Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ лару иртрĕ

21 июня 2004 г.

 

Июнĕн 17-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 23-мĕш ларăвĕ пулчĕ.

Ларăва районти самоуправлени пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ. Лару çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕ:

1. Муркаш районĕнче  тÿлевлĕ пулăшусем парассине аталантарасси çинчен.

2. "Çăвасем çинчи культура" положение çирĕплетесси çинчен.

3. Районта физкультурăпа спорта, туризма тата çынсен сывă пурнăç йĕркине аталантармалли 2003-2006 çулсенчи комплекслă программăна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен.

4. Муниципаллă харпăрлăхра тăракан "Сосновкăри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкул" муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн пурăнмалли мар çурт-йĕрĕсене сутасси çинчен.

5. Депутатсен районти Пухăвĕн 2003 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи С-19-3 № "Муркаш районĕн 2004 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.

6. Муркаш ялĕн генеральнăй планне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.

7. Муркаш районĕн символĕн - Муркаш районĕн ялавĕн чи лайăх проектне палăртма конкурс ирттересси çинчен.

8. Награда илме тăратасси çинчен.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова пĕлтернине итлерĕç.

Ку ыйтăва сÿтсе явма Муркашри ЛТЦ-3 пуçлăхĕ В.А. Терехин, Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен производство кооперативĕн представителĕ А.П. Давыдов хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Н.В. Любимов тухса калаçрĕ, депутатсем ку положение çирĕплетрĕç.

Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи М.А. Романов пĕлтерчĕ.

Ку ыйтăва сÿтсе явма В.И. Кожанов тата Н.И. Никитин депутатсем хутшăнчĕç.

Тăваттăмĕш ыйтупа район администрацийĕн пурлăх пайĕн ертÿçи О.И. Тимофеев каларĕ. Çак ыйтупа О.А. Максимов депутат тухса калаçрĕ.

Ларура пиллĕкмĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономикăпа финанс управленийĕн ертÿçи В.А. Иванова пĕлтернине итлерĕç.

Кун йĕркинчи улттăмĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин депутат тухса калаçрĕ, сĕнÿсем пачĕ.

Депутатсем ларура 7-8-мĕш ыйтусене те пăхса тухрĕç, сÿтсе янă кашни ыйтупа тивĕçлĕ решени йышăнса хăварчĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика