Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçарулăха чакармĕç

22 августа 2011 г.

Çурла уйăхĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем - ăнса пулнă тыр-пула йĕркеллĕ пухса кĕртесси, кĕрхи культурăсене акма пуçласси, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленесси. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă май çак ĕçсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслерĕ, çавăн пекех ялти пĕчĕк бизнес предприятийĕсем еплерех “сывланипе” кăсăкланчĕ.

Чи малтан Мăн Сĕнтĕрти “Сĕнтĕр-Çăкăр” ООО цехĕсене кĕрсе курчĕ. Ку предприяти пĕчĕк бизнеса пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн çăмăллăхлă кредит илнĕ, оборудование çĕнетнĕ. Халĕ кунта çăкăр-булка çеç мар, кондитер изделийĕсем те пĕçереççĕ, алкогольсĕр шĕвексем кăлараççĕ. “Конкуренцие çĕнтерес тесен, вăл вара сирĕн тытăмра самаях пысăк, пахалăхпа хаксен килĕшÿлĕхĕ кирлĕ”, - терĕ Президент. Çакна, паллах, предприяти ертÿçисем те пĕлеççĕ, çавна май вĕсем хăйсен продукцине Шупашкарти тата Мари Элти тата нумайрах лавккана ăсатма пуçласшăн.

Мăн Сĕнтĕрте пластик чÿречесем те хатĕ­­рлеççĕ - ку енĕпе Шупашкарти “Карина” фирма тăрăшать. Ĕçлекенсен хушшинче Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнакансем те, Муркаш тăрăхĕ­­нче тĕпленнĕ çынсем те пур. “Эпир çак тăрăха ахальтен суйласа илмерĕмĕр - вырăнти влаçпа пĕр чĕлхе тупрăмăр, вăл пире фирма уçма чăрмантармарĕ”, - палăртрĕ предприятин тĕп инженерĕ Игорь Каринкин.

Ĕçлĕ ушкăн Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине те тĕрĕслерĕ. Михаил Игнатьев асăрханă çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме, çурт тăррине авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен юсама хушрĕ. Вăл шкултан вĕренсе тухакансем ытларах чухне мĕнле специальноçсене суйланипе те кăсăкланчĕ. Кăçал аттестат илнисем машиностроени, электротехника, электроэнерги, агроинженери, физикăпа математика факультечĕсен студенчĕ­­сем пулса тăнă-мĕн. “Ачасем малашне мĕнле çул-йĕрпе утасси сирĕнтен те килет”, - терĕ Михаил Васильевич паянхи ĕç рынокĕнче экономистсемпе финансистсем мар, техника пĕлĕвĕллĕ специалистсем ытларах кирлине палăртнă май.

“Оринино” ЯХПКра çав кун кĕрхи ыраш акма пуçланă. Пĕтĕмпе кĕрхисене 410 гектар акма палăртнă. Хуçалăх ертÿçи Юрий Шишокин вăрлăх пахалăхĕ пирки сăмах пуçарчĕ. Тухăç мĕнле пуласси унран нумай килет-çке. ЯХПК туллăн элита вăрлăхне илесшĕн, анчах ăна çăмăллăхпа туянмалли лимит пĕтнĕ-мĕн. Республика ертÿçи çакăнпа çыхăннă лару-тăрăва кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх пĕтĕмлетессине, хăш-пĕр район усă курман лимита хастаррисене валеçсе парассине пĕлтерчĕ.

Район центрĕнче Михаил Игнатьев 48 хваттерлĕ çурт строительстви мĕнле пынипе интересленчĕ. Ăна пĕлтĕр кĕркунне тума пуçланă, авăн уйăхĕнче хатĕр пулĕ. Çак çуртри 8 хваттер - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем тата вилнĕ салтаксен арăмĕсем валли. Президент “Универмаг” ОООра хаксемпе, продукцие ăçтан илсе килнипе кăсăкланчĕ, вырăнти тавар ытларах пулмаллине аса илтерчĕ.

Район администрацийĕнче иртнĕ канашлура Муркаш районĕн кăçалхи 7 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç, 2020 çулчченхи Стратегире мĕн палăртни еплерех пурнăçланса пынине сÿтсе яврĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Юрий Иванов хăйĕн докладĕнче çитĕнÿсем /ял хуçалăх продукцийĕн производствин, тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ ÿсни, шалу виçи пысăкланни т.ыт.те/ çеç мар, йывăрлăхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх кÿнĕ сиен халĕ те палăрать-ха. Калăпăр, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакать, çавна май продукци туса илессин шайĕ пĕчĕкленет. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче ĕне выльăх шучĕ 386 пуç сахалланнă. Çак кăтартăва пăру илесси чакни тата кĕтÿре пушмак пăрусен шутне ÿстерменни те япăх витĕм кÿрет. Муркашсене çулсем начарри тата шыв ыйтăвĕ те пăшăрхантараççĕ. Юрий Александрович пĕлтернĕ тăрăх - ялсенче шывпа тивĕçтерекен тытăмсене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех тунă, çавна май нумайăшĕ кивелнĕ, юрăхсăра тухнă. Вĕсене тĕпрен юсамалла. Чăваш Енре халăха пахалăхлă таса шывпа тивĕçтермелли программа пурнăçа кĕрет. Тен, çак ыйтăва ăна тĕпе хурса татса пама май килĕ?

Михаил Игнатьев Президент бюджет тытăмĕ­­нче тăрăшакансен ĕç укçи çывăх вăхăт­­­­­рах ÿсессине пĕлтерчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен хăйсен сайчĕсенчи информацие çĕнетсех тăмалли çинчен асăрхаттарчĕ, ача сачĕсен черечĕн ыйтăвне икĕ çултанах татса пама май пуррине каларĕ. Муркашсене малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика