Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунăм райпо пурнăçĕнче

01 июля 2004 г.

 

Зоя Леонтьевна Синичкина 1924 çулта Муркаш ялĕнчи вăтам хресчен çемйинче çуралнă. 1941 çулта Муркашри вăтам шкул хыççăн Шупашкарти учительсен институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах шăпа пÿрнипе ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне Муркаш райпо аталанăвне панă. Халĕ ăна сăмах.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пырать. Вĕренме йывăр. Талонпа кунне 400 грамм çăкăр параççĕ. Çимелли çитмен пирки Шупашкартан яла çуран çÿресе мĕн май килнĕ çавна хулана илсе каяттăмăр. Институтра 2 уйăх вĕреннĕ хыççăн Харьковри электроаппарат завочĕ куçса килни, ăна пирĕн института вырнаçтарасси пирки  пĕлтерчĕç. Институт Сĕнтĕрвăрине куçса кайрĕ. Эпир 5 хĕр унта каймасăр куççульпех вĕренĕве пăрахса яла таврăнтăмăр. Киле килсенех Сăр юханшывĕ хĕрне окопсем чавма, антан Атăл леш енчен Чапаев поселокне турф турттарма ячĕç. 1939-1946 çулсенче ВЛКСМ членĕ, хыççăн 1991 çулччен КПСС членĕ пулнăскер нихăш йывăрлăх умĕнче те пуç усман. 1947 çулта качча тухрăм, ывăл çуратса ÿстертĕмĕр, аслă пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр.

1951 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкарти суту-илÿ шкулне çулталăклăх вĕренме кĕтĕм. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Муркашри райпотребсоюз бухгалтеринче ĕçлеме пуçларăм. Ĕçри тăрăшулăха курса-тăр 1954 çулта аслă бухгалтер çумне ĕçлеме шанчĕç. 1961 çулхи сентябрь уйăхĕнче - тĕп бухгалтерта. Райпотребсоюзра ĕçленĕ çулсенчех Хусанти потребкоопераци техникумне куçăмсăр вĕренсе пĕтертĕм, совет суту-илĕвĕн бухгалтерĕ пулса тăтăм (1957 çул). Хушнă тата шаннă ĕçе яланах тирпейлĕ пурнăçлама тăрăшрăм. Çапла вара райпоран куçарнипе 1970-1973 Çулсенче Муркашри апат-çимĕç комбинатĕнче тĕп бухгалтерта ĕçлерĕм. Хыççăн каллех райпона таврăнтăм, инвентаризатор пулса ĕçлерĕм. Юлашки вăхăтра (1983 çул) ревкомисси председателĕнче вăй хутăм.

Райпо тытăмĕнче нумай ĕçленĕрен аса илмелли те чылай. Акă, 1962 çулта Чăвашпотребсоюз делегацийĕпе Мускавра Раççейри потребкоопераци конференцине хутшăнма, хыççăн Çăлтăр хулара Андриан Николаев космонавт патĕнче хăнара пулма тÿр килчĕ. 1963 çулта ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата бухгалетри ĕçне çÿллĕ шайра тытса пынăшăн мана Чăвашпотребсоюзăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç. Муркашсем те тăрăшуллă ĕçпе Чăвашпотребсозăн тата центросюзăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавĕсене плансене ирттерсе тултарнăшăн кварталтан квартала илсе тăратĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика