен тивĕçĕсене кирек ăçта та тÿрĕ к ăмăлпа пурнăçлакан çынсем нумай пулнă, вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ пурнăç малалла кайса пынă. Халĕ те район хастар çынсемпе пуян.

   Çын мĕнле пуласси çемьери воспитанирен те, харпăр хăйĕн чун туртăмĕнчен те нумай килет. Пурнăçри йывăрлăхсем вара çирĕп кăмăллисене вăй парса, малалла туртса пыраççĕ. Манăн паянхи сăмах хамăр районти çав тери ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм çинчен.

    Вăл-В.С.Михайлова . Василиса Степановна Тушкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Кĕçĕн Чураш ялне качча тухса çемье çавăрнă.

    Иртнĕ ĕмĕрти вăтăрмĕш çулсем ялсемшĕн аталану тапхăрĕ пулнă, колхозсем йĕркеленнĕ. Çавна май йывăрлăхсем те çынсем çине сахал мар тиеннĕ. Василиса йышлă çемьере ÿснĕ. Вĕсен 7ача пулнă, вăл-4-мĕшĕ. Вĕсен çемйи ĕçчен те туслă пулнă. Ашшĕ ăста тимĕрçĕ пулнă май таврара ырă ята тивĕçнĕ. Вă рçă вăхăтĕнче Мускавра самолетсем юсанă. Пултаруллă пулнă пирки кунта та вăл часах хисепе тивĕçнĕ. Ăна унтах юлма ÿкĕтленĕ, анчах вăл килĕшмен. Чунĕ тăван ялах туртăннă.

    Ыттисен пекех Василисăн ачалăхĕ те вăрçă çулĕсенче иртнĕ. 4  класс кăна вĕренме май килнĕ ăна. Çавна май ачаллах ĕçе кÿлĕннĕ.

    Василиса Степановна 1956 çулта çемье çавăрать. Хăйĕн пекех ĕçчен те пултаруллă çынпа телейне тупать. Унăн мăшăрĕ, Пантелеймон Михайлович Михайлов, ĕмĕрĕпе Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра водительте ĕçленĕ.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк питĕ вĕренесшĕн çуннă . Анчах укçа çитменнине пула 7çул вĕреннĕ хыççăн пăрахма тивнĕ. Çавăнпах пулĕ вăл ачисене вĕрентме тăрăшнă. Водителе вăл çарта вĕреннĕ. Хуçалăхра вăл ăста водитель пулнă.Хăйĕнчен çирĕп ыйтаканскер, ырă тĕслĕхпе çамрăксене хавхалантарса тăнă.

    Василиса Степановна та хăйĕн мăшăрне тивĕçлĕ пулнă ĕмĕр тăршшĕпех. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çул ытла. Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра пĕр ĕçрен те юлман вăл, лашапа та ĕçленĕ. Вăл анчах-и тата. Çав вăхăтрах клубра техслужащи пулса та вăй хунă. Колхозри, килти ĕç, ачи-пăчи...Мĕнле ĕлкĕрсе çитернĕ-ши пур çĕре те.Епле тĕлĕнтереççĕ чăннипех чăваш хĕрарăмĕсем хăйсен чăтăмлăхĕпе! Сахал-и ун пек хĕрарăмсем чăвашра. Çĕре çити пуç таймалла вĕсен умĕнче.

     Василиса Степановна ял-йышра та, хуçалăхра та пысăк хисепре. Ăна çулталăк итогĕсемпе те сахал мар парнесем панă. Вăл «Ĕç ветеранĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ятсене, сахал мар Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

     Пултаруллă та хастар хĕрарăм мăшăрĕпе 4ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Апат-çимĕç, кукăль-пÿремеч пĕçернипе пĕрлех çĕлеме те, çыхма та, тĕрлеме те ăста пулнă вăл, пир те тĕртнĕ. Пушă вăхăта алă усса ларса сая яман амăшĕ, чунĕ пĕрмаях  канăçсăр пулнă унăн.Ачисемшĕн паян та вăл ырă тĕслĕх пулса тăрать.

     Аслă хĕрĕ Нина И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен пединститутăн вырăс чĕлхипе литературин факультетне, нумаях пулмасть патшалăх службин Атăлпа Вятка академине пĕтернĕ. Римма та пединститутрах вĕренсе физикăпа математика учителĕн дипломне алла илнĕ, халĕ Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри шкулта ĕçлет.

   Василиса Степановна килте Геннадий ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Геннадий-«Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ, халĕ Суворов яч. хис. хуçалăхра водительте тăрăшать. Унăн мăшăрĕ те, Любовь Алексеевна, хуçалăхра зоотехник пулса ĕçлет. Виçĕ ăру килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ пĕрле.

   Кĕçĕн ывăлĕ, Михаил, Ржев хулинче текстильнăй техникум пĕтернĕ, халĕ кавирсем тĕртнĕ çĕрте тимлет. Василиса Степановна Михайлована паян 10 мăнукĕ савăнтараççĕ. Пурте патмар, çирĕп сывлăхлă ÿсеççĕ вĕсем.

    «Çемье- халăхпа патшалăх тĕрекĕ.Çирĕп те туслă çемье пурнăçра тĕл пулакан нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть», тенĕ чăвашсене çутта кăларассишĕн нумай ĕçленĕИ.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче. Çакăн пек çынсен шутне Василиса Степановнасен çемйине те çирĕппĕнех кĕртме пулать. Пĕрне-пĕри итлесе, ăнланса, килĕштерсе ĕçлесе пурăнаççĕ вĕсем.

Нумаях пулмасть вара Василиса Степановна хăйĕн 70 çулхи юбилейне турĕ.Çав ятпа ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем ырлăх-сывлăх, телей сунса ăшшăн саламларĕç ăна. Канлĕ те вăрăм пултăр ĕмĕрÿ, ачусемпе чылайччен савăнса пурăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика