Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ технологипе ĕçлесен малалла каятпăрах

22 июня 2004 г.

Юлашки çулсенче Муркаш районĕнчи «Сундырский» ял хуçалăх предприятийĕ малта пыракансен йышне кĕрес тесе çине тăрса ĕçлет ,Паянхи кăларăмра хуçалăх ертÿçи Андрей Николаевич Пихтеров хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарать.

 Республика кунне, каламасăрах паллă ĕнтĕ, лайăх кăтартусемпе кĕтсе илмелле .Çапла тума тăрăшатпăр та ĕнтĕ. Калăпăр, çурхи ĕçсене пĕлтĕрхинчен чылай тĕплĕнрех те васкавлăрах вĕçлерĕмĕр. Иртнĕ çулсенчи пекех кĕрхи культурăсене пысăк вырăн патăмăр. Мĕншĕн тесен тухăç парас потенциалĕ вĕсен ытларах . Кун пирки , кĕрхи культурăсемпе çине тăрарах ĕçлемелле пирки, Ял хуçалăх министерствинче ирттернĕ канашлура та витермеллех каларĕç. Чăнах та, ыраш самаях тупăш парать. Пăрçа йышши культурăсене те манмастпăр. Кăçал рапспа та ĕçлесе пăхасшăн. 150 гектар таранах лаптăк уйăртăмăр. Вăрлăх туса сутасшăн. Палăртарах каласан ÿсен-тăран отраслĕ пирки пирĕн пуç ыратмасть. Мĕншĕн тесен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кĕркунне ăçта вырнаçтарассине пĕтĕмпех палăртса хунă.

        Ман шутпа, паянхи кун кашни хуçалăхăн хăйĕн тĕп çул-йĕрĕ пулмалла. Ял хуçалăх предприятийĕ вырнаçнă тăрăхра мĕнле отрасль, мĕнле культура ытларах тупăш парать- çавсене мала хумалла. Хальлĕхе, чылай чухне  сапаланарах ĕçлетпĕр. Çакă чăрмантарать те пире сулмаклăрах аталанма. Рынок тапхăрĕнче , конкуренци çав тери витĕм кÿнĕ чухне, яланах шыравра пулмалла. Пысăк тухăç паракан çĕнĕ технологисене, çĕнĕ меслетсене ытларах çул памалла .

    Çавăн пекех эпир  выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тата та хăватлăрах усă курасшăн. Пирĕн 700 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх. Сĕт сутса самаях услам тăватпăр. Сысна ĕрчетес енĕпе те хамăрăн чикĕсене анлăлатса пыратпăр, йыша 700 пуç патнеллех çитертĕмĕр. Паянхи кун унăн хăй хаклăхне чакарас тĕлĕшпе çĕнĕ меслетсем шыратпăр. Майне-шывне тупрăмăр тесен те юрать пулĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи «Учхозра» пултăмăр, вĕсен опычĕпе паллашрăмăр. Сыснасене эпир те типĕ апат-çимĕçпе тăрантармалли меслет çине куçма тĕллев тытрăмăр. Паллах, ăна пурнăçа кĕртес тесен фермăри витесенче хăш-пĕр реконструкци ĕçне туса ирттермелле пулать. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне пĕр вĕçĕмех аталантарса пымалла . Мĕншĕн тесен унран çулталăк тăршшĕпех тупăш килсе тăрать. Унăн тÿпи , хуçалăх кассине кĕрекен  укçа-тенкĕн тÿпи , 65 процент шутланать. Выльăхпа туллинрех те лайăхрах ĕçлемеллине çак цифра яр уççăнах кăтартать .

    Ял хуçалăхĕнчи лару-тăру çăмăлах мар пулсан та пĕлтĕр эпир япăх ĕçлемен ,çулталăка тăкакпа вĕçлемен . Кăçал тупăш хисепне ÿстеретпĕрех . Майсем пур . Халăх та çине тăрарах ĕçлет . Техника паркне çĕнетсе пынипе те палăртнисене  тухăçлăрах пурнăçлăпăр. Эпир кашни çулах тĕрлĕ программа , лизинг урлă пĕрер-икшер техника туянатпăр , çавăнпа та хăш-пĕри пек «техника паркĕ юхăнса çитрĕ» тесе нăйкăшмастпăр , такам килсе туса парасса , такам пулăшасса кĕтсе лармастпăр . Халĕ хамăра ытларах шанмалла , хамăрăн вăрвартарах пулмалла . Паллах , патшалăхăн та ял хуçалăхĕ çине тимлĕрех пăхмалла.  Туса илнĕ продукцие тупăшлăрах вырнаçтарма майсем туса памалла . «Импорт» текен сăмахпа сахалтарах усă курмалла . Ютрисене мар , хамăрăн тавар туса илекенсене аталанса пыма хевте памалла .

     Яла çамрăклатас, яшсемпе хĕрсене ялта хăварас тесе чылай ĕç туса ирттеретпĕр .Çын авлансан , качча кайсан , ача çуратсан , салтака кайсан , салтакран килсен хăйсен уйăхри вăтам ĕç укçине преми шучĕпе паратпăр . Çурт-йĕр çавăрнă чухне кайран ĕçлесе татмалла проц ентсăр ссуда паратпăр , техникăпа та , строительство материалĕсемпе те пулăшатпăр . Çавăн пекех пенсионерсене те манмастпăр, май килнĕ таран пулăшу кÿретпĕр .

     Пĕр вăхăт (хăш-пĕр чухне халĕ те ) пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен малашлăхĕ çук тесе нумай шавларĕç . Кун пирки эпĕ çакна каласшăн , пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемсĕр , кăна пурнăç та кăтартса пачĕ , пурнăçа самайлантарса пыраймастпăрах . Унăн малашлăхĕ пурах . Хăвăрах куратăр ĕнтĕ , юлашки икĕ-виçĕ çулта çеç ял хуçалăхне мĕн чухлĕ техника килчĕ . Вун-вун предприяти хăйсен ĕçне çĕнĕ технологисемпе , çĕнĕ меслетсемпе туса пыма тытăнчĕ. Эпир те акă , кăçалхи акара эксперимент турăмăр, тĕш тырăпа пăрçа йышши  культурăсене биологи им-çамĕпе акрăмăр . Патшалăх заказĕсене чĕртсе тăратсан,паллах ĕнтĕ, пирĕн ĕç тата та кал-кал пырĕ , ял халăхĕ те пуянрах пурăнма тытăнĕ . Халĕ те эпир ĕçшĕн тÿлессине ÿстерсех пыма тăрăшатпăр .Предприятире ĕçлекенсен, калăпăр, дояркăсен , уйăхне 3 пин патнелле ÿксе пырать . Механизаторсен те япăх мар . Ĕçлемелле , кашнийĕнех хăйĕн вырăнĕнче çанă тавăрса ĕçлемелле. Вара укçи-тенки те , ытти те пулать .

     Республика уявĕ çывхарса килнĕ май чылай çул хушши ĕнтĕ тăрăшса ĕçлекен Валерий Шачков механизатора, Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиатне Александр Морозов çамрăк  механизатора , Ирина Парфенова , Надежда Колесникова , Маргарита Блинова выльăх пăхакансене тата ытти нумай-нумай ĕçчене тав сăмахĕ   к алас килет . Малашне те сатур пулма ырлăх-сывлăх , телей сунатăп .

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика