Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тĕп тĕллев- халăхăн пурнăçне лайăхлатасси»

22 июня 2004 г.

Пирĕн тĕп тĕллев- халăхăн пурнăçне лайăхлатасси»   -Юрий Александрович,Муркаш районĕ экономикăпа социаллă пурнăç таланăвĕнче республикăри ытти тăрăхран палăрарах тăрать. Çакна, ман шутпа, Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Ĕçпе юрă уявне ирттерме сирĕн района ятарласа килни те яр уççăнах çирĕплетет.Сулмаклă аталанса пынин тупсăмĕ мĕнре, ăна камсем тата хăш предприятисем туптаççĕ; Вĕсене отрасльсем тăрăх-выльăх-чĕрлĕх, ÿсен –тăран ,промышленноç - ятран палăртар-ха.

-Пирĕн районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕнчи улшăнусем,ÿсĕмсем район çыннисем тăрăшнипе,предприятисемпе учрежденисен,организацисен ертÿçисем район администрацийĕпе килĕштерсе, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленипе пулса пыраççĕ.

Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтри тапхăрпа танлаштарсан  продукци 19 хут ытларах туса кăларнă(ертÿçи-А.Мухамадиев),»Моргаушкорм» предприяти-32 процент(ертÿçи-Д.Анисов),»Сундырь-Хлеб» предприяти 20 процент нумайрах продукци туса кăларнă(ертÿçи-Л.Ильгечкин).

 Ял ĕçченĕсем те мĕн пур йывăрлăха пăхмасăрах ÿсĕмлĕ ĕçлеме тăрăшаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе пĕр тикĕс ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен «Ударник» (ертÿçи-П.Давыдов),»Свобода»(К.Сретинский),»Герой»(В.Тюрин),»Оринино»(Ю.Шишокин),»Восток»(М.Шишокин) ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.Муркашри чăх-чĕп фабрики кашни чăхран 305 çăмарта илсе Европа шайне тухрĕ(ертÿçи-Н.Ванеркин).

Суту-илÿ,хатĕрлев сферисенче пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ çулленех ÿссе пырать. Раççей шайĕнчи ăмăртусенче Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райпосен ĕçченĕсем яланах призлă вырăнсем йышăнаççĕ.Б.Андреев тата Л.Майкова ертÿçĕсене ырă ятпа асăнассăм килет.

Халăха вĕрентес,сывлăха сыхлас, культура тата ытти отрасльте те пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ.Кăçал пирĕн район 60 çул тултарнă çул.Çавна май çак тапхăрта ырă ĕçпе палăрнă чылай ĕç  династийĕсене те палăртас кăмăлăм пур. Районта Федоровсемпе Волковсене(вĕсен вĕрентÿри ĕç стажĕ 828 çул),Авдеевсене(528 çул),Васильевсемпе Афанасьевсене (320çул) тата ытти вун-вун çемьене лайăх пĕлеççĕ,вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ,

-Юлашки икĕ çулта республика ял хуçалăхĕ Самаях хавшарĕ Пек туйăнать. Унта та кунта «панкрут»,»реструктуризаци» сăмахсем часах илтĕнеççĕ.Сирĕн районта та тупăшсăр ĕçлекен  ял хуçалăх предприятийĕсем çук мар-тăр; Мĕн чăрмантарать вĕсене ăнтарса ĕçлекенсемпе пĕр тан утмашкăн;

-Чăнах та, пирĕн районта та тупăшсăр ĕçлекен  ял хуçалăх предприятийĕсем пур.Финанс тĕлĕшĕнчен  лару-тăрăва лайăхлатмалли программăна 21 хуçалăх кĕнĕ.

Агропромышленноç комплексне аталантарма чăрмантаракан сăлтавсем çакă пулĕ: ял-хуçалăх специалисчĕсем çитменни,хăш-пĕр ертÿçĕ паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе тан пыманни,минераллă удобрени,хими тĕлĕшĕнчен  хÿтĕлемелли хатĕрсем,газ,электроэнерги,çунтармалли-сĕрмелли материалсем,техника,саппас пайсем куллен хакланса пыни,производство технологине пăхăнса ĕçлеме техника илмешкĕн  укçа-тенкĕ çитменни,ял хуçалăх таварĕн  хакĕ тивĕçлĕ шайра пулманни.

-Юрий Александрович,эсир хăвăрăн пурнăçăра çĕр ĕçĕпе,ял пурнăçĕпе çыхăнтарнине шута илсе Раççей анлăшне тухса çакăн пек ыйту парас килет: Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, çĕршывра туса илекен ял хуçалăх продукчĕсен 59 процентне килти хушма хуçалăхра ĕçлекенсем,пахчаçăсем,фермерсем çитĕнтереççĕ. Çавна май,сирĕн шутпа,пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем валли уйăракан патшалăх пулăшăвĕн çуррине вĕсене памалла мар-и;

-Тĕрĕсех,ял хуçалăх таварĕсен иккĕ виççĕмĕш пайне ял çыннисем килти хушма хуçалăхра туса илеççĕ. Пирĕн районта çынсен харпăрлăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем 12028 пуç, вăл шутра сăвакан ĕнесем-8839,2962 пуç сысна,8911 пуç сурăхсемпе качакасем. Çав вăхăтрах хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие  вырнаçтарас-сутас ыйту çивĕч тăрать. Раççей Федерацийĕн «Килти хушма хуçалăх çинчен» саккунне тата ЧР Президенчĕн «Ялти ĕç эффективлăхне ÿстерес тата çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен» указне пурнăçлас тĕллевпе,пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче,депутатсен пухăвĕнче районта 2004-2006 çулсенче килти хушма хуçалăха аталантарассипе программа йышăнтăмăр.Çав программăна пурăçлас тесе тата килти хушма хуçалăхсен экономика интересĕсене хÿтĕлеме «Лига» организаци йĕркелерĕмĕр.Малашне,ял хуçалăх производство кооперативĕсем пекех,хушма хуçалăхсене те федераци бюджетĕнчен,республика тата вырăнти бюджетран патшалăх пулăшăвĕ парĕç. Субсидипе субвенци фончĕн пулăшăвĕпе ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннăшăн укçа-тенкĕ парĕç,элита вăрлăх туяннăшăн та субсиди тÿлĕç.Эсир хускатнă ыйту,куратăр ĕнтĕ,пурнăçланма тытăнать. Ялăн пуласлăхĕ,малашлăхĕ-çамрăксенче.Анчах та вĕсем валли тивĕçлĕ условисем туса параймарăмăр-тăк яш-кĕрĕм ялта юлмĕ,тĕпленмĕ.Хула çумĕнче пурăнакансем-пушшех. Ку ыйту сирĕншĕн,Шупашкарпа юнашар вырнаçнă районшăн,капашсăр çивĕч тăрать ĕнтĕ.Çавăнпа та социаллă объектсем-çурт-йĕр тăвас ,газ,шыв,телефон кĕртес тĕлĕшпе еплерех ĕçлесе пыратăр;

-Пурăнма çурт-йĕр е хваттер пурри çамрăксене ура çине çирĕппĕн тăма ,пурăнма вăй-хал парать.Кăçал пирĕн районти 8 çамрăк çемье1068 пин тенкĕ çăмăллатнă условисемпе ипотека кредичĕ илчĕ.Унсăр пуçне 6 процентлă социаллă ипотека кредитне 15 çын(3808 пин тенкĕ тивĕçрĕ.4çын 1414 пин тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕр илсе хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕ.Федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн каялла тавăрса памалла мар субсиди те 4850 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăрлач-çу уйăхĕсенче 78 çемье çĕнĕçуртсене пурăнма кĕчĕ,е 6708 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă.Кăçал 25 километр газ пăрăхĕсем хунă.Пĕтĕмпе 19 километр çул юсанă.

Ялти çыхăнăва автоматизацилес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ,16 телефон станцийĕн абоненчĕсем тĕрлĕ хулапа автомат урлă çыхăнса калаçма пултараççĕ. Районта АТС-семпе усă курассин калăпăшĕ 96 процентпа танлашать. Районти 177 ялтан 148-шне газ кĕртнĕ.Кăçал ку ĕçе пур ялта та вĕçлетпĕр те ялсене шывпа тивĕçтерес ĕçе анлăн пурнăçлама тытăнатпăр.Хальхи вăхăтра  ял администрацийĕсем ку енĕпе проектсем хатĕрлессипе тимлеççĕ.Çул-йĕр ыйтăвĕ те кун йĕркинче тăрать.Кĕскен каласан ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе эпир  çине тăрсах  ĕçлетпĕр.Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ те çулсерен ÿссе пырать.Шанас килет,çынсем  хăйсем те тата та тăрăшарах ĕçлĕç,çамрăксем те ялта пурăнма,ĕçлеме ытларах юлĕç.

-Çак ĕçсенче те чăрмантаракан пулăмсем тупăнаççех пулĕ;Паян кун район пуçлăхне мĕнле ыйтусем арман чулĕ пек пусарса тăраççĕ;

-Хальхи вăхăтра  пысăк чăрмавсемех çук тесшĕн эпĕ.Çапах та татса памалли ыйтусем те çук мар.Калăпăр,2002 çулччен ялсене газ кĕртме халăхран  пуçтарнă укçан пысăк пайне халĕ те тавăрса паман.Çĕнĕ урамсене çутă кĕртесси тĕрлĕ сăлтава пула кирлĕ шайра пулса пыраймасть.

-Юрий Александрович,культура сферине те манса хăварар мар-ха,ун тавра та калаçар.Мĕншĕн тесен республика халăхне каласа кăтартмалли,тĕслĕх вырăнне усă курмалли те сирĕн нумай.

Муркаш районĕнче халăхăн ырă йăла-йĕркисене упраса хăварасси,çынсен пĕтĕмĕшле культурине ÿстересси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.Çак ĕçе 57 клубпа культура çурчĕсем,41библиотека,3музей,ача-пăча искусствин тата илемлĕх шкулĕсем туса пыраççĕ.Культура аталанăвне çĕнĕлĕхсем кĕртес тесе районта вĕрентÿпе культурăн 5центрне хута ятăмăр.Паянхи кун вĕсем хăйсен пĕлтерĕшне çирĕплетсе пыраççĕ,экономика енчен те тупăшлă ĕçлеççĕ. Халăхăн пултарулăхне аталантарма тата çынсен канăвне усăллă йĕркелеме районта пултарулăх ушкăнĕсен смотр-конкурсĕсене çулсерен ирттеретпĕр.Кăçал унта пурĕ 54 коллектив пĕр-пĕринпе ăмăртрĕ.Ĕç,юрă,спорт-«Акатуй»-уявĕнче парнесем  парса чысларăмăр.»Халăх»ятне илнĕ 9коллектив кăçал та хăйсен пултарулăхне çÿлти шайра кăтартрĕç.Библиотекăсене те юлашки вăхăтра халăх ытларах туртăнма пуçларĕ.Районта тĕслĕх библиотека 5 уçрăмăр. Çĕнетнĕ библиотекăсенче ĕç пахалăхĕ лайăхланчĕ.Тĕрĕссипе,культура сферинче туса ирттерекен ĕçсене асăнса та пĕтереймĕн.

-Кĕçех Республика кунне пĕтĕм халăхпа паллă тăватпăр.Çавна май,Юрий Александрович,хăвăр ертсе пыракан район халăхне мĕн сунатăр,мĕн сĕнетĕр;

-Ĕçре ăнăçу,ăнтăлу,çемьере-килĕшÿ те тăнăçлăх сунатăп.Хушса çапла та калассăм килет:сурпан пек вăрăм,хушпу кĕмĕлĕ пек çутă та хăтлă пурнăç сунатăп сире,ентешĕмсем.Сĕтелĕрсем çинчен нихăçан та çăкăр-тăвар ан татăлтăр.Çапла пултăр! 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика