Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалист асăрхаттарать

26 июня 2004 г.

 

 

Пĕрремĕш çул кăна мар Анголăра ĕçлесе пурăнакан Çĕнĕ Шупашкар çынни, киле отпуска таврăнсан, хăйне шăнтса пăрахнипе аптраса ÿкнĕ. Диагноз - тропик сивчирĕ. Шăпах çак чирпе чирлекенсене шăнтса пăрахма пултарать, температура 40 градуса çити хăпарать е иртет те, мышцăсемпе пĕвер ыратма пуçлаççĕ. Ытларах чухне ÿт температури тепĕр 6-8 сехетрен хăвăрт пĕчĕкленсен те чирлĕ çын вăйлă тарлать. Енчен те вăхăтра сипленме тытăнмасан, чирĕн çак паллисем кашни 1-2 кунран тепĕр хут палăраççĕ, чир тата шаларах кайма пултарать.

Пĕр шутласан, маляри (сивчир) чирĕ пирĕн тăрăхра алхаснине тахçанах пĕтернĕ темелле. Анчах та республикăра çак чирпе чирлекенсене çулленех тупса палăртаççĕ, çак чир республика территорийĕнче сарăлас хăрушлăх пур. Калăпăр, пĕр маляри вăрăмтуни, çынна çыртса, тепĕр 40 ытла çынна чирлеттерме пултарать. Çав вăхăтрах юлашки çулсенче çынсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿресси, пурăнма вырнаçасси палăрмаллах ÿсрĕ. Çыннăн çак хăрушă чире пирĕн патра сарма пултаракансен шутĕнче  ку тăрăха Таджикистанран, Азербайджанран тата тропик тăрăхĕнчи çĕршывсенчен куçса килекенсем. Шăпах çак вырăнсенче маляри уйрăмах вăйлă сарăлнă. Асăннă тăрăхра пулнă туристсемпе коммерсантсем, беженецсем, ют çĕршывсен гражданĕсем, çав шутра студентсем те çÿлерех асăннă чире сарма пулăшакансен шутне чи малтанах кĕреççĕ те. Çавăнпа та, тропик зонинче вырнаçнă çĕршывсене ĕçлĕ çыхăнупа е ытти тĕллевпе тухса каякансен врач палăртнă тăрăх маляри чирне çывăха ярас мар тĕллевпе ятарлă препаратсене йышăнмалла.

Маляри чирĕпе чирлес мар тесен, чи малтанах маляри вăрăмтунисем çыртасси- сăхассинчен асăрханмалла. асăннă вăрăмтунасене çунаттисем çинчи хура пăнчăсем пуррине уйăрса илме пулать.

Çак юн ĕçекенсене хăратмалли тĕп мелсем - чÿречесене сеткăпа картални, ятарлă кремсемпе аэрозольсем тата ытти хатĕрсем. Вăрăмтунасем йышлă ан ĕрчеччĕр тесен вара пысăках мар шыв лупашкисемпе канавсене тата шăтăксене хăйăрпа е тăпрапа хупламалла, пичкесемпе каткасене тата шыв тытакан ытти хатĕрсене витсе тăмалла, унти шыва тăтăшах улăштармалла.

Асăннă çак тата ытти мерăсене вăхăтра йышăнсан тата пĕр пăркаланмасăр пурнăçласан сире маляри чирĕ ерес хăрушлăх çук.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика