Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем тÿлевсĕр сипленеççĕ

21 июня 2004 г.

 

 

1995 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчи «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунĕн 5-мĕш номерĕпе килĕшÿллĕн Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, ĕç ветеранĕсемпе тылра пулнисем, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисен тăлăх арăмĕсемпе мăшăрĕсем санаторипе курортсенче тÿлевсĕр сипленме пултараççĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ кăçал çакăн пек санаторипе курортсене пурĕ 23 ветерана янă, вĕсен шутĕнче: ĕç ветеранĕсемпе тылра пулнисем – 6 çын, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем –13 çын, тăлăх арăмсем – 4 çын.

Çавăн пекех 2004 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 5-мĕшĕччен Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă 2 инвалид хăйсен сывлăхне «Волжские зори» санаторинче çирĕплетеççĕ.

 

Тăванăм, чăваш çынни! Эс "Хыпара" çырăннă-и;

Пĕлетпĕр, укçу-тенкÿ çитсе пымасть санăн: газ кĕртнишĕн тÿлемелле, пÿрт çĕклемелле, вите-мунча лартмалла, карта тытмалла, хапха тумалла. ачуна вĕрентмелле, тумлантармалла. Ытти тăкака та шутласа кăлараймăн. Анчах чун апачĕ те кирлех сана, тăванăм. Халĕ почтăсем-киоскра çын вĕлерни-мăшкăллани пирки, юххасем пирки, су сенсациллĕ хыпар-хăнар саракан вун-вун кăларăм. Мĕнле хитре вĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ, çав хушăрах - вĕсен чунĕ, ăшши çук, ырра вĕрентмеççĕ.

"Хыпар" паллах, сарă-хура-чунсăр хаçатсен шайне ниеплеп те анса ларма пултараймасть. Малаша шанма пулăшакан, хавхалантаракан хыпарсем пичетлекен, тĕнче, Раççей, республика пурнăçне туллин çутатакан "Хыпар", 2006 çулта 100 çул тултараканскер, кашни çемьере куллен кĕтекен хăна пулмалла тесе шутлатăп. Пĕлетĕп: укçа çитменрен вăхăтлăха "Хыпартан" уйрăлнă чăваш çемйисем пирĕн ытти кăларăмсене çырăнаççĕ. Чи малтанах - "Кил-çурт, хушма хуçалăха". Эппин, вĕсем "Хыпар" çемйинчех. Аплатăк айтăр-ха паян-ыранах "Хыпара" тепĕр хут çырăнса илме пуçлар. Çур çуллăх - 207 тенкĕ: кашни номершĕн 1,65 тенкĕ çеç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика